Садри çуркунне
Çĕр лайăх ăшăнса çитиччен йывăç-тĕм тымарĕ таврашне азот удобренийĕсемпе апатлантармалла. Мочевина пулсан лайăх, ăна шывра ирĕлтерме çăмăл — 10 литр шыв валли 50 грамм кирлĕ.
Çĕр лайăх ăшăнса çитсен тăпрана та мочевина /1 тăваткал метр çине 10-20 грамм/ е нитроаммофоска /1 тăваткал метр çине 50-60 грамм/ хывма юрать. Пирĕн тăрăхри çĕрсем калирен чухăн, çавăнпа кали удобренийĕсем те ытлашши пулмĕç. Кали сульфачĕ 1 тăваткал метра 20-25 грамм кирлĕ.
Çуркуннехи сивĕсемпе вăйсăрланнă ÿсен-тăрана тымартан кăна мар: çÿлтен те шăварсан лайăх. Çакăн хыççăн ăна тислĕк шĕвекĕпе /1:10/ апатлантарни усăллă. Тĕслĕхрен, кашни улмуççи валли 5-6 литр кирлĕ. Унта 1 витре ирĕлчĕке 20 грамм суперфосфат е 30 грамм нитроаммофоска хушмалла. Паллах, комплекслă удобренисене /кемир-универсал — 2 грама 1 литр шыва ярса ирĕлтереççĕ те асăрханса шăвараççĕ, çулçисене лектерме юрамасть/ хывни те пысăк усă кÿрет.
Комментировать