Кун-çул тинĕсĕ тикĕс мар

7 Апр, 2016

Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Мария Леонтьева 1919 çулта, революци хыççăнхи ахăр саманара, Граждан вăрçи вăхăтĕнче кун çути курнă. Нумаях пулмасть вăл 97 çул тултарчĕ.

Çĕр пÿртре пурăннă

Унăн ашшĕ-амăшĕ, Николайпа Дарья Поликарповсем, питĕ ĕçчен пулнă. НЭП вăхăтĕнче Николай Поликарпович малтан халăхран çăмарта пуçтарса сутнă. Сăмах май, ун чухне çĕршыв ертÿлĕхĕ халăха пĕр хушă тĕрлĕ продукци туса кăларса сутма, ытти таварпа суту-илÿ тума ирĕк панă. Поликарповсем те кăштах укçа пухсан ялта лавкка уçнă. Унсăр пуçне ял хуçалăхĕпе те ĕçленĕ. Çапла майпа пурăнмалли условисене лайăхлатнă: çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем çĕкленĕ. Ампар çеç виççĕ таран пулнă. Ара, тăрăшаканăн тырри-пулли пÿлме тулли-çке. Тавар илме вара Шупашкара лашапа çÿренĕ.

Телейлĕ пурнăç нумая пыман. Вăтăрмĕш çулсен вĕçнелле ахăр самана пуçланнă. Пин-пин çемьене раскулачить туса Çĕпĕре е Çурçĕр тăрăхĕнчи тĕрлĕ стройкăсене, çавăн пекех никам пурăнман вырăнсене ссылкăна янă.

Николай Поликарпович çемйине те кулаксен шутне кĕртнĕ, нимсĕр хăварнă. Хуçалăхри мĕнпур хуралтине пăсса тиесе тухнă. Çуртĕнчен шкул тунă. «Унта хам та икĕ çул вĕрентĕм», - аса илет иртнине Марье аппа.

Выльăхĕсене пурне те колхоза куçарнă. Пурлăхне чухăнсем хăйсен хушшинче пайланă. 6 ачаллă çемье вара нимсĕр тăрса юлнă. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши вĕсем çав вăхăта? Пулни-иртнине кинемей пурне те астумасть пулин те хăйсене çине тăрсах раскулачить тума тăрăшнисене ятран астăвать. Вĕсем паян та чĕрине ыраттараççĕ. Паллах, ырă çынсем те пулнах. «Григорий Данилович пире выçă вилесрен çăлса хăварчĕ. Чухăнсен комитечĕ пĕтĕм тырра, çав шутра çĕр чавса пытарнине те, шыраса тупса илсе кайрĕ. Виçĕ миххе кивĕ çуртăн тăррине хунăччĕ. Унта хăпарса шыраканĕ шăпах Григорий Данилович пулчĕ. Пытарнă тупрана курнах вăл, анчах шарламарĕ», - чунне ыраттарчĕ ватă.

Çак тырă çемьене пĕр вăхăт пурăнма çитнĕ. Çуртсăр юлнăскерсем çĕр пÿрте пурăнма куçнă. Анчах ку çемье Совет влаçне каллех канăç паман. Вĕсене пурне те Çĕпĕре яма йышăну кăларнă. «Акă çемьен тăван ялтан уйрăлма кун çитрĕ. Инçе çула кайма ял канашĕнчен лаша килессе кĕтеттĕмĕр. Пире Вăрнар станцине леçмеллеччĕ, кайран пуйăспа Çĕпĕрелле ăсанмаллаччĕ. Пирĕн пурин те куçсем шывланнă. «Сире хăш çĕрте вĕлерсе килĕпĕр-ши?» - каçăхса макăратчĕ анне. Паллах, çемье çийĕнчех колхоза кĕнĕ пулсан Çĕпĕре ямастчĕç. Анчах анне хирĕçленипе атте унта кĕмерĕ.

Унччен те пулмасть çĕр пÿрте ял канашĕн ертÿçи Петр Артемьевич килсе кĕчĕ. Çĕпĕре çемье пуçне кăна яма йышăннине пĕлтерчĕ вăл. Анне ăна ыталаса илчĕ, тав турĕ. Çапла вара эпир аннепе ялта юлтăмăр, аттене илсе кайрĕç. Ăна текех кураймарăмăр, каялла таврăнаймарĕ вăл», - иртнĕ пурнăçне куç умне кăларчĕ ватă.

Çакăн хыççăн Дарья Алексеевна тÿрех колхоза кĕнĕ. Унта кĕменнисене пысăк налук тÿлеттернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ ĕне фермине ĕçе вырнаçнă. Колхоз тырă, улăм паркаланă. Ачисем валли сĕт çыртарса илнĕ. Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ вăл. Ачисене те ĕç çумне пĕчĕкрен çыпăçтарнă: тырă вырнă, ясмăк татнă, кантăр акса тунă... Шел, Тимофей тата Гордей ывăлĕсем вăрçăран таврăнайман.

 

Ачисемпе савăнать

«Çĕр пÿртре пирĕн 5 çул пурăнма тиврĕ. Уйрăмах çуркунне питĕ кансĕрччĕ. Тепĕр чух уçласа пĕтерейми шыв кĕретчĕ. Манефа аппа качча кайсан вĕсем çĕнĕ пÿрт лартрĕç, киввине пире пачĕç. Çапла вара çĕр пÿртрен тухма май килчĕ», - малалла сыпăнать калаçу.

Пĕве çитсен Мария Николаевна Йÿçкасси больницинче санитаркăра ĕçлеме тытăннă. Вăрçă çулĕсенче Сăр хĕрне окоп чавма çÿренĕ. «Çанталăк питĕ сивĕ тăратчĕ ун чухне. Кунне 12-шер сехет ĕçлеттĕмĕр. Çие тăхăнма ăшă тумтир те, хырăма тăрантарма апат-çимĕç те пулман. Колхозран мĕн илсе килнĕ - çавăнпа çырлахнă», - терĕ Марье аппа.

Пурнăç уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче йывăр пулнă. Вăй питти арçынсем фронта кайнине пула пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Тырра ытларах фронта ăсатнă. Ун чухне уйран пĕр пучах та илсе килме юраман, тÿрех тĕрмене хупнă. Сăмахран, 7 е ытларах пучахшăн 10 çул унта ларма тивнĕ.

Марье аппа вăрçăран таврăннă ял каччипе Иван Леонтьевичпа çемье çавăрнă. Туслă мăшăр çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. Анчах пурнăç вăрçă хыççăн та çăмăл пулман. Выльăха хăмăл çулса çитернине аса илчĕ кинемей.

Леонтьевсем 6 ача кун çути кăтартнă. Паянхи кун виççĕшĕ ырă-сывă. Ывăлĕпе хĕрĕсем амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ, çурт-йĕрне юсаççĕ, ытти ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ.

Кинемей çĕр çула çывхарать пулин те ĕçсĕр лармасть, кил-çуртне тирпейлĕ тытать, апат-çимĕç хатĕрлет. Ачисем килеймен вăхăтра ăна кÿрши Полина Игнатьева пулăшать.

Марье аппа паян 9 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. «Вĕсен ырлăхне курасчĕ», - пĕтĕмлетрĕ сăмахне ватă.

Александр МАКАРОВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.