Архив - 2016

январь 27th

27 Янв, 2016

Кун çути курайман 66-мĕш

"Хыпар" хаçат хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче темĕн те чăтса ирттернĕ. Мана 66-мĕш номерпе çыхăннă пăтăрмах кăсăклантарать. Пĕлес килет: мĕн сăлтавпа кун çути кăтартман ăна? Çав вăхăтра "Хыпар" редакторĕ кам пулнă?

П.РОМАНОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

27 Янв, 2016

Лобачевский чĕртнĕ вучах хĕмленет

Тĕнчипех палăрнă математик Николай Лобачевский /1792-1856/ Куславкка тăрăхне пĕрремĕш хут килсенех килĕштернĕ теççĕ. Унăн чунне Атăл хăй тата ешĕл тавралăх тыткăнланă паллах. Тĕрĕссипе, унти илем камăн кăмăлне ан çавăртăр. Çавăнпа пĕр шухăшламасăрах вăл Куславккара çĕр туяннă.

27 Янв, 2016

Илеме фитнес-аэробика упрать

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе фестиваль иртрĕ. «Аэробикăпа туслă çын сывă та чипер, ырă чунлă та тăрăшуллă, хăюллă та ăнтăлуллă. Илем тĕнчене çăлать, илеме фитнес-аэробика упрать», - теççĕ.

27 Янв, 2016

Маунтинбайк ăсти кĕнеке вулама кăмăллать

Иртнĕ çулхи сезон маунтинбайк ăстишĕн Ольга Терентьевăшăн ăнăçлă пулчĕ: çамрăк спортсменка çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерчĕ тата тĕнче чемпионатĕнчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ.

январь 23rd

23 Янв, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 2 /924/ №. 23.01.2016

23 Янв, 2016

Ют çĕршыв çамрăкĕсем Шупашкарта хăйсене хăтлă туяççĕ

Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме ют çĕршыв çамрăкĕсем çуллен килеççĕ. Студентсен кунĕ умĕн эпир Чăваш патшалăх университечĕн «хăнисемпе» курса калаçрăмăр.

«Пăрахса кайма пултараймарăм»

23 Янв, 2016

Тулли сумкăпа çÿреме кăмăллă

Лăпкăскер кун каçа темĕн те тума ĕлкĕрет вăл. Кил-тĕрĕшре, хуçалăхра та ĕç нумай. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç хĕрĕ качча тухиччен уй-хир хуралçинче тăрăшнă. Ачаран ял илĕртнĕрен шкул хыççăн хулана тухса каяс темен вăл. Пĕр ĕçе те тиркемен сăпайлă та ырă кăмăллă пикене кÿршĕ ял каччи куç хывнă та урăх вĕçертмен.

23 Янв, 2016

Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă

Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Ку чылайăшĕ ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. «Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитет», - тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар.

23 Янв, 2016

Сăмах ăстисене хавхалантарчĕç

Кăрлач уйăхĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявласси йăлана кĕчĕ. Хальхинче те Чăваш патшалăх филармонийĕ уяв хаваслă сассипе тулчĕ. Йышра - пичет ветеранĕсем те, пулас журналистсем те. Шăпах çитĕнекен ăру уява хăйне евĕрлĕ йĕркелеме пулăшрĕ.

23 Янв, 2016

Асăрхануллă пуласчĕ: руль умĕнче те, сукмак çинче те

Мĕнле кăна уяв çук паян! Ыталамалли, тав сăмахĕ каламалли... Çулталăкри кашни кун тенĕ пек - пĕр уяв. Вĕсен пысăк йышĕнче - Пĕтĕм тĕнчери юр кунĕ те. Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне /ăна çапла та калаççĕ/ Йĕлтĕр спорчĕн пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ сĕннипе 2012 çултанпа кăрлач уйăхĕнче ирттереççĕ. Кăçал вăл кăрлачăн 17-мĕш кунĕпе пĕр килчĕ. Уява ирттерме кăмăл тунă Раççейри 24 регион хушшинче Чăваш Ен те пулчĕ. Шупашкарти "Спартак" стадионта иртнĕ ăмăртăва 116 çемье хутшăнчĕ.

Страницы