Пĕр кун та хыпарсăр иртмест
Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ /89,9 процент/ телекурав урлă информаци илет. Çапла çирĕплетет Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ социологи тĕпчевĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Интернет. Ăна ыйтăма хутшăннисен 58,5 проценчĕ кăмăллать Чăваш Ен халăхĕн 57,3 проценчĕ вара хыпара хаçатсем урлă пĕлет. Радио тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Ăна респондентсен 47,2 проценчĕ юратса итлет. Республикăра пурăнакансен 75 проценчĕ /18-24 çултисем/ кулленех Интернетпа усă курать. Аслă ăру вара массăллă информаци хатĕрĕсене /телекурав, радио тата хаçатсем/ мала хурать. 55 çулран аслăраххисен 85 проценчĕ телевизорсăр пачах та пурăнаймасть. Радио итлекенсен хисепĕ те пĕчĕкех мар, 41 процентпа танлашать. Халăхăн 28,9 проценчĕ хаçат-журналпа туслă.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем Чăваш пичечĕн кунĕ çывхарса пынă май çынсемпе тĕл пулса ыйтăм ирттерчĕç, халăх информаци ăçтан илнипе кăсăкланчĕç.
Венера АФАНАСЬЕВА, предприниматель:
- Информаци тĕлĕшпе вокзалта кăткăслăх çук: хаçат-журнал алă айĕнчех, иртен-çÿрентен те темĕн те пĕлме пулать - «сараппан» радиовĕ питĕ аван «тытать» кунта. Çапах та чăваш хаçачĕсем патне ытларах чун туртать, вĕсене мĕн пĕчĕкренех вуласа ÿснĕ. «Чăваш хĕрарăмĕнче» пирĕн анне, Комсомольски районĕнчи Йăлмахвара пурăннă Ольга Дмитриева, çинчен те çырнăччĕ пĕррехинче. Вăл 10 ача ÿстернĕ, пурне те вĕрентсе кăларнă, ял хуçалăхĕнче хастар ĕçленĕ. Анне çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн тăван кил алăкĕ çине çăра çакмарăмăр, халĕ унта пичче пурăнать. Вăл ялти шкулта хими, биологи вĕрентет. Пысăк сад тытать, таврара ун пекки никамăн та çук. Нумаях пулмасть кил-çурта юсаса çĕнетрĕмĕр. Халĕ пирĕн пата çынсем ятарласа курма килеççĕ. Сире те хăнана чĕнетĕп.
Эпĕ икĕ ĕçре вăй хуратăп, спортпа та туслă: «шпагат» ларатăп, «кĕпер» тăратăп. Виçĕ ачана пĕчченех ÿстертĕм. Халĕ вĕсемпе савăнатăп, мăнаçланатăп та. Иккĕмĕш хĕрĕм - юрист, ташăпа кăсăкланать вăл, ачасене те вĕрентет.
Тĕрлĕ çĕр-шывра пурăнма тÿр килчĕ мана. Хам чăваш пулнине нихăçан та пытарман. Пур çĕрте те ентешсене мухтанă, хамăр халăх ятне çĕртмен.
Елена КИРИЛЛОВА, Шупашкар хули:
- Эпĕ хĕллехи вăхăтра хаçат-журнал киоскĕнче ĕçлетĕп. Кунта чăвашла кăларăм çук. Çынсем «Чăваш хĕрарăмĕ» те килсе ыйтаççĕ. Вĕсем тăван чĕлхепе вуласшăн. Любовь Андреева пуçлăх çакна шута илсен чăваш хаçат-журналне хаваспах сутăп.
Феодосия ЛАПИНА, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Çичпÿрт ялĕ:
- Хыпарсене ытларах телекурав урлă пĕлетĕп. Чăваш хаçат-журналĕ те çырăнса илетĕп. Хулана килсен «Чăваш хĕрарăмне» киоскран туянса каятăп. 63 çулта эпĕ. Мăшăрпа иккĕнех пурăнатпăр, выльăх-чĕрлĕх нумай усратпăр. Хур-кăвакалĕ,чăххи-чĕппи те чылай. Çăкăр туянма килнĕччĕ-ха Шупашкара, пăрахăçа тухни заводра йÿнĕрех, ав кутамкка епле пысăк. Пирĕн çул хакĕ тÿлевсĕр те, хулана кунне темиçе те çитсе килетпĕр. Шип-шипсем валли халех типĕтсе хурасшăн, çулла пăхма хамăра ансатрах пулĕ. Пушă вăхăтра «Кунер» фольклор ушкăнне юрлама-ташлама çÿретĕп. Хаваслă пурăнатпăр эпир, пуç усса, кулянса лармастпăр.
Алексей СТЕПАНОВ, водитель:
- Информаци пур çĕртен те йăтăнать халĕ: килте телевизор та пĕр чарăнми кĕрлет, компьютер умĕнчен те тăма пĕлместпĕр... Çапах та пушă вăхăт тупăнсанах алла хаçат тытатăп, ытларах вырăсла вулатăп. Манăн паян Свияжска çула тухмалла. Унта чăвашсем пурăнаççĕ-и? Çавна ыйтса пĕлмешкĕн сире пĕрле илсе каймашкăн хирĕç мар.
Зоя УШЕЙКИНА, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Хусанушкăнь ялĕ:
- Эпĕ чăваш хаçат-журналĕпе питĕ туслă. Мĕн ачаран вулама юрататăп. «Чăваш хĕрарăмне» чылай çул çырăнса илетĕп. Халь Шупашкарта куçа операци тутартăм, тухтăрсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă юлтăм. Малтан больницăна кайма хăраса тăнăччĕ. Ним шикленмелли те çук иккен. Операци ăнăçлă иртрĕ. Малашне куçлăхсăрах вулама пуçлăп.
Валерий СТЕПАНОВ, Вăрмар поселокĕ:
- Пушă вăхăтра телевизор пăхасси е вырăнти хаçата алла тытса ларасси йăлара. Шел, республика кăларăмĕсене çырăнса илместпĕр.
Надежда СКВОРЦОВА, аптека заведующийĕ тата Валентина Семăнова консультант:
- Пирĕн пурнăçра хыпара вăхăтлă та тĕрĕс пĕлсе тăни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕнле кăна информаци çук-ши халĕ? Вĕсене пурне те пуçа чикес те килмест. Паллах, çĕр шыври улшăнусемпе çĕнĕлĕхсене официаллă çăл куçсенчен, вĕсенчен пĕри - «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат, пĕлетĕп, «сарă» пресса хыççăн каймастăп. Информаци пĕлекен тĕнче тытса тăрать теççĕ, çавăнпа та эпир те кун-çулпа тан пырас тесе тăрăшатпăр.