Хаваслăскерсем
Вăрмар районĕнчи Шăплат шкулĕнче вĕренекен Никита Иванов Çĕнĕ çула халалласа хытă хутран касса тĕрлĕ япала ăсталама чылай маларах та тытăнчĕ. Хаваслă Хĕл Мучипе Юр пике, аякранах куçа илĕртекен хитрелетнĕ чăрăш, уява чăтăмсăррăн кĕтекен чĕрчунсем кирек камăн кăмăлне те кайма пултараççĕ.
— Çут çанталăкра çÿреме кăмăллатăп. Çавна май, нумай çĕре çитсе тĕрлĕ илемпе киленме юрататăп. Хĕллехи, çуллахи, çуркуннехи çеç мар, кĕрхи çанталăк та çывăх мана. Ун чухнехи çил касса татмаллах витĕр вĕрет. Хăватлăскер! Йывăç тăррисене те пĕр шелсĕр авать. Турат çинче типсе пĕрĕннĕ юлашки çулçăсене силле-силле тăкать. Ун пек чухне вара эпĕ: «Вĕртĕрех, тата хытăрах вĕртĕр çилĕ, ывăннă пуçа уçăлтартăр», — тетĕп хавассăн. Кĕтсех тăр ун пек чухне ÿт-пĕве çĕнĕ вăй кĕрессе. Ĕнер те уçăлма çывăхри катана кайрăм. Ем-ешĕл ларакан чăрăшсем кăмăла çĕклерĕç те паян вĕсене хытă хутран касса та кăлартăм. Сăрласа илемлетрĕм. Ара, умра тахçантанпах кĕтнĕ уяв-çке! Палăртнă вăхăт çитсен эпир те туссемпе чăрăш тавра юрласа киленĕпĕр, Хĕл Мучин ăса вĕрентсе калакан сăмахĕсене тимлĕ итленĕ май, юлташсемпе чăваш ташши те ташлăпăр, — хавассăн хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ мал ĕмĕтлĕ арçын ача.
Кам пулĕ-ха вăл Çĕнĕ çул уявĕнче? Тен, Упа çури? Чăх чĕппи те илĕртет ăна. Шăши тытма юратакан Кушак та пулма та хирĕç мар. Чим, Шăна кăмпи уншăн чи çывăххи-çке!
— Кăмпана çÿреме юрататăп. Савăта тем тĕрлине те тултаратăп. Анчах та мана шăна кăмпи питĕ килĕшет. Ай, аякранах хитрен курăнса лараканскере, фотоаппаратпа ÿкеретĕп. Чылайччен ун умĕнче киленсе тăратăп. Пĕлетĕп, пĕлетĕп, вăл кăмпана çиме юрамасть! Шкулта та, килте те пластилинран шăна кăмпи ăсталаса хаваспах вĕсене çÿлĕк çине хитрен вырнаçтарнă. Килен-каян манăн ĕçсемпе кăсăкланса хак пани пурнăçра пушшех хавхалантарать, — тет Никита.
Настя Еманова та ăна кура çакăн евĕр ĕçсемпе кăсăкланать. Тепĕр чухне тăхтавра коридора тухмаççĕ вĕсем, алла пластилин илеççĕ те тем тĕрлĕ кĕлетке ăсталаççĕ. Уйрăмах ял сăнне сăнарлаççĕ. Тем те пур унта: чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, ĕни-сурăхĕ, йытти-кушакĕ...
— Математика предметне юрататăп та, хамăн ĕçсем миçе пулнине те шутлатăп. Е тата Çĕнĕ çул çитиччен икĕ кун çеç юлчĕ. Çавăнпа уява хаваслăн та кăмăллăн ирттерме пурне те ырă сунатăп, — тет хĕрача хавхалануллăн.
Комментировать