Вăл чăваш сăмахне тĕнче шайне çĕкленĕ
Пурăннă пулсан çак кунсенче Чăваш халăх поэчĕ, Андрей Белый, Пастернак, Франци Академи, Петрарка премийĕсен лауреачĕ Геннадий Айхи /Лисин/ 80 çул тултаратчĕ. Вăл, чăваш поэзипе культурине тĕнчипех сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕскер, 2006 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Геннадий Николаевича тăван ялĕнче, Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, пытарнă. Аса илтеретпĕр, вăл - чăваш çыравçин Ева Лисинăн пиччĕшĕ, Алексей Айхи композиторпа Вероника Айхи актрисăн тата пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма хатĕрленекен Анна Айхин ашшĕ.