ЯЛАН ЧĔРНЕ КĂШЛАТЬ

Ача пĕчĕк чухне кăна мар, çитĕнерехпе те чĕрне кăшлани нерв хăнăхăвĕсен шутне кĕрет. Ку — стреслă лару-тăрура хăйне лăплантармалли меслет. Ачана пăлхантаракан сăлтава палăртмалла. Тен, эсир унран ытлашши çирĕп ыйтатăр, тен, çемьери хутшăнусем лăпкă мар, е тепĕр ача çуралнă, е шкулта пурте йĕркеллех мар, е ача компьютер умĕнче ытла нумай ларать...

Нумай çул чĕрне кăшлани — нервсем карăнсах çитнин палли. Кирек мĕнле пулсан та ачана ятлама, явап тыттарма юрамасть. Çапла туни стреса тата япăх йăлана вăйлатма кăна пулăшать. Сирĕн тĕллев çак йăлапа кĕрешесси мар, унăн сăлтавĕсене палăртса вĕсенчен хăтăласси пулмалла.

Ача хăйне пăшăрхантаракан пулăмсене, шиклĕх туйăмне шалта тытма пăрахтăр. Ашшĕ-амăшĕн ăна лăплантарма тăрăшмалла, яланах пулăшма хатĕррине ăнлантармалла.

Телевизорпа вăл мĕнле кăларăмсем пăхнине тĕрĕслемелле. Боевиксем, тискерлĕхпе çыхăннă фильмсем, нерв тытăмне пăлхатакан кăларăмсем пăхасран асăрханăр. Тата ача мĕнле лару-тăрура чĕрнине кăшлама пуçланине те сăнамалла, çак пулăмсенчен хăтăлма тăрăшмалла.

Хăй сисмесĕрех чĕрне кăшлама тытăнсан ачана кун пирки ыттисем курмалла мар асăрхаттарма пулать. Нимĕн те пулăшмасан ачана психолог патне илсе каймалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.