Комментировать

23 Авг, 2014

Тĕп хула çуралнă кунне... Кÿкеçре паллă турăмăр

Хула кунĕнче вĕçекен «Вĕршĕнсене» курма эпир те çемйипех васкарăмăр. Хĕрĕмсене ятарласа ялтан илсе килтĕм, вĕсем те уяв тĕлĕнтермĕшĕсене курса савăнччăр терĕм те...

Кăнтăрла тĕлĕнче Кÿкеç чарăнăвне тухса тăтăмăр. Пирĕнешкеллисем кунта лавĕпех - ГАЗельсем турттарса та ĕлкĕреймеççĕ. Икĕ маршруткăна, лăк туллискерсене, ирттерсе ятăмăр, виççĕмĕшне çапах та тапаçланса кĕтĕмĕрех. Çула тухнă халăх авиа-шоу пирки хăпартланса калаçать, апла тăк кăсăклăх кĕтет пире. Куншăн пичкене чыхса тултарнă килькана çаврăнсан та - чăтмалла. Хăрушсăрлăх пирки те шухăшлама маннă... Вокзала çитсен троллейбус чарăнăвне васкарăмăр. Кунта та халăх хĕвĕшет. Транспорт лăк тулли килет. Ачасене çавăтса электроаппарат завочĕ енне каçрăмăр. Тен, кунтан ларма меллĕрех? 11-мĕш троллейбус Атăл кÿлмекĕ хĕррине каяссине пĕлтерсен эпир те йăпăр-япăрах кĕрсе вырнаçрăмăр. Малтанхи çулсенче Хула кунĕнче троллейбуссем тÿлевсĕрех илсе çÿретчĕç. Хальхинче кунашкал «парне» кĕтмерĕ. Юрĕ-ха, тÿлеме хирĕç мар, уяв тĕп вырăнне часрах çитесчĕ кăна... Чиперех каяттăмăр, «Николаев космонавт урамĕ» чарăнуран иртсен троллейбус хăвăртлăхĕ чакрĕ: умра - пăкă. Салонра пăчăхса пыракансем алăка уçма ыйтрĕç. «Çуран хăвăртрах çитетпĕр», - текелесе чылайăшĕ тухрĕ. Тÿпере самолет кĕрлени илтĕнсе кайрĕ, «Вĕршĕнсем» вĕçеве тухрĕç иккен. Эх! ĕлкĕреймерĕмĕр...

Халăх уçă сывлăша тухасшăн. Эпир те икĕ чарăну хушшинче анса юлтăмăр. Тротуарпа утнă май самолетсен, тĕрĕсрех каласан, вĕсен хÿрине кăна, курса юлтăмăр. Наци библиотеки тĕлне çитсен тепĕр хутчен троллейбуса хĕсĕнсе кĕтĕмĕр - çул уçăлнăччĕ, пăкă çукпа пĕрехчĕ ĕнтĕ. Татах укçа тÿлеме тиврĕ. Троллейбус чÿречинчен тĕрлĕ тĕспе илĕртекен «Пултарулăх бульварьне» сăнарăмăр. Капла пăхса пыни çырлахтармарĕ, «Суту-илÿ çурчĕ» чарăнура анса юлтăмăр. «Кĕнекесем» лавкка умĕнчи инсталляци, ял хуçалăх академийĕ тĕлĕнчи арка умĕнче сăн ÿкерĕнме тытăнтăмăр. Тÿпере самолетсем кĕрлеме пăрахрĕç ĕнтĕ, пирĕн текех ниçта васкамалли те çук.

Тротуар икĕ енĕпе те çынсем утаççĕ: авиа-шоу курнисем килелле çул тытнă, çÿлелле хăпараççĕ. Эпир «Арбат» еннелле васкамасăр утрăмăр. «Вĕршĕнсене» курас ĕмĕтпе кăнтăрлахи апат çимесĕр тухнăччĕ те ачамсем хырăм выçнине пĕлтерчĕç. Атăл кÿлмекĕ хĕррине аниччен кафене кĕме тĕв турăмăр, хĕрĕмсем кăмăлланине суйларăмăр. Унта пырса кĕме те çук - выçă халăх хĕвĕшет кăна. 15 минута яхăн черет тăрса пăхрăмăр, пĕр шит чухлĕ те малалла шуманнине кура урăх чăтăм çитмерĕ. Каялла тухрăмăр. Анчах юнашарти кафесенче те çавнашкал лару-тăрăвах. Юрать-ха, шыв чиксе тухнăччĕ, ăна сыпа-сыпа хырăма улталарăмăр. Кăмăл пăсăлчĕ, уяв пыракан лапам еннелле çаврăнса та пăхмарăмăр. Унта та хĕвĕшÿ, халăх вĕçĕ-хĕррисĕр кумать. Çаврăнтăмăр та... килелле уттартăмăр. Мĕнле çитсе ÿкес? Пуçра çак ыйту кăна. «Володарский урамĕ» чарăнура троллейбус чылай кĕтрĕмĕр. Ларасси çинчен ан та шухăшла: транспортра - алăк уçсанах çын тăкăнас пек, туп-туллиех. Çул тепĕр енне каçрăмăр - тен, 1-мĕш троллейбуспа çаврăнса килме май килĕ? Анчах ăна кĕтсе илеймерĕмĕр, çуранах хăпартăмăр. Тротуарпа утакансене сăнатăп: сăнĕ-питĕнче савăнăç сĕмĕ те çук. Пĕчĕккисем ывăннипе йĕрмĕшеççĕ, аслисем транспорт йĕркеллĕ çÿременнишĕн тарăхаççĕ... Вăт сана уяв! Çынсем пырса та кураймаççĕ пулсан кам валли йĕркелеççĕ ăна?

...Пĕр вăй та юлмарĕ. Кÿкеç маршруткине кĕрсе ларсанах хаш! сывласа ятăмăр. Хулана нуша курса çÿреме тухнишĕн ÿкĕнтĕмĕр. Поселока çитсен кафене кĕтĕмĕр, уява кунта паллă турăмăр, тăраниччен çирĕмĕр, ĕçрĕмĕр...

Хушса Çырни. Интернетри «На связи» форума ятарласах уçса пăхрăм. Çынсен шухăшĕпе кăсăклантăм. Уявран ман пек кăмăлпа таврăннисем пайтах иккен. Тĕслĕх вырăнне «Общество транспорчĕ халăх валли мар-и?» темăпа çынсем мĕн çырнине илсе кăтартатăп.

Катюлечка: «13 сехет тĕлне çитес текен пайтахчĕ. Çамрăксем маларах вырăн йышăннă. Ачасемпе ир каяймăн - пĕчĕкскерсем хăвăрт ывăнаççĕ. «Амăшĕсен килте лармалла, ун пек çĕре çÿремелле мар», - тесшĕн-и? Хула администрацийĕ транспорт ыйтăвне тĕрĕс татса панă тăк кунашкал çивĕч лару-тăру пулмĕччĕ».

Anmo: «Ытларахăшĕ, ачаллисем уйрăмах, «Вĕршĕнсене» курас йÿтĕмпе шăпах 13 сехет тĕлне килесси çинчен никам та шухăшламан-ши? Хула ертÿлĕхĕ транспорт тĕлĕшĕпе ĕçлесе çитерейменни лайăх палăрчĕ.

Эпир те ачасемпе пĕр сехет малтан тухрăмăр килтен. Хамăр автомобиле мар, общество транспортне шанса. Анчах троллейбуса та, автобуса та, маршруткăна та лараймарăмăр. 20 минут тăнă хыççăн тепĕр чарăнăва утрăмăр, кунта та çавнашкал лару-тăру. Юлашки чарăнура ларма май килĕ-ши тесе тепĕр енне каçрăмăр. Пирĕн пеккисем унта та пайтах. Çапăçа-çапăçа транспорта 12.45 сехетре лартăмăр. «Вĕршĕнсен» программин çуррине кураймарăмăр. Пассажирсем салонтан кăларма ыйтрĕç. Эпир тухрăмăр. Шоун тепĕр пайне курма май килчĕ. Çапах та уяв кăмăлĕ сĕвĕрĕлнĕччĕ ĕнтĕ...»

Çитес çулсенче уява кайăп-ши çакăн хыççăн? Иккĕленетĕп...

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.