Архив - 29 Дек, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ - Дмитрий Лаврентьев
Чылайăшĕ кĕтнĕ асамлă та савăк уяв çывхарать. Çĕнĕ çула кĕриччен эпир, кăларăм ĕçченĕсем, çулталăк пуçламăшĕнче йĕркеленĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» фотоконкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Астăватăр пулĕ: чылай номерте яшсен сăнÿкерчĕкĕсене пичетлерĕмĕр. Ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри ушкăнра вырнаçтартăмăр, эсир вĕсемшĕн «лайк» лартса сасăларăр. Çулталăк сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак тапхăрта чылай яшăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Пĕрисем çемье çавăрнă, теприсем диплом илсе ĕçе вырнаçнă. Конкурсра çĕнтернĕ Дмитрий Лаврентьев вара салтак аттине тăхăннă. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха. Малалла вулас...
Вĕсене çÿл тÿпере те кĕтнĕ пулĕ...
Çулталăк вĕçлениччен нумай юлмарĕ. Кашниех уява чăтăмсăррăн кĕтет. Сирири пирĕн çар çыннисем те, хăрушă вăрçă пынине пăхмасăр, Çĕнĕ çула савăнăçлăн кĕтсе илме тивĕç. Вĕсем раштавăн 25-мĕшĕнче Мускавран килме тухнă самолета кĕтнĕ. Анчах вăл палăртнă вырăна çитеймен… ТУ-154 самолетра 92 çын, çав шутра экипажăн 8 членĕ, массăллă информаци хатĕрĕсен 9 ĕçченĕ, пулнă. А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем Çĕнĕ çул умĕн Сирири çар çыннисене концертпа савăнтарма тĕллевленнĕ. Çак самолета Елизавета Глинка /халăхра ăна «Лиза тухтăр» тенĕ/ та ларнă.
Юрла, чăваш!
Юрла, чăваш! Шăпах çак ятпа иртрĕ Анатолий Никитин композиторăн юррисене шăрантаракан çамрăк юрăçсен пĕрремĕш телекурав конкурсĕ. 3 уйăха тăсăлнă тупăшу хĕрÿ пулчĕ. Иртнĕ вырсарникун вара Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче конкурс финалне пухăнчĕç. Çамрăксем уйăхĕ-уйăхĕпе мĕнлерех хатĕрленнине куракансем хакларĕç. Концерта килейменнисем вара ăна ЮТВ телеканалпа курайĕç.
Кунашкал конкурс пуласса ЮТВ телеканал та, «Çамрăксен хаçачĕ» те хыпарланăччĕ. Тупăшăва 16-25 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Малтанах конкурсçăсем хăйсене килĕшекен юрра шăрантарнă. Йĕркелÿçĕсем вĕсен сассине тĕрĕсленĕ, çамрăксем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине хакланă. Ун хыççăн кашнин валли юрă суйланă, вĕсене «Янташ» студире çыртарнă.
Куракансем финалта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ çамрăксен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Вĕсен илемлĕ сассипе килениччен жюри членĕсем сăмах илчĕç. Çамрăк юрăçсене музыка ăстисем, поэтсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев хакларĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Чи çамрăк юрăç» номинацире темиçе çынна чысларĕç. Малалла вулас...
Ирина КОШКИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
«Хĕл Мучи пăлан кÿлнине хам куçпа куртăм»
Ачалăхри Çĕнĕ çул... Ÿссе çитсен те уяв çывхарнă май асаилÿре унта таврăнатпăр, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрлĕхех чуна кĕрсе вырнаçать. Тĕлĕнтермĕше ĕненнĕ, ырра шаннă чи лайăх, чи асамлă вăхăт вăл. Республикăри паллă çынсем ачалăхри Çĕнĕ çула епле аса илеççĕ-ха?
«Шур сухал чăн-чăн маррине ăнлантăм»
Алена АЛЕКСЕЕВА, "Чăваш Ен" ПТРКн çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕн ертÿçи:
«Картишри выльăх-чĕрлĕх мана сасăран паллать»
Чăваш сарă тĕсе ахальтен юратмасть, хитре, илемлĕ тенине пĕлтерет вăл. Çавăнпах чăвашăн хĕрĕ те, каччи те, хĕвелĕ те, мăйăрĕ те, автанĕ те, чечекĕ те... сарă. Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче кун çути курнă Сергей ПЕТРОВА вара "Сарă хĕрача" юрă студент чухнех эстрада тÿпине çĕкленме пулăшнă. «Кĕмĕл сасă», «Вирьял шевлисем», «Урмай моны», «Роза ветров» тата ытти конкурс-фестиваль çĕнтерÿçине, ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ маттур чăваш каччине «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравларăм.
Яла юмаха çавăраççĕ
Çывхарса килекен Çĕнĕ çула ача садне çÿрекен шăпăрлан та, аслă ÿсĕмри çын та кĕтет. Нумайăшĕ чăрăша капăрлатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кил-тĕрĕше те тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ ахăртнех. Хĕлле юртан тĕрлĕ кÿлепе ăсталакан сахал мар. Çĕнĕ çул умĕн республикăри чылай районпа хулара чи капăр вырăна палăртассишĕн конкурс ирттереççĕ. Пĕрисем чăрăш çине ярăм çакнипех çырлахаççĕ, теприсем вара хăйсем пурăнакан е ĕçлекен вырăна чăн-чăн юмах тĕнчине çавăраççĕ. Малалла вулас...
Таксист виçĕ кунра машина хакне кăларнă
Пурте тулли кĕрекере çемьепе, çывăх çынсемпе Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне вĕсем ĕçре, дежурствăра хăйсен кулленхи тивĕçне пурнăçлаççĕ: чирлисене пулăшаççĕ, инкеке лекнисене çăлаççĕ, пирĕн хăрушсăрлăхшăн сыхă тăраççĕ... Чылай професси çыннишĕн Çĕнĕ çул уяв мар. Раштавăн 31-мĕшĕнче каçхи сменăна тухнă çынсем ĕç вăхăчĕ епле иртнине каласа пачĕç.
Виктор ГЕРАСИМОВ, Кÿкеçри 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм командирĕ:
Мĕнпе савăнтарĕ Хĕрлĕ Автан?
Хĕвелтухăç календарĕпе килĕшÿллĕн, 2017 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнчен Хĕрлĕ Автан çулĕ пуçланать. Вăл кашнин валли нумай кĕтменлĕх илсе килĕ. Чи пĕлтерĕшли — кирек епле улшăнăва та философ евĕр йышăнмалла. Кахалланма хăнăхманнисене Автан карьерăра пулăшать — тупăшлă ĕç, сĕнÿ йăтăнса тăрĕç. Анчах васкамалла мар, илĕртÿллисенчен пĕрне, чун туртнине, суйламалла. Малалла вулас...
Хăнана чул та парнелеççĕ
Çĕнĕ çул — тĕнчере чи анлă сарăлнă уяв. Кашни çĕршыврах ăна савăнăçлăн кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Ытти тăрăхри йăла-йĕрке Раççейринчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Малалла вулас...