Комментировать

29 Дек, 2016

Фейерверк чĕртес тесен

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕнĕ çул каçĕнче бенгали свечисем çунтарса, хлопушкăсем персе савăннипех çырлахнă тăк, юлашки çулсенче фейерверк-салют вут-хĕмĕпе савăнасси йăлана кĕчĕ. Ялсем çурма пушă, ытларах ватăсем çеç пурăнаççĕ пулин те Çĕнĕ çул тĕлне халăх самаях йышлă унта. Ашшĕ-амăш килне ывăл-хĕрĕ мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе пуçтарăнни, тăван-пĕтенпе хутшăнса, калаçса кăмăла çĕклени темрен те паха.

Çак кун, паллах, никамăн та инкекпе тĕл пулас килмест. Эппин, хăрушсăрлăх пирки маларах шухăшламалла. Уяв-савăнăçра та тимлĕхе çухатмалла мар. Пиротехника япалисене, гирлянда-çуртана тĕрĕс усă курни пушар тухасран, суранланасран упраса хăварать.

Романтика сĕмĕ кĕртет пулин те уяв чăрăшне çуртапа илемлетмесен, сĕтел çине лартмасан аванрах.

Пиротехника япалисене туяннă чухнех тимлĕ пулмалла. Ăна ятарлă лавккасенче туянма тăрăшăр. Продукци сертификачĕ пуррипе кăсăкланни те пăсмĕ. Кашни изделин усă курмалли çинчен вырăсла çырнă инструкцийĕ пулмалла. Инструкцисĕр тавара туянмалла мар.

Ансат тата кăткăс пиротехника япалисем пулаççĕ. Ансаттисем — бенгали çурти, хлопушка. Кăткăссисем — тĕрлĕрен «ракета», «сăпса», «вĕлле хурчĕ» тата ыт.те.

Бенгали çуртисене çунтарнă чухне сывлăша сиенлĕ хутăш тухать. Çавăнпа вĕсене ирĕкре, урамра, çунтармалла. Пÿртре çутсассăн чÿречесене уçса уçăлтармалла.

Кăткăс фейерверксемпе асăрхануллă пулмалла. «Сăпсасемпе» ракетăсене çурт-хуралтă, йывăç, утă-улăм куписем çывăхĕнче чĕртме юрамасть. Çаврăнса вĕçекен фейерверк «çулне» йĕркелеме çук. Çавăнпа хăрушлăх зони пирки асрах тытмалла. Фейерверк чĕртмелли вырăн ирĕклĕ пулмалла. Йĕри-тавра 70 м радиусра час тивсе кайма пултаракан япаласем пулмалла мар.

Хăрушсăрлăх тĕлĕшпе çынсене ахаль сутакан пиротехника япалисем I-III степеньрен иртмелле мар. I степеньлисем — хлопушкăсемпе бенгали çуртисем, II степеньлисем — 5 метртан çÿле вĕçменнисем — «фонтансем», петардăсем, çĕр çинчен яракан фейерверксем. III — 20 метр çÿллĕшне перекен салютсемпе ракетăсем.

IV-V степеньлĕ хăрушлăхлă пиротехника валли ятарлă ăсталăх кирлĕ. Вĕсем ирĕклĕ сутăра пулмалла мар.

Туяннă чухне пиротехника япалин управ вăхăтне пăхма ан манăр. Управ вăхăчĕ тухнă япалапа усă курма юрамасть.

Килте пĕчĕк ачасем тытмалла мар çĕрте, ăшăтмалли приборсенчен, уçă çулăмран аякра упрамалла. Çакнашкал изделисене ачасене сутма, хăйсене ирĕклĕн чĕртмешкĕн шанма юрамасть.

Пиротехника япалисене сÿтме, управ вăхăчĕ тухнисене те, кăвайта пăрахса çунтарма юрамасть.

Фейерверка сăнакансен аякра тăмалла, фитиле чĕртекенĕн издели çийĕн пĕшкĕнмелле мар. Чĕртнĕ хыççăн кĕтнĕ вăхăтра сирпĕнмерĕ тĕк, чупса ан пырăр. Хĕрĕнкĕ, ÿсĕр çынна пиротехника изделийĕсене чĕртме ан шанăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.