Комментировать

18 Янв, 2014

Шульăк хыççăн хăваласа...

Ӳкессе пĕлсен тӳшек сарма ĕлĕкех хушнă чăваш. Анчах вырăнне кăтартма маннă. Халĕ вара, ахăр, çавăнтанпах пĕлместпĕр - таçта ӳкетпĕр... Тепĕр тесен, ăçта ӳкессине ăна мăн асатте-асанне кăна мар, хамăр та пĕлместпĕр-ха. Йăнăшатпăр, такăнатпăр, ӳкетпĕр, вĕчĕрхенетпĕр... Тăратпăр та... татах такăнатпăр... Ăслисем çын йăнăшĕ çинче вĕренеççĕ. Теççĕ. Пирĕн вара хамăрăннех туса пăхмалла. Чăваш вĕт-ха. Апла тăк - тытса пăхмалла...

Паян сăмах хускатиччен ятарласа “Вырăсла-чăвашла словаре” алла илтĕм. Унта “мошенник” сăмаха шырарăм - чăвашла мĕнле куçать-ши? “Ултавçă” тенине пĕлетĕп-ха... Анчах та вăрлас-çаратас шухăшлă çынсем ĕлĕкех пулнă, маларах вĕсене мĕнле сăмахпа питленĕ-ши чăваш? Юрĕ, Ашмарин патнех çитмĕпĕр, Скворцов словарĕнче вара “мошенник”, “ултавçă” тенисĕр пуçне “шульăк” тата “хайлаçă” тени тĕл пулать. Вăт çав хайлаçăсенчен пĕрне явап тыттарас шухăшпа çитрĕм те Шупашкарти Мускав районĕнчи шалти ĕçсен пайне...

Ĕçлĕ çынсене чăрмантарас мар тесе маларах, чăн та, шăнман пăр çине лартма хăтланакан çав шульăка хам та шыраса пăхрăм-ха. Арçын Чапаев ячĕллĕ пĕрлешӳре грузсене çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçленине, Çĕрпӳ районĕнче çуралнине пĕлме май килчĕ. Малалла вара йĕркелĕх хуралçисенченех пулăшу ыйтас терĕм. Ах, анчах, эпĕ унта ман пеккисене кĕтсе кăна тăраççĕ тесе...

“Эпир сире пур пĕр “откас” кăна паратпăр”, - дежурнăй пайри пĕчĕк кăна чӳречерен çакăн пек илтĕнсен те тӳрех каялла çаврăнса утма васкамарăм-ха. “Ячĕшĕн те пулин шыраса пăхмастăр-и?” - тĕлĕннипе манăн çăвар карăлнине кура хайхисем çапах та ыйту çырма сĕнчĕç. Документсене тăваттăмĕш хутах илсе хăпарса йышăнчĕç. Кайран вара дежурнăйран хут илмелле-мĕн - хăв документсене чăнах та парса хăварнине çирĕплетме. Вăт çавăнта куртăм тăк - куртăм!

Пирĕн те, журналистсен, тепĕр чух чей ĕçме те вăхăт çук. Анчах кунтипе танлаштараймăн... Мăнтарăн дежурнăйĕ пĕр харăс çичĕ ĕç тăвать тейĕн. Пĕрин докуменчĕсене шута илет, теприне хăй бланксем парать, çав вăхăтрах телефон шăнкăртатать, çынна илсе пыраççĕ, çырса тултарнă бланксене каялла параççĕ... Çакă пĕр чарăнми пулса иртет! Пĕр сăмахпа, документсен описĕн талонне алла иличчен хайхи пĕчĕк чӳрече патĕнче пĕр сехет те тăтăм пулĕ. Журнала пĕтĕмпе те пĕр виçĕ-тăватă предложени çырмаллаччĕ... Çав вăхăтра кăмăлсăр сутуçăпа туянакан пулăшу ыйтма пычĕç - укçа каялла сахалрах тавăрса панă-мĕн /кур-ха, хайлаçă таçта та тĕл пулать/. Пакунлă майрана хăйне пулăшу кирлĕ. Таксистăн машининче такам кĕсье телефонне манса хăварнă. Хайхискер ăна полици уйрăмне илсе пынă. Документсене алă пуса-пуса хăй те халтан кайрĕ ахăр... “Паян канмалли кун, граждансенчен никам та çук...” - пăхрĕ пирĕн куçран хайхи майра. Ара, раштав уйăхĕн вĕçĕ. Каç. Ыр çын çак вăхăтра полици уйрăмĕнче мĕн туса çӳретĕр? Çапла пĕр усал çĕтĕк телефоншăн кӳнтелен те пулса ĕлкĕртĕмĕр. Пирĕн документ çаплах хатĕр мар-ха. Татах çынсем килеççĕ, телефон çаплах кĕрлет, форма тăхăннă çынсем каллĕ-маллĕ кумаççĕ кăна. Пĕр чиперкке “бланк доставки” пырса ыйтрĕ, ăна тултарчĕ те каялла тавăрса пачĕ. “Наташа, Гузовски урамĕнче харкашу сиксе тухнă, арçын алла çĕçĕ тытнă. Кайса тĕрĕслесе кил-ха”, - йышăннă хыпара пĕлтерчĕ хайхи чиперккене дежурнăй. “Санăн совеç пур-и? Манăн халĕ апат вăхăчĕ”, - çӳçне пĕветнĕ сарă майра куç харшине те сиктермесĕр çурăмне кăна кăтартса хăварчĕ. “Эпĕ апат çини-çименни кама та пулин пăшăрхантарать-и тата?! Авă хĕрарăма ниепле те килне яраймастăп!!!” - дежурнăйăн чăтăм тинĕсĕ тулса тăкăнса кайрĕ курăнать, аллинчи хута та айккинелле вăркăнтарчĕ вăл...

Эпĕ вара хам сисмесĕрех шухăша кайрăм... Полицие шăнкăравланă хĕрарăм пулăшу, хӳтлĕх çитессе куç пек кĕтет тен... Аллине çĕçĕ тытнă арçынран ыррине кĕтмелли çук паллах. Тен, мăшăрĕн пурнăçĕ кĕç-вĕç татăлма пултарать. Хӳтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тытăмра вăй хуракан сотрудник вара çак хыпар хыççăн лăпкăн кăна “арман авăрттарнине” куç умне кăларма та пултараймарăм... Чăн та, дежурнăй ырă сăмаха тивĕç: тарăхнине “çăтса” ячĕ те - çын пурнăçĕ темрен те хаклăрах - палăртнă адреспа кам кайма пултарнине тĕрĕслеме пикенчĕ...

Çак тытăмра куллен улшăну пулса иртет. Шалăва та самай хăпартса пăхрĕç, ятне те улăштарчĕç - милицирен полици туса хучĕç. Штатне те кĕскетрĕç - халĕ çав тытăма лекмешкĕн ай-яй! йывăррине калаççĕ. Çапах та чиперуксем те чиперех ĕçлеççĕ авă унта. Чăн та, сывлăхĕсене перекетлеме пĕлеççĕ вара. Хăйсенне... Ытти енĕпе лару-тăру ырă енне хăçан та пулин улшăнĕ-ши? Çакă кăна иккĕлентерет. Иккĕленмешкĕн сăлтавĕ те сахал мар. Калăпăр, штата кĕскетни преступноçа чакарма хăш енчен пулăшать-ши? Участок уполномоченнăйĕсенчен çуррине кăна хăварнă. Халăхпа чи çывăх ĕçлекеннисем шăпах вĕсем-çке. Пурнăç усалланса пынăçемĕн çын кăмăлĕ те хаярланать. Ку вара шăпах киревсĕр ĕç тума хистет те. Çакăн пек саманара йĕркелĕх хуралçисен йышне чакарнине нимĕнпе те ăнлантарма çук паллах. Çав вăхăтрах кун йĕркине çирĕп пăхăнса апата вăхăтра çӳрекен сотрудниксем пирки те лайăх сăмах çырăнмасть темшĕн...

Ĕç мĕнпе вĕçленни те кăсăклантарать пулĕ вулакана. Çĕнĕ çула кĕрес мар тесе шăп уяв умĕн çырнăччĕ ыйтăва. “Пирĕншĕн каникул çук, вунă кунран хурав кĕтĕр”, - ăсатрĕ пире пуçлăхсенчен пĕри. Унтанпа... икĕ эрне çурă иртрĕ. Ыйткаласа пĕлнинчен çакă паллă пулчĕ - пирĕн хутсене Ленин районĕнчи шалти ĕçсен пайне çитернĕ. Пире вара кун пирки хыпарлакан пулмарĕ-ха. Кĕтетпĕр. Эпир шăпах ыйту çырса ларнă пӳлĕме ЧР ШĔМ министрĕн çумĕсенчен пĕрин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пырса кĕнĕччĕ. Мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлсен: “Ай, лайăх мар çын”, - хута кĕчĕ хайхискер. Вăт çав лайăх мар çынна лайăх çынсем çапах та тупса явап тыттарасса шанас килет те çав...

Маргарита ИЛЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.