Черет хăратать, е Больница еннелле мĕншĕн çаврăнса пăхас та килменни çинчен

9 Авг, 2014

Çемьере йыш хушăнни хăех - пысăк телей. Юлашки çулсенче хĕрарăмсем чăннипех те ача ытларах çуратма пуçларĕç. Патшалăх та май пур таран пулăшать. Укçа та параççĕ, çĕрпе те тивĕçтереççĕ, çурт-йĕр ыйтăвне те татма май пур. Çапах та ача çитĕнтерме нихăçан та çăмăл пулман. Çут тĕнчене тин килнĕ пепке валли те сахал мар нухрат кирлĕ. Çуралсанах ача садне черет тăмалла. Кайран шкул пирки шухăшлама тытăнмалла. Ку хăй - уйрăм калаçу. Паллах, ашшĕ-амăшĕн телейĕ - пепке таса та сывă пулнинче. Унран хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та паян сывлăх пирки сăмах хускатасшăн. Пĕлетпĕр-ха, республикăри хуласемпе ялсенче ачасем йышланнине кура больницăра специалистсем патне лекме чăннипех те çăмăл мар. Чирпе вара шÿтлеме юрамасть, сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерсе çийĕнче сипленмеллех. Пĕлĕшĕм ачин хăлхи ыратнипе отоларинголог патне çырăнма шухăшланă. Регистратурăра ку тухтăр патне уйăхран çеç лекме май пурри, ыратакан хăлхапа вара çырăнмасăрах йышăнасси пирки пĕлтернĕ. Ачин сывлăхне кĕрсе тĕрĕслеттерейнĕ-ха вăл. Анчах та йĕрмĕшсе çеç тăракан çулталăкри пепкепе черетре çур кун ларнă. Çитес эрнере тепре килме хушнă. Çав куна кĕтсе хăраса пурăнать паян.

Ача садне черет çитнĕ май иртнĕ çуркунне медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни асран тухмасть. Больницăсем тăрăх çÿресе икĕ уйăха яхăн та тăсăлса кайрĕ ĕç. Куç тухтăрĕ патне каяс терĕмĕр. «Ун патне уйăх маларах çырăнмалла», - терĕç регистратурăра. Садик парассине пĕлмен-çке малтанах. Е сăлтавсăрах çырăнса хумалла пулнă-ши? Ытти больницăра та çак ÿкерчĕкех. Хăш-пĕр поликлиникăра куç тухтăрĕ пачах та çук. Хулари çурçĕр хĕвел анăç районĕнчи пĕр оптикăна кайса тÿлевлĕ тĕрĕслеттерсе тухрăмăр. Хирург, невропатолог шыраса таçта та çитнĕччĕ. Стоматолог та икĕ эрнерен çеç йышăннăччĕ. Вĕçне-хĕрне çапла аран тухса пĕтнĕччĕ. Чăн та, калама çук йывăр специалистсем патне лекме. Тунти кун - уйрăмах. Эрне пуçламăшĕнче уйăхри пепкесен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Çулталăк хушшинче, тен, лару-тăру улшăннă пуль тесе шухăшланăччĕ те, çук иккен, халĕ те çаплах. Çак вăхăтра больницăра шăпах ача садне каякансем тĕрĕсленеççĕ. Ятарласа кăсăклантăм - нихăш специалист патне те çырăнма çук. Шурă халатлисен хушшинче шелленипе черетсĕр йышăнакансем те пур иккен. Çавăнпа усă курса та-и, тен, тухтăр алăкне çемйипех сыхлаççĕ. Хăшĕ-пĕрин кăнтăрлаччен - кукамăшĕ е асламăшĕ, апат хыççăн амăшĕ килет. Çапла кăна лекме пулать специалист патне. Тухтăрсем çителĕксĕррипе тата нумайăшĕ çуллахи вăхăтра отпуска кайса пĕтнипе те çыхăннă çакă. Хамăр çÿрекен ача-пăча поликлиникин алăкĕ çинче çуркуннеренпех невролог, окулист, фтизиатр кирли пирки пĕлтерÿ çакăнса тăрать. Виçĕ уйăх иртнĕ - тухтăр тупăнман.

Ача-пăча поликлиникинче кăна мар, мĕн пур больницăрах çакнашкал лару-тăру. Кÿршĕре пурăнакан кинеми кашни çулах медицина тĕрĕслевĕ иртет. 3-мĕш ушкăн инваличĕ вăл. Ÿксе купарчапа пĕçĕ тĕлĕнчи шăмма хуçнă хыççăн туяпа та аран çеç уткалать. Ачисем аякра пурăннăран час-часах килеймеççĕ те мĕн пур çĕре такси тытса çÿреме тивет. Ури хытах ыратнăран, иртен пуçласа каçчен вăхăта больницăра ирттернĕрен куççульпех йĕрет тепĕр чухне. Çук, шурă халатлисене айăпламасть вăл, сусăр пулнине пĕлсе тăрсах çулсерен тĕрĕслев ирттернишĕн, больница тăрăх чуптарса нушалантарнишĕн тарăхать.

«Кĕтес килмесен укçалла кайăр. Халĕ хулара уйрăм çынсен медицина центрĕсем те туллиех», - сĕннĕ пĕлĕшĕме регистратурăра. Ачисене çавăтса кайнă хайхи, 1000 тенкĕ тÿлесе хăварнă. «Лайăх пăхрĕç, ăшă сăмахпа сиплерĕç. Çур кун черетре лармалла пулмарĕ, ачасене те ывăнтармарăм, вăхăт та перекетленчĕ. Хакĕ кăна çыртать. Мĕншĕн патшалăх поликлиникинче çакнашкал йĕрке мар-ши? Больница еннелле çаврăнса пăхас килми пулчĕ», - терĕ вăл.

Тухтăрсем чире шала яма хушмаççĕ. Хамăр та хаçатра çакăн пирки асăрхаттарса çырсах тăратпăр. Паллах, сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттермелле, пĕр-пĕр амак çыпăçсан çийĕнчех сиплев пуçламалла. Анчах та больницăри йĕркесĕрлĕх, черет хăратать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.