КАШНИН - ХĂЙĔН ЙĔРКИ

6 Ака, 2016

Ача таврашĕнчи чылай япалан хăйĕн виçи пур: сахал чухне — усăллă, ытлашши пулсан — сиенлĕ. Йĕркипе пăхса тухар-ха.

Ĕмкĕч ыйтăвĕ

Пепкен ĕммелли рефлексĕ хăрушсăрлăх тата хăтлăх туйăмĕпе тачă çыхăннă. Анчах çулталăк тултарнă тĕле ачан аталанăвĕ ăна хăйĕн туйăмĕсене кăткăсрах, витĕмлĕрех мелсемпе йĕркелеме май парать.

Енчен те кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пĕртен-пĕр меслет кăна — ĕмкĕч ĕмни — пулсан малашне те ача çак йĕркене пăхăнса пурăнма пултарать. Кĕçĕн классенче — ручка е кăранташ вĕçне кăшлать, аслă классенче сигарет туртать.

Çулталăк çурăран

Паллах, ачана çак ÿсĕмре подгузник ялан тăхăнтартни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Унсăр пурăнма хăнăхтармалла. Çакна шута илмесен ача чÿлмек çине тула каймалли йĕркене кирлĕ пек пăхăнма вĕренеймĕ.

Калаçакан тетте

Сăмах — калаçакан, ачан ансат ыйтăвĕсене хуравлама пултаракан электроникăллă çемçе теттесем çинчен. Рекламăра вĕсем пĕчĕк ачасен чи лайăх тусĕсем пулĕç тесе илĕртеççĕ. Тĕрĕссипе, калаçакан теттесен çак пахалăхĕ ашшĕ-амăшне сисчĕвлентермеллех. Мĕншĕн тесен хутшăну — калаçма пĕлни кăна мар, ку е вăл лару-тăрура харпăр хăйне тыткалама пĕлни те.

Телевизор умĕнче

Кăларăмсенчен чылайăшĕн содержанийĕ кăна мар, телевизор сасси ялан илтĕнсе тăни те япăх витĕм кÿрет. Ачасенчен хăшĕ-пĕри çакна ытла та вăйлă хăнăхса çитет те шăплăхра пачах пурăнма пултараймасть.

Авăнчăк кашăк

Çиекен апата ача çăварне тÿрех лекме пулăшакан авăнчăк кашăк, паллах, усăллă-ха, анчах вăл уçлăх туйăмне аталанма чăрмантарать. Шăпах кашăкпа çăвартан темиçе хут иртсе кайнă май пĕчĕкскер пит çинче ăçта мĕн вырнаçнине хăнăхса çитет.

Ходуноксемпе усă курнă чухне те çак ыйту сиксе тухать. Пĕрре те ÿкмесен, йĕри-таврари япаласене чавса-чĕркуççипе тĕрĕслесе пăхмасан ача тĕнчепе паллашасси вăраха каять.

Пылака пула

Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ ачана мĕншĕн те пулин хавхалантарма пылакпа усă курать. Анчах ку пылак тыткăнне лекме витĕм кÿрет, чир-чĕр патне çул уçать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.