Пысăк пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрлесшĕн
ЧР Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕ, «Çĕнĕ техника хатĕрлекен Пĕтĕм тĕнчери инжиниринг компанийĕ» тулли мар яваплă обществăн трансмисси пайĕн инженер-конструкторĕ Алексей Репин çак хавхалантарăва ăслăлăх, техника тата производство енĕпе «Агромаш-180ТК» трактор валли Power Shift трансмисси тата туртакан малти мост туса хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ çамрăка "ÇХ" тĕпелне йыхравларăмăр.
Алексей Шупашкарта çуралса ÿснĕ, 35-мĕш шкул сукмакне такăрлатнă. Пĕлÿ çуртĕнчи радио кружокне çÿрени те ăна техникăпа туслашма пулăшнă. Аттестат илсен Алексей пуласлăхне мĕнле профессипе çыхăнтарассине пĕлнĕ. Вăл техника специальноçне суйланă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетне вĕренме кĕнĕ. "Тимĕр урхамах" туянсан вăл техникăпа тата ытларах çывăхланнă. Малалла вулас...