Кун çути курайман 66-мĕш
"Хыпар" хаçат хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче темĕн те чăтса ирттернĕ. Мана 66-мĕш номерпе çыхăннă пăтăрмах кăсăклантарать. Пĕлес килет: мĕн сăлтавпа кун çути кăтартман ăна? Çав вăхăтра "Хыпар" редакторĕ кам пулнă?
П.РОМАНОВ.
Çĕмĕрле районĕ.
"Хыпарăн" пичетленеймен 19 /66/-мĕш номерне 1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларма палăртнă пулнă. Агапия Алексеевна Николаева /Кармачева/ хăйне редактор-издатель пек кăтартайман пулин те /вăл ертсе пынипе пĕр кăларăм та тухайман/ "Хыпар" биографийĕнче улттăмĕш редактор пек çырăнса юлнă.
1907 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Агапия Николаева Хусан кĕпĕрнаттăрĕ патне "Хусан хулинче чăвашла тухса тăракан хаçата В.Ивановран харпăрлăха илни, малашне "Хыпара" хăй кăларса тăма кăмăл туни çинчен" пĕлтерекен хут янă. Пĕр эрнерен Шалти ĕçсен министерствин пичет ĕçĕсен тĕп управленийĕ ăна хаçат кăларма ирĕк паракан свидетельствăпа тивĕçтернĕ. Тĕп типографин хуçи те хаçат кăларма килĕшнĕ. Ĕçе пуçăнмалли кăна юлнă, анчах...
"Хыпар" редакцине посылка килнĕ. Ун хыççăнах полици çыннисем персе çитнĕ, редакцире шырав пуçланнă. Анчах юраманни нимĕн те тупăнман. Каярахпа çакă палăрнă: посылкăна Питĕртен темле Н.Иванов янă, унта пин экземпляра яхăн вулама чарнă кĕнекесемпе брошюрăсем пулнă. Çак хăрушлăх "Хыпар" кун-çулĕшĕн синкерлĕ килсе тухнă: 1907 çулхи 19-мĕш номер вулакан патне çитеймен.
1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнчи пулăмсем /II Патшалăх Думине салатса яни тата Дума суйлавĕ çинчен йышăннă çĕнĕ саккун/ хаçат кăларассине чĕртсе тăратас ĕмĕте чылайлăха пусарса хунă. Посылкăпа çыхăннă лару-тăру хыççăн А.Николаевăна йĕрлеме пуçланă.
Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе - кун çути курма пÿрмен номерте çĕнĕ редактор пичет кăларăмĕнчи улшăнусем çинчен пĕлтерни, пĕрремĕш чăваш драматургĕн М.Акимовăн пьесин малалли пайĕ, ытти публицистика тата илемлĕ литература произведенийĕсем пулма тивĕç. Редакци архивĕ упранса юлман, çавна май 19-мĕш номер содержанине туллин пĕлме май килмест. Ахăртнех, хăшпĕр страница, авторсен материалĕсем цензор архивĕнче е Хусан кĕпĕрнин жандарм управленийĕнче е кĕпĕрнаттăр канцелярийĕнче тăрса юлма пултарнă.
"Хыпар" хаçат хупăннă хыççăн Агапия Николаева ĕçсĕр тăрса юлнă. 1907 çулхи кĕркунне вăл мăшăрĕпе пĕрле жандармсенчен тарса Сиктĕрме ялне куçнă. Çулталăкран вĕсене каллех йĕрлеме пуçланăран Чĕмпĕре пурăнма кайнă.
Агапия Николаева Октябрь революцийĕ хыççăн та Чĕмпĕр хулинчех пурăнма юлнă, педагогра ĕçленĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Агапия Алексеевнăн мăнукĕ Валерий Валентинович Сергеев Хусан патшалăх университетĕнче литература преподавателĕнче ĕçленĕ.
Комментировать