Хунав туянасчĕ
Хисеплĕ «Хресчен сасси»! Пирĕн ыйтусене хуравланăшăн сире тав тăватпăр. Манăн та ыйту сиксе тухрĕ. Ватлăхра пахчаçимĕç лартма вăй-хал сахал. Ачасем хăнана килсен кучченеçпе савăнтарма шĕшкĕ лартасшăн. Шултра мăйăрлă пулакан хунава ăçтан тупма пулать-ши?
Анисия Гусева.
Канаш районĕ,
Кармами Выççăлкки ялĕ.
Ыйтăва Раççей ăслăлăхĕсен академийĕ çумĕнчи Ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕн агрономĕ Антонина Васильева хуравлать:
- Сăмах кунта фундук пирки пырать. Унăн мăйăрĕ шĕшкĕннипе танлаштарсан самай шултра. Ботаника садĕнче икĕ тĕрлĕ сорт пур. Вăл пирĕн тăрăхра та аван çитĕнет, сивве чăтăмлă. Халăха та сутатпăр, анчах сахалрах. Ăна ака уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен лартмалла. Ку вăхăтра тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ тата çанталăк та ăшă. Фундука улма-çырла йывăççисем пек лартаççĕ: шăтăкри тăпрана çĕрĕшнĕ тислĕкпе хутăштармалла е 100-150 г комплекслă удобрени хывмалла. Ăна лартма хĕвеллĕ те тÿлек, витĕр çил вĕрмен вырăн суйламалла. Типĕ çанталăкра вăй иличчен шăвармалла. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 31-мĕш çурт.
Комментировать