Архив - 29 Дек, 2016 - Хыпар

29 Дек, 2016

Хаваслăскерсем

Вăрмар районĕнчи Шăплат шкулĕнче вĕренекен Никита Иванов Çĕнĕ çула халалласа хытă хутран касса тĕрлĕ япала ăсталама чылай маларах та тытăнчĕ. Хаваслă Хĕл Мучипе Юр пике, аякранах куçа илĕртекен хитрелетнĕ чăрăш, уява чăтăмсăррăн кĕтекен чĕрчунсем кирек камăн кăмăлне те кайма пултараççĕ.

29 Дек, 2016

Хĕл Мучие кĕтетĕп!

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери ача садне çÿрекен Рома Пашков та виçесĕр савăнăçлă! Ара, вăл илтнĕ тăрăх лайăх, ашшĕ-амăшне итлекен, аслисене хисеплесе тăтăш пулăшакан ачасене Хĕл Мучи парнесĕр хăвармасть-çке! Кăçал та çаплах пуласса шанса, ĕненсе пурăнать те вăл.

29 Дек, 2016

Фейерверк чĕртес тесен

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕнĕ çул каçĕнче бенгали свечисем çунтарса, хлопушкăсем персе савăннипех çырлахнă тăк, юлашки çулсенче фейерверк-салют вут-хĕмĕпе савăнасси йăлана кĕчĕ.

29 Дек, 2016

Техĕмлĕх курăкĕсем

Очиток /шултра куян купăсти/. Вăл Раççейĕн хĕвеланăç районĕсенче, Вăтам Атăл тăрăхĕсенче çулçăллă сайра йывăçлă лаптăксенче ирĕклĕн ÿсет. Пирĕн республикăра Сăр тăрăхĕнче, Атăл леш енче тĕл пулать.

Туни çирĕп, тÿрĕ, 15-20 çÿллĕш, хĕрлĕрех тĕслĕ. Çулçисем вĕтĕ, туна çумне çыпçăнса тăраççĕ. Чечекĕ шурăрах сарă е шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Утă-çурла уйăхĕнче чечекленет, авăн уйăхĕнче вăрлăхĕ пулса çитет.

29 Дек, 2016

Ĕмĕт-тĕллев пурнaçлантăр

Çĕнĕ çула кĕтсе илме чÿк уйăхĕнчех пуçланатпăр. Тĕп хуламăрăн Хĕрлĕ лапамри искусственнăй елкăна та раштавчченех лартрĕç. Çÿллĕ те хăйнеевĕр вăл. 2000-мĕш çулчченхи чĕрĕ капăр чăрăш чуна çывăхрах пекчĕ те... Автомобиль çулĕсен хĕресленÿ çаврисенче чăн-чăн чăрăшсем лартса тухни те уйăх иртрĕ. Каçсерен хуламăр мĕльюн капăр çутăпа çиçет.

Страницы