Архив - Апр 2016 - Хыпар

апреля 7th

7 Апр, 2016

Аваллăхсăр малашлăх çук

Ялта музей пурри пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисемшĕн те, килен-каян хăнашăн та усăллă вăл. Сăмахран, пĕр-пĕр хайлав вуланă хыççăн çамрăк ăрăва ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕр пирки темиçе хут ăнлантариччен ăна куçпа курни асра юлатех.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта та краеведени музейĕ пур. Ăна Надежда Махрова шкул директорĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Экспонатсене пухма ватти-вĕтти пулăшнă. Надежда Ильинична каланă тăрăх - авалхи савăт-сапа, тумтир пуçтарас тĕллевпе ачасем пушă, кивĕ çуртсене те кĕре-кĕре тухнă. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă тупра.

7 Апр, 2016

Хунав туянасчĕ

Хисеплĕ «Хресчен сасси»! Пирĕн ыйтусене хуравланăшăн сире тав тăватпăр. Манăн та ыйту сиксе тухрĕ. Ватлăхра пахчаçимĕç лартма вăй-хал сахал. Ачасем хăнана килсен кучченеçпе савăнтарма шĕшкĕ лартасшăн. Шултра мăйăрлă пулакан хунава ăçтан тупма пулать-ши?

Анисия Гусева.

Канаш районĕ,

Кармами Выççăлкки ялĕ.

7 Апр, 2016

Ӳркенмесĕр - 100 çула

Икĕ чӳречеллĕ кивĕ пӳрт мăрйинчен тӳпенелле тĕтĕм хăпарать. Канмалли кун пулнăран-ши кăмакине кăшт каярах хутнă пулас. "Мăнукĕ паян килте, ĕçе çӳремест. Ав, машинăпа ларса тухнă. Юлташĕпе таçта кайма пуçтарăннă пулас", - терĕ ял старости хирĕç килекен çăмăл машинăна чарса.

7 Апр, 2016

Кун-çул тинĕсĕ тикĕс мар

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Мария Леонтьева 1919 çулта, революци хыççăнхи ахăр саманара, Граждан вăрçи вăхăтĕнче кун çути курнă. Нумаях пулмасть вăл 97 çул тултарчĕ.

Çĕр пÿртре пурăннă

7 Апр, 2016

Вешенка - усăллă çимĕç

Мăнкун умĕнхи аслă типĕ тăрать. Çак вăхăтра нумай çын аш-пăш, сĕт-турăх, çăмарта апачĕсене çимест. Организма витаминсемпе, минералсемпе çителĕклĕ тивĕçтерекен апат вара кирлех.

7 Апр, 2016

Вăрлăх суйлама

Çĕрулми вăрлăхĕн пахалăхне тĕрĕслемелли пĕр ансат меслетпе паллаштарас тетĕп. Пысăкрах витрене çуррине яхăн шыв яратăп, пăтрататăп. Çăмăлланнă çĕрулми çиеле тухать, йывăрри — путать. Шыва путман çĕрулми лартма юрăхсăр.

Тĕрĕслесе пăхма сĕнетĕп: пĕр йăран путман çĕрулми лартса пăхăр, ыттине — лайăххине. Пахалăхсăр çĕрулми латнă йăрантан тухăç илеймĕр.

Ольга ПРОКОПЬЕВА.

Вăрнар районĕ.

 

7 Апр, 2016

Сăнанинчен

  • Ака уйăхĕн 7-мĕшĕ — Пăлхавăш /Благовещени/. Çак кун кайăк та йăва çавăрмасть тенĕ. Пысăк ĕçе пуçăнма хушман ватăсем. Пăлхавăша епле ирттерен — çулталăк çапла пулĕ. Çак кун çумăрлă пулсан кăмпаллă çул пулĕ.
  • Ака уйăхĕнче çил час-часах тĕрлĕ енне улшăнса вĕрет. Çак уйăхри çилсем сивĕ пулсан та çуллана çывхартаççĕ.
  • Вĕлле хурчĕ ир вĕçме пуçлать — çуркунне ăшă тăрать.
  • Çирĕк кăчки хурăнран маларах вăранса сарăлать — çулталăк йĕпе-сапа килет, хурăн кăчки маларах сарăлать — çулталăк типĕ килет.

7 Апр, 2016

Садри çуркунне

Çĕр лайăх ăшăнса çитиччен йывăç-тĕм тымарĕ таврашне азот удобренийĕсемпе апатлантармалла. Мочевина пулсан лайăх, ăна шывра ирĕлтерме çăмăл — 10 литр шыв валли 50 грамм кирлĕ.

Çĕр лайăх ăшăнса çитсен тăпрана та мочевина /1 тăваткал метр çине 10-20 грамм/ е нитроаммофоска /1 тăваткал метр çине 50-60 грамм/ хывма юрать. Пирĕн тăрăхри çĕрсем калирен чухăн, çавăнпа кали удобренийĕсем те ытлашши пулмĕç. Кали сульфачĕ 1 тăваткал метра 20-25 грамм кирлĕ.

апреля 6th

6 Апр, 2016

"Сывлăх", 13 /880/ №, 06.04.2016

Страницы