Ыранхи куна шанăçпа кĕтер

9 Авг, 2014

Паянхи тĕнче - пĕрлехи чĕрĕ организм: пĕр кĕтесре сиксе тухнă вут-кăвар ыттисене пырса тивмĕ тесе никам та шантараймĕ. Раççейĕн Украина тĕлĕшпе тытса пыракан политикине сивлесе Анăç пирĕн çĕр-шыва тĕрлĕ санкципе хупăрлама тăчĕ. Мĕнех, патшалăха пур енĕпе те хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Çакна шута илсе Раççей Президенчĕ Владимир Путин çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче ятарлă хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Раççее Австралирен, Канадăран, Европĕрлĕхрен, АПШран, Норвегирен ĕне, сысна, чăх-чĕп какайне, пулă, сыр, сĕт-çу, улма-çырлапа пахча çимĕç илсе кĕме чарнă. Чару çулталăк тăсăлĕ. Чăн та, çынсем ача-пăча çимĕçĕ тата çÿлерех асăннă продукцие хăйсене усă курмашкăн чикĕ урлă илсе каçма пултараççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен çурла уйăхĕнче ирттерекен пресс-конференцире те çакăн тавра сăмах хускалчĕ. Ку тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ теме çук - калаçмалли хамăрăн та çителĕклĕ. Анчах та хĕрÿ вырăнта лару-тăру хĕрсех пынине асăрхамăш туса иртеймĕн. Пушшех те - Чăваш Ене Украинăран беженецсем килсех тăраççĕ. Правительство уйăрнă квотăпа килĕшÿллĕн те, кунта пурăнакан тăванĕсем патне те. Çапах кашни медалĕнех икĕ енĕ те пур. Анăç санкцийĕсем тата вĕсене пула Раççей йышăннă чарусем хамăрăн предпринимательсен - чăваш хресченĕн тесе вула - аллисене пушатаççĕ кăна: чикĕ леш енчен продукци кÿрсе килме пăрахнипе усă курса хамăр çĕр çинче туса-ÿстерсе илнине тупăшлă вырнаçтарма шăпах меллĕ пулĕ. Пуçлăх пуçĕ çине тăкăнакан ыйтусен хушшинче шăпах çакăн пекки те пулчĕ - анчах та хамăрăн продукци çителĕклĕ-и-ха? Чăвашăн кăнтăр районĕсенче акă кăçал çумăр çуманпа пĕрех...

Кĕлетсем тырăпа тулĕç-и?

- Тулĕç, - пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ Михаил Васильевич. - Тĕш тырă, выльăх апачĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулмалла, çĕр улми те тухăçĕпе савăнтарасса кĕтетпĕр. Çавна пула 2015-16 çулсем валли çирĕп никĕс хывасси иккĕлентермест. Ял хуçалăх продукцийĕ тĕлĕшпе хаксем лайăх, сĕтсĕр пуçне /ку енĕпе те ĕçленине палăртрĕ Михаил Игнатьев. - М.И./. Çав вăхăтрах ял тăрăхĕсенче çамрăксем ĕçе явăçни, фермер хуçалăхĕсем йĕркелени савăнтарать. Паян ялта та тупăшлă ĕçлеме пулать.

Ял пирки сăмах хускатнă май çулсем пирки те каласа кăтартма ыйтрĕç МИХсен ĕçченĕсем. Халĕ, чăн та, хуларинчен начар мар пурăнать хресчен, тен, лайăхрах та. Çавна май тирпей-илем кÿрес ĕç тепĕр чух манăçа тухать. Калăпăр, анлă çулсен хĕррипе совет тапхăрĕнчи “палăксем” тавралăха сăнсăрлатса лараççĕ. Вĕсемпе мĕн тумалла?

Яллă вырăнти çулсемпе ытти регионсем пекех ĕçленине палăртрĕ Михаил Васильевич. Чăн та, ку енĕпе ыттисенчен лайăхрах та пирĕн лару-тăру. Колхозсем арканнă хыççăн юхăнса ларакан выльăх-чĕрлĕх капашсăр пысăк комплексĕсен тĕлĕшпе вара, чăн та, ыйтăва татса памалла. Унта ĕçе çĕнĕрен йĕркелемешкĕн пур май та çителĕклĕ. Шыв пăрăхĕсем те, ытти оборудовани те сыхланса юлнă тăк çак çуртсене ял тăрăхĕсен администрацйĕсен суд урлă хăйсен харпăрлăхне куçарса фермерсене сутмалла. Ишĕлсе анас патне çитнисене, паллах, сÿтмелле. Михаил Игнатьев ку ыйтăва республика юбилейлă çуралнă кунĕ тĕлне йăлт татса пама шантарчĕ.

Ял тенĕрен, патшалăх служащийĕсем тăратнă декларацирен Михаил Васильевичăн хăйĕн те çĕр лаптăкĕ нумаййи паллă. Нивушлĕ çĕр çинче ĕçлеме те вăхăт тупать? “Çапла, атте-аннерен еткерлĕхе юлнă 50 сотка пур - унпа тивĕçлĕ канăва тухнă аппа усă курать. Шупашкар районĕнчи Янăшра пирĕн çемьен çурт пур, ун çумĕнче - 26 сотка. Ачасем çăвĕпех - унта. Ĕç енĕпе воспитани пани пăсăк мар. Лавккара пахча çимĕç нимĕн те туянмастпăр - йăлтах хамăрăн. Сутмалăх та юлать. Унсăр пуçне Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕр пайланă чух мăшăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2,5 гектар, мана 5 тивĕçнĕччĕ. Унта ĕçлемешкĕн вăхăт çук. Вăл лаптăксене тара паратпăр”, - рапортланă пекех илтĕнчĕç Пуçлăх сăмахĕсем.

 

Политика, промышленноç, экономика, экологи

Хĕвел модулĕсен завочĕ те кăсăклантарать журналистсене. Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă завод ыран тесен ыран алăкне уçма пултарать-мĕн.

Китайра туса кăларакан япаласем, улшуçсем илсе килсе пасарта сутаканскерсем, начар пахалăхĕпе хăратса çитернĕ те пире, Михаил Васильевич стереотипсенчен хăтăлма сĕнчĕ. Китай паян - тĕнчери хăватлăн аталанакан иккĕмĕш çĕр-шыв. Вĕсемпе туслă çыхăну тытни хамăршăнах усăллă пулĕ.

Атăл леш енчи тăрăх аталанăвĕпе кăсăкланчĕç те - ку йăлтах газ кĕртессипе çыхăннă. “Газпром” обществăна проектпа смета документацийĕ тăратнă. Газпа 2016 çулта усă курма пуçлас шанăç пур. Чăн та, палăртнине республика бюджетĕнчен 1 пус тăкакламасăрах пурнăçа кĕртĕç. Çапла Атăл леш енче туризма аталантарма, сывлăха çирĕплетме майсем ытларах пулĕç.

Çу варринче чечекленме пуçлакан мăнаçлă Атăл - чăвашăн чун ыратăвĕ: шыва кĕрсе те, пулă тытса та тăраниччен савăнмашкăн май çук. Ку ыйтăва влаç сунтăха чиксе хуман. Проекта пĕçерсе çитерме тавăрса панă - çавă çеç. Ыйтăвĕ экологи, транспорт, энерги енчен питех те пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа Чăваш Ен правительстви ку енĕпе малашне те ĕçлĕ.

“Районсене тухса çÿренĕ май халăх пĕр ыйтусенех парать-и е вĕсем çултан çул улшăнсах пыраççĕ-и?“ - кăсăкланчĕç журналистсем.

ЦИФРĂСЕМПЕ ФАКТСЕМ

Тĕрĕссипе, 4 çул каялла мĕнле тĕллевсемпе пуçăннă ĕçе, паян та çав çултан пăрăнманнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен халăхĕн пурнăç шайне ÿстересси, пурăнма, ĕçлеме хăтлă условисемпе тивĕçтересси. Çынсем ыранхи куна шанăçпа кĕтчĕр.

Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес енĕпе нумай ĕçленĕ. Этем, ача, предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсен институчĕ йĕркеленĕ республикăра. Министерствăсем отчет тусах тăраççĕ. Влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсем ĕçлеççĕ. “Çак çул тĕрĕс, идеал шайĕнче”, - тесе тĕллесе кăтартакан çук, анчах та лайăххи патне туртăнмалла. Тĕллевсем те 4 çулта пачах улшăнман теме çук. Пурнăç аталансах пырать, çынсем тата лайăхрах пурăнасшăн.

  • Çак тапхăрта республикăри вăтам шалу 13000 тенкĕрен 21450-а çитнĕ. Бюджет тытăмĕнче вăл 11000 тенкĕрен 21000-е çити ÿснĕ, экономикăри вăтам шалупа танлашнă. Пайăррăн илес тĕк яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнакансен шалăвĕ - 1,5 хут, тухтăрсен - 1,5 хут, учительсен - 2 хут, воспитательсен 3 хут ÿснĕ.
  • Ĕçсĕрлĕх 4 хут чакнă. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе Чăваш Ен Раççей федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнать.
  • Ял хуçалăх тата апат-çимĕç хакĕсем пирĕн республикăра пĕчĕкки те пуриншĕн те паллă.
  • ЖКХ тарифĕсене 4 процентран ытла ÿстермессе сăмах панă. Шантарнине пурнăçланă. Çав вăхăтрах республикăри кашни 4-мĕш çемье ЖКХ тăкакĕсене саплаштарма субсиди илет.
  • Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе Чăваш Ен /çын пуçне шута илсе/ - лидерсен йышĕнче. Ку енĕпе çамрăк çемьесемпе учительсем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ.
  • Республикăра пĕчĕк тата вăтам предприятисен тата вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ ÿссе пырать.
  • Патшалăх парăмĕ 70 процентран 37-е çити чакнă.
  • Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕрĕ 2 çул вăрăмланса 70,8-а çитнĕ.
  • Пепкесемпе вĕсен ашшĕ-амăшне панă сăмаха та тытма шантараççĕ - 2015 çулта ача сачĕсенче черет пачах пулмалла мар.

Тĕрлĕрен пулать-мĕн. Паллах, пысăк укçапа çыхăннă ыйтусене вырăнти влаç татса параймĕ - правительство пулăшăвĕ кирлех кун пек чухне. Анчах тепĕр çĕрте лав 4 уйăх таран вырăнтан хускалманнине ăнланма çуках. Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш хулисен ертÿлĕхĕ пасар саманинче ĕçлеме ниепле те вĕренсе çитеймест. Чăн та, Канашсем тилхепене хĕрарăм аллине панă. Республика Пуçлăхĕ Людмила Ивановăран нумай кĕтнине пытармарĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ кĕпĕрнесем туса хурасси пирки мĕн шухăшланипе тата Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнин кадр хыçĕнче мĕн юлнипе те кăсăкланчĕç çивĕч чĕлхеллисем. М.Игнатьев кĕскен кăна хуравларĕ: “Нимĕн те”. Апла наци республикисемшĕн хăрушлăх çук. Раççей ертÿçипе тĕл пулни пирки вара халĕччен кашни сăмахнех сÿтсе явнă ахăр. 5 çыру хатĕрленĕ, вĕсене федераци министрĕсем патне çитернĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулсан, паллах, Раççей Президенчĕпе малашне те тĕл пулĕç.

 

Вĕренÿ

Ĕç рынокĕнче çаплах экономистсемпе юристсен лару-тăрăвĕ питĕ çивĕч. Наци кадрĕсем хатĕрлес енĕпе вара ыйту хĕрсех çитнĕ - бюджет вырăнĕсене пĕтернĕ. Чăвашăн пултаруллă ачисем маларах Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче вĕреннĕ. Халĕ ку лицей çук ĕнтĕ...

Михаил Васильевич инженер специальноçĕсене асăрхама сĕнчĕ - электротехника факультечĕн студенчĕсем, сăмахран, 3-4-мĕш курссенче ăс пухнă чухнех ĕç тупаççĕ. Наци кадрĕсене патшалăх шучĕпе хатĕрлес ыйтăва вара çĕр-шыв шайĕнче татса памалла - чăваш аслă шкулĕсем федераци тытăмĕнче шутланаççĕ. РФ Вĕренÿ министрĕпе ку ыйтупа калаçнă, малашне те куçран вĕçертмĕç. Уйрăмах пултаруллă ачасене те тĕрев кирлĕ - вĕсене музыка училищине йышăнма палăртнă.

 

Тиркессишĕн тиркемелле мар

Калаçсан сăмах теççĕ те, анчах та çакăн пек тĕл пулусенчен, ман шухăшпа, усси пулмаллах. Республика Пуçлăхĕ ахальтен вăхăт уйăрмасть-тĕр журналистсем валли. Тĕрлĕ предприятие, района тухса çÿренĕ май та хутшăнать-ха вăл МИХсен ĕçченĕсемпе. Çапах та ятарласа курса калаçмашкăн та çулталăк тăршшĕпе сăлтав пухăнать-тĕр. Хăш енĕпе тата ытларах çанă тавăрса ĕçлемелле? Пурне те асăрхаса çитерме те çук-çке тепĕр чух. Палăртмалла, калем ăстисем нумай чух тивĕçлĕ ыйтусемех хускатаççĕ. Хăшĕ-пĕри çеç, çакăнпа усă курса, ертÿлĕхе унтан та кунтан чĕпĕтсе илме хăтланать. Тивĕçлĕ чĕпĕтсен юратчĕ-ха, анчах та чăркăшланса шалтан шала кĕме хăтланни никама та чыс кÿмĕ. Хăйсене “оппозици” теме хăнăхнă МИХсен Интернетри сайчĕсене пресс-конференци умĕн ятарласа “шĕкĕлчерĕм”. “Пире чĕнмен!”, “Курăпăр-ха: чĕнĕç-и?” - çакăн йышши нăйкăшусемпе тулнă кăларăмсен журналисчĕсем чип-чиперех ларатчĕç ыттисен хушшинче. Унтан та ытла - вĕсене темиçе хутчен те ыйтма ирĕк пачĕç. Çакă пулать-ши сăмах ирĕкне хĕсни? Пушшех те, наци телекуравне интервью панă май ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ М.Вансяцкий пурне те эфир урлах аса илтерчĕ пресс-конференци пирки. Шел те, “оппозици” ку таранччен хускатнă ыйтусенех муталарĕ. Тиркешмелли урăх нимĕн те юлманнипе çыхăннă-ши ку? Хăйсен аллинчи “козырь” шутланакан ыйтăва та Михаил Васильевич патне пурин умĕнче çитерчĕç вĕсем - ЧР экс-президенчĕ, РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров çак кунсенче Чăваш Ене çитнĕ, анчах та республика Пуçлăхĕн темĕнле сăлтавпа унпа тĕл пулма май килмен... Михаил Васильевичăн хуравĕнче “эпĕ халĕ 4 çул каяллахи мар” текен çирĕплĕх палăрчĕ. Мĕнех, отпускри çыннăн темĕн тума та юрать. Николай Васильевичпа ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеллĕ шайра пыраççĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен ертÿçисен Эрĕнпурта иртнĕ тĕл пулăвĕнче те ыйтусене сÿтсе явнă унпа. Чăваш Ене килсен тĕл пуласси пирки вара вăл сăмах хускатман. Апла тăк федераци шайĕнчи министра каннă вăхăтра мĕн тесе чăрмантармалла? Ыйтăвĕсем пур-ха та... Калăпăр, Муркаш районĕнчи “Ударник” пĕрлешÿре, Мускав аллине куçнăскерте, шалу вăхăтра тÿлемеççĕ, лару-тăру начар. Республикăна каялла туртса пырать вăл. Анчах та ку - урăх калаçу...

Пурнăçа малалла аталантарас тесен критика кирлех, анчах та тиркессишĕн тиркемелле мар, çитменлĕхсене тупса вĕсене пĕтерессишĕн пĕрле çанă тавăрса ĕçлемелле. Çак шухăша палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Маргарита ИЛЬИНА.

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.