Туçа тăрăхĕнче
Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - чăвашлăх никĕсне, йăли-йĕркипе культурине упраса хăварасси, ку тăрăхра тĕпленнисен, уйрăмах - çамрăк ăрăвăн, кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Çак кунсенче республикăри чи лайăх культура çурчĕсенчен пĕринче - Кивĕ Ахпÿртре вырнаçнă Туçа ял тăрăхĕн культурăпа вулавăш аталанăвĕн центрĕнче - пулса курма тÿр килчĕ. Клубра тăрăшаканшăн чи кирли алăри диплом мар, турă пани, чунра пурри, халăхшăн çунни, ăна савăнтарма пĕлни. Кунта чылай çул ĕçлекен Владимир Феоктистовичпа Лидия Михайловна Сеприхановсем - шăпах çавăн пек çынсем. Халăх хĕрсе кайсах хирте вăрлăх сухан кăларнă вăхăтра çитрĕм тăрăха. Лайăх çанталăкпа усă курса юласшăн пурте. Хăйсен ĕçне чунтан парăннăскерсем апат вăхăчĕ çывхарнă пулин те мана килте мар, ял çыннисемпе пĕрле сухан йăранĕ çинче те мар, культура çуртĕнчех кĕтсе илчĕç.
Чи лайăххисем
Культура çуртне кĕрсенех «Тăван ялăм, савнă ялăм», «Ĕçпе тава тивĕçлĕ», «Ял пурнăçĕ» стендсем куç тĕлне пулчĕç. Тăван тăрăхри пултаруллă та хастар çынсене, ĕç ветеранĕсене манманни, сума суни тем пекех паха.
«Республикăри чи лайăх культура çурчĕ» дипломпа чысланă вĕсене кăçал. Ун çумне 100 пин тенкĕ укçа хушса панă. Чăннипех те тивĕçлĕ çакна вĕсем. Нумай пулмасть кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ун валли 600 пин тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланă. Культура министерстви ирттерекен конкурссене кунĕпе ĕçре, килте çĕрĕ-çĕрĕпе, куç хупмасăр хатĕрленни ахаль иртмен. Унта çĕнтерме çăмăлах мар. Вĕсем вара грант пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Çав укçа-тенкĕпе çĕнĕ тум та, проектор та, компьютер та туянма май килнĕ. Района килнĕ хăнасене тÿрех Туçа ял тăрăхĕн центрĕпе паллаштарма тăрăшни ахальтен мар. Республика кунне Ленинград облаçĕнчен килнĕ пĕр ушкăн та культура çурчĕпе паллашса кайнă. Ялти клуб çакăн пек пысăк шайра пулнинчен тĕлĕннĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăннă.
Килĕшÿллĕ мăшăр
Лида Патăрьелĕнчи суту-илÿ училищинче вĕреннĕ чухне районти ăмăртăва хутшăннă. Пулас мăшăрĕпе çакăнта паллашнă та. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă Владимир Феоктистович Патăрьелте тренерта ĕçленĕ ун чухне. «Эпĕ ăна асăрхаман та, вăл вара мана вăрттăн сăнанă», - тет Лида. Кайран каччă пĕрле вĕреннĕ юлташĕ патне Лидăсен ялне, Йÿç Шăхальне, килсе çÿреме тытăннă. Юратакан икĕ чĕре1991 çулта тăванĕсене кĕрекене пухса чаплă туй кĕрлеттернĕ. Мăшăр халĕ те 23 çул каяллахи пекех пĕр-пĕрин çине куçран ăшшăн пăхать. Юратăвĕ çулран çул вăйланса пынине хăйсем те пытармаççĕ. Халăх калашле - çурт та, йывăç та лартнă, ывăлĕпе хĕрĕ те пур.
Çитĕнÿ тума пулăшать
«Эсир ĕçре те, килте те пĕрле, пĕр-пĕрне кунĕпе мĕнле йăлăхтармастăр?» - ыйтаççĕ тăтăшах Сеприхановсенчен. Çакă вĕсене çитĕнÿ тума çеç пулăшать. Пĕр тытăмра тăрăшни çемьери нумай ыйтăва татса пама май парать. Калăпăр, клуб ĕçченĕ уяв е концерт хыççăн çĕрле кăна киле таврăннине культура тепĕр ĕçченĕнчен лайăхрах кам ăнланĕ? Çавăнпа пĕр-пĕринчен ят тивесрен хăрамалли те çук вĕсен.
- Ачасем хулана тухса кайиччен эпир çемйипех клубраччĕ. Кил çинчен мансах каяттăмăр. Ир тухса кайса çывăрма кăна таврăнни те пулнă. Уявсенче мăшăрпа хĕрĕм ертÿçĕсемччĕ. Ывăл Саша - концертсенче ташласа савăнтараканни. Эпир ку ĕçе чăннипех те çемйипех парăннă, - чунне уçать Лидия Михайловна.
Пурнăçра кирлине вĕренеççĕ
Центрта 14 кружок ĕçлет. Ал ĕçне ăста Туçа тăрăхĕнче пурăнакансем. Кунта вĕтĕ шăрçапа çыхаççĕ, тĕрлеççĕ. Пурнăçра кирлĕ тата ытти ĕç-пуçа алла илме пулăшаççĕ культура ĕçченĕсем. Çавна май ятарласа Шупашкара кайса вĕренсе килеççĕ. Аваллăха манма юраманнине тĕпе хурса тухьясемпе масмаксем ăсталаççĕ. Шкул ачисем драма, фольклор, ташă кружокĕсене хаваспах çÿреççĕ.
- Вăтанакан ачасем те уçăлаççĕ сцена çинче, пирĕн пата çÿресе тус-юлташ тупаççĕ. Хулана тухса кайсан та çыхăну тытма пăрахмаççĕ, кану кунĕсене килсен уявсене хутшăнаççĕ. Вĕсен хушшинче спонсор пулса пулăшакансем те пур, çакă пире савăнтарать, - теççĕ Сеприхановсем.
Тин çеç качча килнисем валли «Çамрăк мăшăрсем», «Атьăр-ха, кинсем», хĕрсем валли «Юр пике», «Чăваш пики», «Мисс Дюймовочка», «Мисс Золушка», яшсем валли «Ял каччи», асаннесемпе кукамайсем валли «Чаплă кинеми» шоусем йĕркелеççĕ, унта Туçа тăрăхĕнчи кашни ялах хутшăнтарма тăрăшаççĕ. «Çăварни», «Улах ларни», «Салтака ăсатни» çакăн евĕр тата ытти мешехене ирттерме пысăк йыш кирлĕ. Телее, хастарсем кашни ялтах пур, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле çеç. Ку енĕпе Владимир Феоктистовичпа Лидия Михайловна пысăк ăсталăх пухнă. «Валентина Мальцева, Валентина Логунова, Николай Степанов тата чылайăшĕ чун киленĕçне юрă-ташăра тупнă. Нихăçан та хирĕçлемеççĕ, кирек хăш вăхăтра та сцена çине тухма хатĕр вĕсем. Тивĕçлĕ канурисем капăрлансах репетицие васкаççĕ. Чун ыратăвне те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Ĕлĕкхи юрăсене асрах тытаççĕ, çĕннисене вĕренсе пыраççĕ», - паллаштарать Лидия Михайловна. «Шкул ачисен хушшинче Денис Павлов, Ирина Захарова, Кристина Козлова, Сильвия Федорова юрра-ташша ăста, хăйсене шанса панă роле спектакльсенче артистран кая мар выляççĕ», - хушса хурать Владимир Феоктистович.
Ташă тата эстрада çăлтăрĕсен фестивалĕсене пурте кĕтеççĕ. Çакăнта çулленех пултаруллă çамрăксене тупса палăртаççĕ. Фестиваль Кивĕ Ахпÿртре иртнĕ хыççăн ку тăрăхри ытти ялсене те çитет.
«Туçа ен» фольклор ушкăнĕпе «Юрлар, тăван» ансамбль ячĕ çак таврара кĕрлесе кăна тăрать. «Юратакан чĕресем» эстрада ушкăнĕ пирки те илтмен çын çук пулĕ. Вĕсем час-часах кÿршĕ районсене тухса çÿреççĕ. Шупашкарта та чылай пулнă.
«Пĕр евĕрли халăха хăвăрт йăлăхтарать. Çавăнпа та çулленех çĕнĕ проектсем шухăшласа кăларма тăрăшатпăр, шоусемпе фестиваль ячĕсене те улăштаратпăр», - теççĕ Сеприхановсем.
Ял уявĕсемпе пултарулăх каçĕсем те хăйне майлă иртеççĕ. Сăмах май, кăçалхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кивĕ Ахпÿрт ялĕ 380 çул тултарать. Ун чухне хăнасем йышлăн килмелле. Культурăпа вулавăш аталанăвĕн центрĕнче çак пысăк уява хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ.
Таврара ырă ятлă
Владимир Феоктистовичпа Лидия Михайловна ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Кил таврашне хăтлăх кĕртнĕ. Тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ÿстереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ. 30 сотка çĕр çинче вăрлăх сухан туса илеççĕ. Кишĕрне те яланхи пекех чылай лартнă. Ачисем çитĕннĕ ĕнтĕ. Асли Марина социаллă университетран финансиста вĕренсе тухнă. Кĕçĕнни Саша ЧППУри физвоспитани факультетĕнче ăс пухать. Çакăн пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те ял. Ырă ят çĕнсе илнисем чăн та хисепре. Вĕсен ĕмĕчĕсем çунатлă, ĕçлес туртăмĕ пысăк. Малашне те ăнăçса пытăрччĕ çеç.
Елена АТАМАНОВА.
Патăрьел районĕ.