АКА УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

6 Ака, 2016

Çут çанталăкри пекех хĕвел ака уйăхĕнче этеме çапла асăрхаттарать: “Ан çывăр, кирлĕ ĕçе тытăн”. Шухăшласа-ĕмĕтленсе пурăнса çитет, вăй хурса ĕçлеме вăхăт. Кил-çурта çÿп-çапран, кивĕ çи-пуçпа атă-пушмакран тасатăр. Автомобиле техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларăр. Укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан ака уйăхĕн пуçламăшĕ — тахçан панă кивçене каялла ыйтма уйрăмах меллĕ тапхăр.

Çĕнĕ уйăх кунĕнче, акан 7-мĕшĕнче, типĕ е пачах выçă тытма сĕнеççĕ. Малашне, уйăх тулса пынă вăхăтра, апата шайлашуллă çимелле, рациона чĕрĕ пахча çимĕç ытларах кĕртмелле. Уйăх тулнă /акан 22-мĕшĕ/ хыççăн уçă сывлăшра вăй хурса ĕçлени, шыв процедурисем, массаж усăллă.

Сурăх /Овен/

Сурăхсен, уйрăмах пуш уйăхĕнче çуралнисен, энерги ытлашшипех, çавна май вĕсем хăйсене çăмăлттайрах тытма, çывăх çыннисемпе хирĕçме пултараççĕ. Организмран ытлашши энергие кăларма уçă сывлăшра ĕçлени, гимнастика туни пулăшĕ. Ака уйхĕн вĕçĕнче ăшăрах тăхăнмалла, мĕншĕн тесен çивĕч респиратор чирĕсем, пыр шыçни аптратма пултараççĕ.

Вăкăр /Телец/

Вăкăрсен çуралнă кунĕ çитиччен пĕр уйăх маларах кăмăлĕ улшăнать: вĕсем сăлтавсăрах вĕчĕрхенме, кутăнлашма пуçлаççĕ. Çавна пула ÿпки чирлеме е малтанхи чирĕ вĕрĕлме, япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлнипе пуç ыратма пултарать. Вăкăрсене ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăл мар. Апла-тăк хастарлăха чакармалла, кирлĕ-кирлĕ маршăн пăлханма пăрахмалла.

Йĕкĕреш /Близнецы/

Мĕнпур ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе канăçа пĕлмесĕр тăрăшни нерв тытăмне хавшатма, çу уйăхĕнче вăрах чирсем вĕрĕлесси патне илсе çитерме пултарать. Туссемпе тата ĕçтешсемпе хирĕçесрен пăрăнма, лайăхрах канма май тупсан Йĕкĕрешсем ака уйăхĕн вĕçĕнчи йывăрлăхсене ансатрах чăтса ирттерĕç.

Рак

Организмĕ энергие лайăх йышăнни Раксене хавхалануллă, сывлăхлă пурăнма пулăшать. Анчах ытла çирĕп пурнăç йĕркине пăхăнни йăлтах пăсса хума пултарать. Çавăнпа Раксене ака уйăхĕнче мышцăсемпе шăнăрсем валли виçеллĕ хусканусем тума сĕнеççĕ.

Арăслан /Лев/

Арăслансен сывлăх енĕпе кăлтăксем сиксе тухмаççĕ-ха. Анчах вĕсен ака уйăхĕнче аппетит вăйлă пулнипе кĕлетке виçи ÿсме пултарать. Уçă сывлăшра вăй хурса ĕçлени е спортзала çÿрени çурăм мышцисене çирĕплетме, кĕлеткене тÿрлетме, çапла майпа чĕре, ытти орган ĕçне лайăхлатма пулăшĕ.

Хĕр /Дева/

Ака уйăхĕн малтанхи икĕ вунăкунлăхĕнче Хĕрсене хăйсен туйăмĕсене картара тытса тăма йывăр. Вĕсем кирек мĕншĕн те вĕчĕрхенеççĕ. Кĕвĕçÿ, кÿренÿ пÿре, шăк-арлăх тытăмĕн чирĕсене аталанма витĕм кÿреççĕ. Лайăх сывлăх никĕсĕ — оптимизм, çывăх çынсене ырă сунни. Чăтма йывăр пулсан та кăмăллах мар калаçăва каярах куçарăр. Тен, уйăх вĕçленнĕ тĕле вăл кирлĕ те пулмĕ.

Тараса /Весы/

Çывăх çыннисемшĕн ытларах тăрăшакан Тарасасем хăйсен сывлăхĕ пирки манаççĕ. Анчах ку хирĕçле пулăмпа палăрать. Ака уйăхĕнче Тарасасен организмăн хÿтлĕх хăвачĕ чакать. Çакна пула тĕрлĕ инфекци, çав шутра шăк-арлăх тытăмĕн те, вăй илме пултарать.

Скорпион

Хăйсене лайăх туйсан та, ĕçе пула вăхăт çитмесен те Скорпионсен тухтăр патне каймаллах. Вĕсемшĕн ака уйăхĕ — профилактика тĕрĕслевĕ валли уйрăмах меллĕ тапхăр. Ку сывлăха вăхăтра пулăшма май парĕ.

Ухăçă /Стрелец/

Ака уйăхĕнче чи хăюллă шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртме хăтланса пăхма юрать. Анчах хăвăрăн хăрушсăрлăх тата малалла мĕн пулма пултарасси çинчен те манмалла мар. Унсăрăн Ухăçăсен чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçĕ пăсăлма пултарать. Аманасран сыхланăр.

Ту Качаки /Козерог/

Ту качакисен ака уйăхĕнче вар-хырăм çулĕн ĕçĕ вăйсăрланать. Çавăнпа вăхăтра тата тутлăхлă апатланмалла. Йывăр апат организмăн биохăватне чакарма, вар-хырăм чирĕсене /гастрит, язва, вар хытни.../ вĕрĕлтерме пултарать.

Шыв тăкан /Водолей/

Хăйсене лайăх туйма, сывлăха упрама Шыв тăкансен ака уйăхĕнче уçă сывлăшра, уйрăмах пăртан тасалма пуçланă юханшыв хĕрринче, нумай вăхăт утса çÿремелле. Сывлăхшăн сиенлĕ йăласенчен сивĕннни паха.

Пулă /Рыбы/

Ака уйăхĕнче Пулăсенчен чылайăшĕн сывлăхшăн тăрăшса вăхăт нумай ирттерме тивмĕ. Анчах ку профилактикăран пăрăнмаллине пĕлтермест. Çанталăка сăнасах тăрăр, унпа килĕшÿллĕн тумланăр, пыра уйрăмах упрăр. Тасатакан процедурăсем, çав шутра хулăн пырша тасатни те, усăллă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.