Архив - 29 Дек, 2016 - Хыпар

29 Дек, 2016

Голландире хăнара

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Васильевсемшĕн Упăте çулĕ уйрăммăн асра юлнă. Галина Ивановнăпа Виктор Порфирьевич Голландие мăнукне курмашкăн кайса килнĕ. Хĕрĕ Светлана Верверсхоф поселокĕнче 8 çул пурăнать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех акăлчан чĕлхипе кăсăкланнă хĕр.

29 Дек, 2016

Культура центрĕн алăкĕ уçăлать

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ял халăхĕ кану центрĕ уçăласса тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Ара, кивĕ клуб çурчĕ юхăннине кура 2009 çултах хупăннă. Йышпа пуçтарăнма, канма вырăн çукран тепĕр çĕрте алă уснă пулĕччĕç. Тÿскелсем чăннипех те маттур, хастар çав. Ялти "Шуçăм" ансамбль культура вучахне сÿнме паман. Уявсенче урамра юрласа-ташласа халăха савăнтарнă, репетицисене ял хуçалăх предприятийĕн пĕчĕк çеç бригада çуртне пуçтарăннă. Вĕсен пуçарулăхне, ытти çынсен тăрăшулăхне кура паян Тÿскелсем нумай функциллĕ кану центрĕ уçăлнине паллă тăваççĕ.

29 Дек, 2016

Эсир пулсан, эпир телейлĕ

Лара-тăра пĕлмен Упăте çулĕ пĕр сисĕн-месĕр иртсе кайрĕ. Ăнсăртран сиксе тухнă нумай пулăм илсе килчĕ çак чĕрчун. Çулталăк хуçи хăй çавнашкал-çке. Çапах та пуçа усмарăмăр. Шав малалла талпăнатпăр. Ыррине шанса, лайăххине кĕтсе пурăнатпăр.

29 Дек, 2016

Раштав саламĕ. Василий КЕРВЕН

Сайра хĕвеллĕ кун раштавăн:
Тăрать тĕтре е çил-тăман.
Çапах унран чунри мухтавăм
Çак хушăра пач татăлман.
 
Çула пӳлсе хума шутланăн
Чĕвен тăрать-и кусăрка –
Тус-тантăш, пĕлĕш те тăванăм,
Тӳрех пуçа ан усăр-ха.
 
Уй-хир кас-кассăн хумлă-хумлă,
Асилтерет-çке тинĕсе.
Сăна, ката илемлĕ тумлă,
Сана кĕтет вăл тĕмсĕлсе.
 
Сырас килсе каять те йĕлтĕр -
Чун йыхăрать шур вăрмана.

29 Дек, 2016

Çăра юнлă чăвашсем

2011 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Григорьевăн "Кровь или 72 часа" мистикăлла романĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке авторĕ – врач-генетик. Ун чухне вăл Америкăри Джонс Хопкинс институтĕнче /Балтимор хули/ ĕçлесе пурăнатчĕ, çулсерен пĕр-икĕ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчĕ. Пĕррехинче çыравçă-медик кĕнеке корректурине вулама килчĕ, пысăк калаçу пуçлас тĕллевпе хăйпе илсе килнĕ пысăках мар чăматанне уçса кăтартрĕ. Унта туллиех темле пробиркăсем лартса тухнăччĕ, вĕсене… юн ярса тултарнă иккен. Чăваш юнĕ! Çакна Дмитрий Николаевич палăртсах каларĕ.

29 Дек, 2016

«Чăваш тымарĕ» мĕнрен сыватнă

1915 çулта Герман Кокель священник /каярахпа епископ, Православи чиркĕвĕн çветтуйĕ/ Николай Никольский ăсчах патне çапла çырнă: "…Просматривая словарь, травник и известник, издание А.А. Каспари /ж. "Родина"/, я наткнулся на следующие названия: "чувашский корень или чапутинский, сарсапарилла". См. сассапарель. Фармацевтическое название china orientalis. s. nodosa. s. pаnderosa /Radix/… произрастающее в Китае или Японии.

Страницы