Асăрхануллă пуласчĕ: руль умĕнче те, сукмак çинче те

23 Кăрлач, 2016

Мĕнле кăна уяв çук паян! Ыталамалли, тав сăмахĕ каламалли... Çулталăкри кашни кун тенĕ пек - пĕр уяв. Вĕсен пысăк йышĕнче - Пĕтĕм тĕнчери юр кунĕ те. Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне /ăна çапла та калаççĕ/ Йĕлтĕр спорчĕн пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ сĕннипе 2012 çултанпа кăрлач уйăхĕнче ирттереççĕ. Кăçал вăл кăрлачăн 17-мĕш кунĕпе пĕр килчĕ. Уява ирттерме кăмăл тунă Раççейри 24 регион хушшинче Чăваш Ен те пулчĕ. Шупашкарти "Спартак" стадионта иртнĕ ăмăртăва 116 çемье хутшăнчĕ.

Çанталăкĕ те уяв иккенне туйрĕ тейĕн, юр вĕçтерчĕ те вĕçтерчĕ... Çук, хастаррисене хăратаймарĕ вăл. Анчах чарăнма пĕлменскер республикăри лару-тăрăва витĕм кÿчех.

Çапла, юрама çук халăха. Малтанах çунă юр ирĕлсех пынăран тавралăх хĕлле те тĕксĕм тăни кăмăлăмăрсене хуçрĕ. Халĕ акă юр çуни те килĕшмест. Ара, сукмак-çула ятарлă службăсем тасатса ĕлкĕреймеççĕ те - утма та çук. Вĕсем те айăплă мар-тăр. Пĕр вырăнта тасатса урăххине куçаççĕ çеç... каллех вĕçтерме тытăнать.

Хулара тротуарсемпе, чăн та, çăмăллăн утма çук. Тем çÿллĕш хÿнĕ юра пур çĕрте те хырма ĕлкĕрейменрен вырăн-вырăнпа çип пек сукмакпа балерина пек авкаланса утма тивет. Хирĕç пулакана ирттерме те çăмăл мар. Кун пек чухне пĕр-пĕрне ăнланмалла пек те... Çын кăмăлĕ те кăра пулать çав. Виçĕмкун курни асăмран тухмасть-ха. Хире-хирĕç пулнă икĕ хĕрарăмран нихăшĕ те айккине пăрăнасшăн пулмарĕ. Тăраççĕ çапла пĕр-пĕрин çулне пÿлсе. Хыçран ыттисем утни те витĕм кÿмерĕ. Ирĕксĕрех пĕç тĕп таран юр ашса айккинчен иртме тиврĕ.

Тепĕр тесен, çуран çÿрекенсене çеç мар, тĕрлĕ транспорта та çăмăл мар кун пек çанталăкра. Кун каçа юр айне пулаканскерне хускатма та çăмăл мар, çулсем хăвăртах юр айне пулнăран кустăрмасем те йывăррăн чупаççĕ. Çавăнпах ятарлă службăсем май пур таран автомашинăсемсĕр тухма чĕнсе калаççĕ кун пек чухне. Вĕсене çул-йĕре тасатакансене чăрмантаракан вырăнта хăварма та сĕнмеççĕ.

Кун пек чухне тирпейлÿçĕсене картиш тулли автомашина ларни те вĕчĕрхентерет: ара, чăрмантарать-çке. Юр хырма килнĕ трактор вĕсенчен пăрăнса иртет, çавăнпах алăпа хырмалли-шăлмалли нумайрах. Нимĕн те тăваймăн. Хăшĕсем кустăрмаллă урхамах лартакан вырăна хăйсемех хырса тăраççĕ. Анчах хăш-пĕр тирпейлÿçе ку та лăплантарас çук. Кÿршĕ çурт таврашне хăтлăх кÿрекен тĕлĕшпе калатăп-ха ку сăмахсене. Ялан мăкăртатса ĕçлет те...

Пире, тепĕр чухне çип пек сукмакпа хĕсĕнсе утаканскерсене, çул-йĕре тасатмаççĕ пек туйăнать пулин те, ку тĕлĕшпе ĕç хĕрÿ вĕрет. Ирĕн-каçăн юр хыраççĕ-тасатаççĕ ĕçченсем. Шупашкар хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ытларикун çеç техникăн 238 единици ĕçленĕ: 165-шĕ - кăнтăрла, 142-шĕ - çĕрле. Çулсем пăрлакланасран 1200 тонна хутăш сапнă, хула урамĕсенчен 15,6 пин кубометр юр тăкнă.

Юр вĕçтернĕрен республикăра çак кунсенче çул çинчи инкексен шучĕ те самай ÿснĕ. Тунтикунпа ытларикун çеç ÇÇХПИ ĕçченĕсем 200 яхăн пăтăрмаха шута илнĕ. 12-шне пысăккисен йышне кĕртмелле, вĕсенче 22 çын шар курнă.

Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче икĕ автомашина пырса çапăннăран тÿрех 5 çын инкек тÿснĕ, вĕсен йышĕнче çулталăкри хĕрача та пур. Çĕмĕрле районĕнчи аварире те тÿрех 3 çын аманнă.

"Çутçанталăкăн япăх çанталăк çук" теççĕ. Хамăрăн çеç асăрхануллă пуласчĕ. Руль умĕнче те, сукмак çинче те...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.