Темĕнле хăват хуçаланать пирĕнпе

18 Янв, 2014
М.Тумаланова командировкăра информаци пуçтарнипе кăна çырлахмасть, пулăшма та яланах хапăл.

Хаçата интереслĕ кăларас тесе çĕр çывăрмасăр ĕçлеме те хатĕр эпир. Командировкăна кайсан, тĕслĕхрен, апатланма та манатпăр. Пирĕн çынсемпе ытларах хутшăнас килет. Сăмах çăмхи сÿтĕлме пуçласан, чăн та, вĕçне-хĕрне тупма çук. Пирĕншĕн кашни пулăм кăсăклă.

«Çапах тема ăçтан тупатăр?» - тĕпчеççĕ пĕлĕшсем. Юлташ нумай пулни, çул çÿреме юратни, пурнăç уттипе тан пыма тăрăшни пулăшать. Çак ыйтăва тĕплĕнрех хуравлас тĕллевпе алла калем тытрăмăр. Журналистсен пĕр кунĕ мĕнле иртни çинчен вулакансене каласа кăтартас терĕмĕр.

Пирĕн ĕç кунĕ 8 сехет те 45 минутра пуçланать. Çапах чылай чухне Пичет çуртне маларах килме хăнăхнă. Пукан çине вырнаçса ларичченех пĕр-пĕр пуçлăх патне шăнкăравламашкăн телефон ярса тытни те пулкалать. Вулаççĕ, пĕлеççĕ пирĕн кăларăма: «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат сумĕ çулсерен ÿссе пыни куç кĕрет! Хулара та 7 сехетченех çывăрмастпăр. Хĕрарăмăн сахал-и килте ĕç? Командировкăна кайма пуçтарăнсан вара 6 сехетрех вокзала васкатпăр.

Паян Алина Изман ĕçтешĕм Куславкка районне тухса кайрĕ. Кирек хăçан та паллă вырăнсенче сăн ÿкерĕнме ÿркенмест вăл. Ку хутĕнче район центрĕнчи Н.М.Лобачевский ячĕллĕ çурт-музейре четвĕрт кĕленчи ун куçĕ тĕлне пулнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕнле кĕрекере те сумлă вырăнта ларнăскере тÿрех ярса тытнă вăл. Хальхи уявсенче унашкаллине кураймăн. Çапах хăйĕн тĕп тивĕçĕ пирки самантлăха та манмасть хастар корреспондент. Яланах нумай хыпар пуçтарса таврăнать.

Малтанхи çул çÿревре мамонт шăлĕсене те хăйĕннипе танлаштарнă, кайăк кăвакалсемпе те чуп тунă, самолет çунатти çине те ларса пăхнă, уйран та уçланă... вăл. Çав сăн ÿкерчĕксене «Одноклассники» сайтри «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн страницинче курма пулать.

9 сехетре «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев планеркăна пуçтарать. Ĕç планне пĕрле пăхса тухатпăр, хамăрăн статьясене тишкеретпĕр.

Кайран «Чăваш хĕрарăмĕн» ĕçченĕсем уйрăммăн канашласси йăлара. Ăçта кайса мĕн курни çинчен пĕр-пĕрне каласа кăтартатпăр. Пĕрне, сăмахран, ялти хусахсем качча илме шухăш тытнă. Каласа хăварни ытлашши пулмĕ: хаçат ĕçченĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Çавăнпах мăшăр тупайман çав арçынсен кăмăлне ирĕксĕрех хуçма тивет. Сăмах май, ĕçтешĕмĕр Татьяна Наумова - хальлĕхе декрет отпускĕнче. Çак кунсенче пирĕн йыш хушăнчĕ: декретран тухнă Елена Атаманова çĕнĕ вăйпа ĕçе пуçăнчĕ. Унăн кĕçĕн хĕрĕ кĕçех виççĕ тултарать.

Çамрăк амăшĕн, каç еннелле садике васканине пула, килте те, ачисене, мăшăрне тутлă апатпа сăйланă, тирпейленĕ - çунă-якатнă хушăрах статья пирки пуç çĕмĕрме тивет.

Маргарита Ильина редакторпа чуна уçса калаçма çăмăл. Ахальтен мар: «Манăн хĕрсем», - тет вăл корреспондентсем пирки. Кирек хăш ыйту хуравне тупма пулăшать пуçлăх. Тĕнче курса çÿренĕскерĕн тавра курăмĕ анлă. Çавăнпах вутра та çунас çук, шывра та путас çук эпир унпа.

11 сехет. Манăн Пичет кунĕ тĕлне ыйтăм ирттермелле. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă çынсен шухăшне пĕлес килчĕ. Ун пек чухне, паллах, вокзала çул тытмалла. Ял халăхĕпе калаçма ансат та кăмăллă. Унсăр пуçне тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсене те ыйтăма хутшăнтарма палăртрăм. Юлашкинчен çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: сутуçăсемпе, фармацевтсемпе пĕр чĕлхе тупма пулать, йĕрке хуралçисенчен вара ыйту хуравне кĕтсе илеймĕн. 3 постри полици ĕçченĕсене «чăрмантартăм» - нихăшĕ те калаçасшăн пулмарĕ. Кинемейсемех нимĕн те пытармаççĕ... Кутамккине, çунашка çинчи миххине автобуса кĕртмех пулăшрăм вĕсене. Телейлĕ çул сунса ăсатрăм. Çакăншăн та савăнчĕç ватăсем.

13 сехет те 30 минут. Апат çисе вăй илнĕ хыççăн компьютер умне ларма та юрать. Çырнăçемĕн йăлт куç умне тухса пырать.

Çав вăхăтрах манăн, дежурнăйăн, хаçатăн кашни страницине тимлĕ вулама ĕлкĕрмелле - черетлĕ номерте йăнăш ан кайтăр.

16 сехет. Радио валли анонс хатĕрлемелле. Чим, статьясенчен хăшĕ вулакана ытларах кăсăклантарĕ-ши?

17 сехет те 45 минут. «Анне, ĕçрен тухрăн-и?« - умлă-хыçлă шăнкăравлаççĕ ачасем. Эх, темĕнле хăват хуçаланать манпа - çырнăçемĕн çырас килет...

Киле вара миçе сехетре каятăп тетĕр-и? Тĕрлĕрен пулать. Ытларах чухне 18 сехетре ĕç пÿлĕмĕн алăкне çăраççипе питĕретĕп. Хаçат тухнă кун каçхи сакăр, тăхăр /е ытларах та/ сехетченех пуç çĕклемесĕр ĕçлетпĕр. Черетлĕ командировкăран та кая юлса таврăннăшăн ÿпкелекен çук: çывăх çыннăмсем ăнланаççĕ, хисеплеççĕ ман ĕçе. Хаçат кунне пĕр-пĕр районта ирттернĕ чухне ирхи виçĕ сехетре хваттере çитни те пулнă. Тăххăрта вара, ниме пăхмасăр, ыттисемпе пĕрлех - планеркăра.

Урамра та, килте те, хăнара та ĕç çинченех шухăшлатпăр. Çакă «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра тĕрлĕ ыйту хускатма пулăшать.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.