Культура центрĕн алăкĕ уçăлать
Елчĕк районĕнчи Тÿскел ял халăхĕ кану центрĕ уçăласса тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Ара, кивĕ клуб çурчĕ юхăннине кура 2009 çултах хупăннă. Йышпа пуçтарăнма, канма вырăн çукран тепĕр çĕрте алă уснă пулĕччĕç. Тÿскелсем чăннипех те маттур, хастар çав. Ялти "Шуçăм" ансамбль культура вучахне сÿнме паман. Уявсенче урамра юрласа-ташласа халăха савăнтарнă, репетицисене ял хуçалăх предприятийĕн пĕчĕк çеç бригада çуртне пуçтарăннă. Вĕсен пуçарулăхне, ытти çынсен тăрăшулăхне кура паян Тÿскелсем нумай функциллĕ кану центрĕ уçăлнине паллă тăваççĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнать.
"Шуçăм" ансамбле çÿрекен Зинаида Чернова палăртнă тăрăх – çак саманта вĕсем чÿк уйăхĕнчен пуçласах хатĕрленме тытăннă. "Çунат хушассăм килет" юррăн хăш-пĕр йĕркине уявпа килĕшсе тăмалла çĕнетнĕ.
Хăй вăхăтĕнче "Шуçăм" эстрада ансамблĕ кĕрлесе тăнă. Кайран ăна ялти аслă çулти çынсем иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Вениамин Игнатьев ертсе пыракан ушкăн йĕркеленнĕренпе кăçал 4 çул çитнĕ. Тÿскелсем çинчен тĕнчене çавăрса илнĕ интернетра йăлт пĕлме пулать. Ялта культура мероприятийĕ иртет-и, пĕрлехи йышпа пархатарлă ĕç тăваççĕ-и е ытти пулăм савăнтарать – Сергей Нягин фото е видеоальбом тăвать те интернета вырнаçтарать.
Юрласа ташланисĕр пуçне ансамбле çÿрекенсен – кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Кунта укçа шутлакан, сцена тумне пăхса тăракан, видеооператор, завхоз тата ытти те пур. Зинаида Чернова, тĕслĕхрен, уявсен сценарине çырса хатĕрлет.
"Шуçăм" ушкăна çÿрекенсем туслă, уяв сĕтелне хăйсем пĕçернĕ апат-çимĕçпе пуянлатаççĕ, ал ĕç ăсталăхне пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ, Елчĕке бассейна шыва кĕме, ытти мероприятие те пĕрле хутшăнаççĕ. Акă çурла-авăн уйăхĕсенче вырăнти депутат Дмитрий Судаков пуçарăвĕпе яла кĕнĕ вырăнта стела вырнаçтарнă. 60-70 çулсенчи хĕрарăмсем те пулăшма тухнă.
Халĕ ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕн бригада çурчĕн стени çинче трактористсен запас пайĕсемпе юнашар çакăнса тăнă музыка инструменчĕсем хăтлă та ăшă çуртра вырăн тупĕç. Вĕсемпе ансамбле çÿрекенсене спонсорсем тивĕçтернĕ.
"Пытармасăр каласан экономика енчен çак йывăр тапхăрта çĕнĕ культура çурчĕ туса парасса эпир шанман та. Строительство ĕçне кĕске вăхăтра вĕçлерĕç. Тăрăшнине кура пулăшаççех иккен", – хавхаланса каласа кăтартаççĕ хĕрарăмсем.
Палăртмалла, Тÿскелти 120 вырăнлă нумай функциллĕ культура центрне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялта культурăпа кану учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе йышăннă Указа пурнăçласа хута янă. Унăн никĕсне хывнă чух Тÿскелсем ĕлĕкхи чăвашсен йăлипе Турă кĕтессине кĕмĕл укçапа çăм хунă. Кĕмĕл – пÿрт-çурта тулăх, çăм – хăтлăхпа ăшă кÿрет.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментари хушас