Архив - 8 Дек, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
Пысăк пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрлесшĕн
ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕ, «Çĕнĕ техника хатĕрлекен Пĕтĕм тĕнчери инжиниринг компанийĕ» тулли мар яваплă обществăн трансмисси пайĕн инженер-конструкторĕ Алексей Репин çак хавхалантарăва ăслăлăх, техника тата производство енĕпе «Агромаш-180ТК» трактор валли Power Shift трансмисси тата туртакан малти мост туса хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ çамрăка "ÇХ" тĕпелне йыхравларăмăр.
Сиенлĕ йăлапа туслаштарса тупăш илесшĕн
Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Çамрăксем усăллă ĕçсем тума тăрăшни савăнтарать. Вĕсенчен пĕри, «Сывă наци» общество организацийĕн председателĕ Кирилл ЛУКИН, пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Сăмах май, республикăн парламенчĕ раштавăн 5-мĕшĕнче иртнĕ сессире хастарскере Чăваш Енĕн Общество палатин йышне кĕртрĕç. Малалла вулас...
«Йывăрлăхсем пире тата вăйлатрĕç»
«Чÿречерен çынсене кураттăм та – пурăнас килетчĕ»
Ялти хусаха авлантарчĕç
Ялта туй тахçантанпах пулман. Халăх уявшăн тунсăхланă. Мĕн тумалла? Хĕр тупмалла та хусаха авлантармалла. Ял çине сас-хура тухнă ĕнтĕ: учительте ĕçлекен Николай кĕçех туй тăвать. Сăмах сараканни — хусахăн тăванĕ Маша инке. Чакак пек чанкăлтискер шăллĕн ывăлне: “Авланмалла!” — тесе аптăратсах çитернĕ ĕнтĕ. Малалла вулас...
Арăмĕ хăранипе тухса тарать, упăшки кĕвĕçет
«Хальхи хĕрарăмсене чухăн арçын кирлĕ мар»
Корреспондентсем килессине пĕлсен Красноармейски районĕнчи Хусакассинчи Леня Григорьев кил хуçалăхĕнчи виçĕ енчи алăка питĕрессипе, никама та кĕртмессипе хăратнă. Анчах качча кайман хĕрсем çитессе систерсен кăмăлĕ çаврăннă: пĕччен пурăнакан арçын хапхине тĕкĕлеменччĕ, пÿрт алăкне питĕрменччĕ.
Арăмĕ тĕрмене хуптарнă