Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе усă курма мĕн чăрмантарать?

18 Янв, 2014

Сăмах вăйĕ виçесĕр... Сăмахпа вĕлерме те, çÿл тÿпене çĕклеме те пулать. Эпир те хамăрăн инструментпа - СĂМАХПА - асăрханса усă курма тăрăшатпăр. Чăн та, çитменлĕхсене питленĕ чух пирĕн калем çивĕчрех те пуль, ырă тĕслĕх пирки çырнă чух вара кăмăла ирĕке яратпăр.

Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн шухăша кайрăмăр: эпир çырнинчен, çивĕч ыйтăва хускатнинчен мĕнле витĕм пур? Вулакана информаципе тивĕçтернисĕр пуçне урăх мĕнпе пулăшма пултарать хаçат?

«Сăмах вăйĕ...» Çапла ят панă çĕнĕ рубрика пуçарнă май «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат пулăшнипе çуртлă пулнă Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан нумай ачаллă Арсентьевсем патне çула тухрăмăр.

Пулăшу ыйтса - редакцие

5 ача амăшне, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри Марина Арсентьевăна редакцие çурт-йĕр нуши илсе çитернĕччĕ. Çемье пĕчĕк те /38,9 тăваткал метр/ кивĕ çутра пурăннă, унăн 67% юрăхсăра тухнă. 2009 çулта Арсентьевсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе федерацин «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăх администрацине черете тăнă. 2011 çулта вырăнти бюджета Арсентьевсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме укçа куçнă. Анчах Чăваш Сурăмĕнче пÿрт çĕклемешкĕн ирĕклĕ лаптăк çуккине кура пуçлăхсем тĕрлĕ мел сĕннĕ: 67 тăваткал метрлă çурта куçма та, Арсентьевсен хăйсен çĕрне вырăнти ял тăрăхне пама, унтан çĕннине хăпартма... Сĕнÿсем тивĕçтерменнипе хĕрарăм журналистсенчен пулăшу ыйтнăччĕ те. Вера Эверкки корреспондент çийĕнчех Элĕке çула тухрĕ ун чух. Вăл район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Куликовпа тата яваплă ытти çынпа курнăçрĕ. Çавăн хыççăн тин лав хускалчĕ темелле. Çĕньялти /Чăваш Сурăмĕнчен 1 çухрăмра вырнаçнă. - Авт./ Емельяновсем хăйсен пушă выртакан çĕрне ял тăрăх администрацине сутма килĕшнĕ. Çапла майпа чÿк уйăхĕнче унта Арсентьевсене валли çурт çĕклеме тытăннă. Унăн уççине çав çулах раштавра хуçисене тыттарнă. Кĕске вăхăтрах 91,9 тăваткал метрлă çурта пур хăтлăлăхпа та тивĕçтернĕ, газ кĕртнĕ, пластик чÿречепе çĕнĕ йышши алăк лартнă, стенасене илемлĕ обой çыпăçтарнă... Канфет пек теççĕ-и-ха? Çавнашкалах пулса тухнă. Çурт тума 2,5 миллиона яхăн тăкакланă. Чăн та, Арсентьевсене саккунпа килĕшÿллĕн 126 тăваткал метрлă пÿртпе тивĕçтерме шантарнăччĕ. Тĕлĕнмелле, 30 ытла тăваткал метр ăçта çухалнă-ши? Çĕнĕ çуртшăн хĕпĕртенĕ кил хуçисем çакна тĕпчесе çÿремен паллах. Эпир вара Çурт-йĕр кодексне шĕкĕлчеме ÿркенмерĕмĕр, унăн 38-мĕш статйинче: «Стандартăн социаллă норми виçĕ е ытларах çынран тăракан çемьери пĕр çын пуçне 18 тăваткал метр тивĕçмелле», - тесе çырнă.

Шурă пÿрте... кукка мар, патшалăх туса панă

Халĕ мĕнле пурăнать-ха нумай ачаллă çемье? «Ял хĕрринчи пĕрремĕш çурт - вĕсен, симĕс черепицăпа витнĕскер», - ăнлантарчĕç Чăваш Сурăм ял администраци ĕçченĕсем. Марина Ивановна кĕçĕннипе, тăваттăри Арсенипе, килте ларать. Капмар та хăтлă çуртра арçын ачана велосипедпа ĕрĕхсе чупмалăх та вырăн пур, ахальтен мар хурçă тусне алăран вĕçертмест Арсений. Хальлĕхе кил-çурта сĕтел-пукан таврашне лартса çитереймен-ха, карта тытса çавăрма, хуралтă, сарай çĕклеме те пайтах вăй кирлĕ. Çавăнпах çемье 3 ĕне, 2 тына, ытти выльăх-чĕрлĕх хĕл каçарать, вĕсене Чăваш Сурăмĕнче усраççĕ. Ирхи пилĕк сехет çурăра сĕт пуçтарма килеççĕ-мĕн, унччен ĕне сума ĕлкĕрет кил ăшшин управçи. Вырăнти хуçалăх халĕ литршăн 21 тенкĕ тÿлет. Кăнтăрла та, каçпа та выльăх пăхма васкаççĕ арăмĕпе упăшки. Вĕсене ачисем те, 9-мĕш класа каякан Иринăпа 7-мĕшне çÿрекен Павел, пулăшаççĕ. Асли Галина Шупашкарта вĕренет.

«Çурт уççине алла илнĕ кунах çĕр каçма юлтăмăр эпир. Ачасем те: «Ниçта та каймастпăр, кунтах çывăратпăр», - терĕç. Пурте савăнчĕç, çакăн пек хăтлă çурт пирĕн пулнине ĕненес те килмерĕ: туалет та пÿртрех, ваннăй та пур. Кун пирки ĕмĕтленнĕ кăна эпир. Чăваш Сурăмĕнчен матрас илсе килтĕмĕр те урайĕнчех çĕр каçрăмăр. Хĕрĕм хăйĕн çуралнă кунне çĕнĕ çуртра паллă тума хăна пухасси пирки сăмах тапратрĕ. Йăла-йĕркене пăхăнса малтан çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттерме палăртрăмăр», - аса илчĕ Марина Арсентьева. Унта «Чăваш хĕрарăмĕн» ĕçченĕсене те чĕннĕччĕ вăл, çурт-йĕрлĕ пулма пулăшнăшăн тав тăвасшăнччĕ, анчах ун чухне çав кĕрекере чаплă хăнасен йышĕнче ларма май килмерĕ.

Журналист тĕрĕс-и е пуçлăх-и?

2011 çулта редакцие пынă чухне Марина Ивановна нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрассипе те кăсăкланнăччĕ. Ун чухне çĕнĕ саккун вăя кĕнĕччĕ кăна-ха, унпа усă курса Арсентьевсем те çĕр илме шухăшланăччĕ. Анчах ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем хĕрарăма тĕрĕс мар информаци панă: «Аслă ачи 18 çул тултарса çурт-йĕр условине лайăхлатма черетре тăракансене е пĕр ачи 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнисене çеç параççĕ», - тенĕ. Вырăнти тÿре-шара саккуна хăйсем те тĕплĕн ăнланса çитеймен, çынсене те арпаштарнă. Черете камсене тăратасси пирки вăл вăхăтра «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспондентĕнче ĕçленĕ Вера Эверкки Александр Куликовпа тавлашса та илнĕччĕ. Хаçатçăсене шанманнине кура пуçлăхпа пĕрле саккуна та шĕкĕлчеме тивнĕ вĕт... «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен» калакан саккунĕн 3-мĕш статйи, ăна ЧР Патшалăх Канашĕ 2011 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче йышăннă, иккĕленĕве уçăмлатма пулăшнă та.

- Çĕр лаптăкне илме май килчĕ-и? - кăсăклантăм эпĕ.

- «Çĕр тивĕçмест» тесе ăнлантарнă хыççăн урăх йăлăнса çÿремен, ыйтма та аван мар пек... Патшалăх пÿрт лартса панăшăн та ăмсанакансем тупăнчĕç. Çурта харпăрлăха куçартăмăр-ха, анчах 15 сотка çĕрĕн документне халĕ те алла илеймен. Ял тăрăх администраци пуçлăхĕ каланă тăрăх - сутни-илни çинчен калакан килĕшĕве мĕнле йĕркелемеллине районтисем пĕлмеççĕ, - ăнлантарчĕ Марина Арсентьева.

Вырăнти пуçлăхсемпе вĕçне-хĕрне тухса пĕтме май çуккине тĕпе хурса ЧР Пурлăх министерствипе çыхăнтăм, çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе патшалăх политикине пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен уйрăм ертÿçи Ирина Модина çапла ăнлантарчĕ: «Арсентьевсен, çурт лартса панине пăхмасăр, çĕр лаптăкĕ илме ирĕк пур, вĕсем унпа хушма хуçалăхра усă курма е дача çĕклеме пултараççĕ». 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне /саккун вăя кĕнĕренпе/ республикăра пурĕ 1822 нумай ачаллă çемьене çĕр лаптăкĕ тивĕçни çинчен калакан сертификат панă, вăл шутра Элĕк районĕнче пурĕ 8 çемье çеç патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе усă курнă. Республикипе танлаштарсан, ку - чи пĕчĕк кăтарту. Вырăнти халăха тÿре-шара ура хунипе çыхăнман-ши çакă? Иккĕленÿ ахальтен çуралмарĕ. Элĕк питĕ аякри вырнаçнă район мар-çке. Унта 17200-е яхăн çын пурăнать. Танлаштарма, Пăрачкав тăрăхĕнче нумай ачаллă 19 çемье ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕ илнĕ, районта 14 пине яхăн çын пурăнни пирки палăртаççĕ.

Тÿлевсĕрех апатланать-и?

Нумай ачаллă амăшĕпе калаçнă май сăмах шкул апатланăвĕ çине куçрĕ. «Уйăхне вăтамран 500-е яхăн тенкĕ тÿлемелле. 1-мĕш класа каякан Арина кăна шкулта апатланать, кĕркунне 600-шер тенкĕ парса тăтăм, раштавра - 450. Виççĕшне харăсах укçа пама вăй çитерейместĕп. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче сахал тупăшли пирки калакан справка тăратнăччĕ, анчах ачасем тÿлевсĕр апатланман. Аслисем пысăк тăхтав вăхăтĕнче Чăваш Сурăмĕнчи пÿрте кĕрсе çикелеççĕ, унта газ сÿнтермен, çурт шкулпа юнашарах», - пĕлтерет Марина Ивановна. «Нумай ачаллисемпе сахал тупăшлисем валли шкулти апатлану енĕпе çăмăллăхсем пур-и?» - çак ыйтупа Чăваш Сурăм шкул директорне Лариса Гордеевăна чăрмантартăм. Вăл малтанах Арсентьевсен Арини тÿлевсĕр çини пирки тупăшма пăхрĕ, амăшĕ укçа парса янине çирĕплетсен: «Раштавăн юлашки эрнинчен пуçласа», - тесе тÿрлетрĕ. Тĕлĕнмелле те, амăшне кун пирки никам та пĕлтермен.

- Пирĕн шкулта ăнăçсăр, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 5 ача тÿлевсĕрех апатланать, вĕсене валли «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх фончĕ пухнă укçаран пурĕ 9370 тенкĕ уйăрнă. Камсене çитерессине ятарлă комисси татса панă, - пĕлтерчĕ Лариса Михайловна.

«Шкулти апатланăва муниципалитетсем хăйсемех йĕркелеççĕ, республика бюджечĕ ятарласа кун валли укçа уйăрмасть», - хуравларĕç ЧР Вĕренÿ министерствинчен çакăн пирки кăсăкланнă май. Элĕк районĕнче шкул ачисен тÿлевсĕр апатланăвне кăçалтан вара район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт уйрăмĕн опекăпа попечительство органĕ йĕрлесе пырать.

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.