Архив - 2016

январь 23rd

23 Янв, 2016

Тытман студент - вăрă мар...

Студентсен хĕрÿ тапхăр пырать: сесси. Хăшĕ-пĕриншĕн пĕрремĕш вăл, теприсем зачет-экзамен тытмалли йĕркепе, вăрттăнлăхсемпе паллашса çитнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те кашниех шпаргалка хатĕрлет: пĕри - вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе, тепри - экзаменра усă курмашкăн.

23 Янв, 2016

Пыл хурчĕ пек ĕçчен Пчелкинсем

Етĕрне районĕнчи Пчелкинсен йăхĕ хăйĕн йышĕпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Вĕсем сакăр сыпăкри тăванĕсене асра тытаççĕ. Çак йăх историйĕ XVI ĕмĕрте Калкаманран çырăнма пуçланă. «Пурнăç йывăçĕ» çулсерен паркаланса пыни куçкĕрет. Йăх тăсăмĕсем 600-е яхăн тăвана тупса палăртма пултарнă.

23 Янв, 2016

Килĕштерчĕ пулас...

«Ку пурнăçра тата мĕн курăп-ши?» - тусăмăн телефон кĕпçинчен илтĕнсе кайнă уçă сасси ирех вăратрĕ. «Час хам кăтартап мĕн курманнине!» - вăрçăнмасăр чăтайăн-и? 6 сехет те çитмен вĕт.

Тусăм темиçе çул пĕччен пурăнать. Упăшкипе уйрăлнă хыççăн йĕркеллĕ арçынсенех таçта çити хăваласа ярать. «Пĕрне те шанма çук, пурте пĕр шуйттан», - эх, пуçланчĕ вара этемлĕхĕн вăйлă пайне «ырласси». Ăçтан тульккăш сăмаххисене тупать?

23 Янв, 2016

"Вести Чувашии", (№ 2 (1470)) от 23 января 2016 года.

Указ Главы Чувашской Республики от 15 января 2016 года № 1 «О награждении государственными наградами Чувашской Республики».

 

Распоряжение Главы Чувашской Республики от 20 января 2016 года № 8-рг.

 

23 Янв, 2016

Павел ГЛОБА: “Мĕн кĕтет пире 2016 çулта?”

Упăте тата Пурăш çулĕсем 90 çулта пĕрре тĕл килеççĕ. Çак пĕрлешÿ чылай вăрттăнлăх, кĕтменлĕх, ăнланманлăх кÿрет. "Чăнкă" улшăнусем политикăра та, экономикăра та, çутçанталăкра та пулса иртеççĕ.

январь 22nd

22 Янв, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 1-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкана Николай Никифоровăн «Мĕнле вĕренетĕн-ха, ывăлăм?» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата капкăнçă курса илтнĕ кулăш ярăмĕ.

Кăларăмра интереслĕ рубрикăсем чылай: "Пĕчĕккисен сăмси шĕвĕр", "Пулать вĕт", "Çÿпçипе хупăлчи", Кулăшпи тухтăр канашĕсем"...

22 Янв, 2016

"Хресчен сасси" 2 /2589/ №. 22.01.2015

22 Янв, 2016

Сĕчĕ - сиплĕ, ашĕ - сĕтеклĕ

«Шанма шан та - тĕрĕсле», - тенĕ халăхра. Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» хуçалăх ертÿçи Эдуард Марушев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май кантурти видеосăнавран куçне илмерĕ темелле, техника паркĕнче тăрăшакансене сăнарĕ. «Шăпăра пĕр çыхăра тытмалла, пĕччен хулă хуçăлать», - ытарлăн палăртрĕ вăл.

Страницы