Павел ГЛОБА: “Мĕн кĕтет пире 2016 çулта?”

23 Кăрлач, 2016

Упăте тата Пурăш çулĕсем 90 çулта пĕрре тĕл килеççĕ. Çак пĕрлешÿ чылай вăрттăнлăх, кĕтменлĕх, ăнланманлăх кÿрет. "Чăнкă" улшăнусем политикăра та, экономикăра та, çутçанталăкра та пулса иртеççĕ.

2016 çул, Китай календарьне ĕненес тĕк, Хĕрлĕ Упăте çулталăкĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче лавккара та, пасарта та çак чĕрчун символикиллĕ япала йăтăнчĕ кăна. Анчах та Упăте тилхепене нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа кăна турткалама пуçлать-ха. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара, авалхи перссен календарĕпе килĕшÿллĕн, Пурăш çулталăкĕ пуçланать. Ку календарьте пĕр-пĕр чĕрчун циклĕ вăтăр икĕ çул тăсăлать. Пурăшпа Упăте пĕр-пĕринчен пачах та уйрăлса тăраççĕ. Иккĕшĕ пачах та хире-хирĕçле чĕрчун тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Мĕн кĕтмелле вĕсенчен? Малтанах иккĕшне уйрăммăн тишкерер-ха.

Упăте

Приматсен йăхĕнчен тухнă Упăте - питĕ чее. Унпа кăçал та кичем пулмасси халех паллă. Китай çыннисен шухăшĕпе, пĕртен-пĕр Упăте кăна пурнăçа йĕркесĕрлĕх, кĕтмен улшăнусем кĕртет. 1956 çула аса илĕр-ха сăмахран. Сталин культне пĕр кĕтмен çĕртен çапса аркатрĕç вĕт. Социализм лагерĕнче пулнă çĕршывсем советсене хирĕçле утăмсене те шăпах Упăте çулĕсенче турĕç: 1956 çулта Венгри пăлханчĕ, 1968 - совет танкĕсем Чехословакие кĕчĕç, 1980 - Польша пăтранчĕ...

Упăтерен мĕн кĕтсе илмеллине чăнласах пĕлсе пĕтерме çук. Акă 1932 çулта Гитлер никам кĕтмен çĕртен рейхсканцлер пулса тăчĕ те çулталăкран Германие Виççĕмĕш рейх тесе пĕлтерчĕ. 1944 çулта вермахт офицерĕсем нацизм режимне пĕтерес тĕллевпе Гитлера вĕлерме тĕв тунă. Вĕсем кашни утăма шута илнĕ темелле пек, анчах тĕрлĕ ăнсăртлăха пула бомба чикнĕ портфель фюрертан самай инçете çакланнă, çапла вара вăл сывлăш хумĕпе кăшт аманнă кăна.

1944 çултах çар ăслăлăхне хирĕçлесе тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ "Багратион" операци ирттернĕ, пирĕн салтаксем Беларуç, Хĕвелтухăç Польша, Прибалтика пайĕсене ирĕке кăларнă, Германин "Центр" çар пайне çапса аркатнă. Çав çулах Варшава нимĕçсене хирĕç пăлхав çĕкленĕ, анчах та ăна шелсĕррĕн путарнă. Çав çулах союзниксем Нормандире аранах иккĕмĕш фронт уçнă - ăна пирĕннисем кĕтсе илессе шанма пăрахнă ĕнтĕ.

1968 çул тĕнче историне хурлăхлă пулăмсемпе кĕрсе юлнă - Мартин Лютер Кинга тата Роберт Кеннедие вĕлернĕ. Францире пăлхавсем çĕкленнине пула Шарль де Голль президент пуканĕпе сывпуллашнă. 1992 çул тата мĕн чухлĕ вăрçă илсе килчĕ! Абхази, Таджикистан, Афганистан...

2004 çул. Бесланра, Мускавра, Мадридра - терактсем, Украинăра пĕрремĕш майдан, Чечняра - Ахмат Кадыров президент вилĕмĕ.

Упăте çулĕнче çуралнă вăрçă­сем çын пурнăçне ăссăрла татнисĕр пуçне урăх нимĕн те кÿмеççĕ. Аса илер-ха Иранпа Ирак хушшинче 1980-1988 çулсенче пынă вăрçа, совет çарĕ Афганистанра тăнине. Осетинсемпе ингушсен, грузинсемпе абхазсен 1992 çулта сиксе тухнă хирĕç-тăрăвĕ те çаплах...

Вăрçă-харçăпа кăна мар, çĕр­шывсем арканнипе те асра юлчĕ Упăте çулĕ - Чехословаки шăпах çак тапхăрта ăссăрла вăрçăпа, терактсемпе, тĕрлĕ шăв-шавпа, преступленисемпе кĕрлерĕ. Таçтан такам сиксе тухать те влаçа лекет, политикăра вара никам ăнланма пултарайман ĕç-пуç пулса иртет.

Çутçанталăк пирки те çавнах каламалла. Вулкан сирпĕнни, уçлăхран çĕр çине япаласем ÿкни, çил-тăвăл тухни, çĕр чĕтренни шăпах Упăтепе пĕр килет. Тунгусс метеоричĕ Çĕпĕрте çын пурăнман вырăнта 1908 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче сирпĕннĕ. Таиландра цунами 2004 çулта виççĕр пин çын пурнăçне илсе кайрĕ.

Упăте çулĕ пĕр кĕтменлĕх хыççăн теприне илсе килет. Пĕр пулăма шанса куç пек кĕтетĕн, ун вырăнне пачах урăххи сиксе тухать. Çак чĕрчуна хăйне сăнăр-ха - вăрлать вăл, шавлать, тавлашать, çÿпĕлет, мухтанать, пĕр кĕтмен çĕртен... тапăнать. Бандерлогсем, пĕр сăмахпа! Вĕсем пĕртен-пĕр вăйран хăраççĕ - ертÿçĕрен. Политикăра та Упăте çулĕнче çак чĕрчун кĕтĕвĕнчи евĕр шуса пырать пурнăç.

Пурăш

Халĕ вара Пурăш çине куçăпăр. Вăл - Упăтен антипочĕ: консерватор, çĕнĕлĕхе юратмасть. Иртнине ытларах хаклать, ăна каялла тавăрма тăрăшать. Хăвăлра пурăнакан çак чĕрчун стабильлĕхпе, мăранлăхпа, унтан та ытла, ĕç-пуçа хытарса лартнипе палăрать.

Пурăш вăрçма та, хирĕçме те юратмасть, ытларах чух, пачах тепĕр май, тавлашăва чарса лартма ăнтăлать. Хуçалăхне юратать, тăрăшуллă та типтерлĕскер чухăнлăха чăтма пултараймасть - ыттисене укçа-тенкĕсĕр хăваракансене Пурăшран лекме те пултарать.

Йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн, Пурăш çулĕ пысăк япала туянма юрăхлă, финанс енчен те йăлтах йĕркеллĕ пулмалла. Кăçал ĕçчен, перекетлĕ çынсене ăнăçмалла. Чи кăсăкли - пĕчченнисене. Çук, çемьесĕр тăрса юлнисене мар, хăйсен шухăшне калама хăраманнисене, кĕтÿпе пĕрле пулас тесе вĕрменнисене. Ăнăçу çавăн пекех сутуçăсен енче те пулĕ, анчах та вак-тĕвеке юратмасть Пурăш, çавăнпа та тупăша малтанах пуç тавра çиччĕ çавăрса палăртмалла.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пурăш çулĕнче çуралнă. Профессине те тĕрĕс суйласа илнĕ вăл - Пурăш ятарлă службăсене, вăрттăн пĕрлĕхсене килĕштерет, кирек мĕнле ĕç-пуçа та вĕçне çитиччен тишкерме юратать, анчах та теветкеллĕх уншăн курăмлă мар.

Пурăш историре мĕнпе асра юлнине тишкерер-ха. 1984 çулта Андропов пурнăçран уйрăлсан ун вырăнне чирлĕ Черненко килни политика сцени çине Михаил Горбачева илсе çитерчĕ. Тата вăтăр икĕ çул каялла таврăнар-ха. 1952 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ-1953 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ. Çак тапхăрта Совет Союзĕ Сталинсăр тăрса юлнă. Паллах, ăна никам та ятарласа вĕлермен, анчах та унăн çыннисем халăхсен ертÿçине çăлса хăварас тесе те нимĕн те туман. Сталин юн пусăмĕ ÿснипе асапланнă, çакă тăтăш стрессемпе пĕрле инсульт патне илсе çитернĕ. "Тухтăрсен ĕçĕ” Сталиншăн хăйĕншĕнех приговор пулса тăнă - шурă халатлисене шанманнине пула вăл вĕсен пулăшăвĕсĕр, эмелсĕр чирĕпе куçа-куçăн пĕччен тенĕ пек юлнă. Инсульт пулнăскер вăл икĕ кун пĕр пулăшусăр выртнă - ун патне кĕме те хăранă теççĕ. Анчах çакна ĕненмелле-ши? Çакăн умĕн темиçе çул маларах кăна мунчара вăрах ларакан Сталин патне хуралçисем алăк çĕмĕрсех кĕнĕ - тем ырă мар пек туйăннă та... Инсульт хыççăн вара пурте тутисене пÿрнисемпе хупланă: "Тс-с! Шăпăрт! Ан тĕкĕнĕр, çывăрать вăл!" Ку каварлашса тунă утăм пекех туйăнать - Сталина пĕчченлĕхре вилме хăварнă.

Пурăшран кĕтсе илме пулать çакна. Каç сĕмлĕхĕпе усă курса вăл усал ĕç тăвассинчен пĕрре те шикленмест. Тепĕр чух вĕлерме те пултарать, анчах та нумай чухне - тĕрĕслĕх шыраса кăна.

Сăмах май, ун чухнех, 1952 çулта, чутах ядер вăрçи пуçланман - Корейăна пула. Американсем унăн Кăнтăр пайне хÿтĕленĕ, эпир - Çурçĕртине. Хăватлă хĕç-пăшал пур чух камăн парăнас килтĕр? Эпир кăнтăр Корейăна çĕр питĕнчен çухатма пултарнă, вăл вăхăтра пирĕн ракетăсем Америкăна çити вĕçеймен-ха. Анчах та генсек вилсе кайнă. Телее, каярахпа малтан Маленков, унтан Хрущев хĕрÿлĕхе чакарса тăнăçлăх çулне суйласа илнĕ.

Тĕлĕнмелле мăшăр

Вăт кăçал тĕлĕнмелле хире-хирĕçле икĕ чĕрчун тĕл пулаççĕ: Упăте тата Пурăш. Апла пире тĕлĕнтермĕшсем кĕтеççĕ. Кун пек альянс 1920-1921 çулсенче пулнă. Çав çулсенче палăртнă чаплă проектсем пурнăçа кĕреймен. Совет Союзĕ Польшăпа пуçарнă вăрçă, кĕç-вĕç большевиксем çĕнтермеллискер - Тухачев Польша чиккине çитнĕ ĕнтĕ - кĕтнĕ пек вĕçленмен. Палăртни пурнăçланнă тăк Литвапа Польшăра социализм пулмалла-мĕн. Анчах та вырăссем Варшава патĕнче пысăк çухату тÿсеççĕ. Çавна пула "тĕнче революцине" каярах куçарма тивет. 1921 çул çĕршывра çар коммунизмĕ вăй илет. Социализм идеологийĕ вăйлансах пынă хушăра НЭП чутах буржуази класне çĕнĕрен çуратмасть.

Çапла вара Упăтепе Пурăш 2016 çулта ним ырри те шантармаççĕ. Тен, Европĕрлĕх арканма та пуçлĕ. Паллă политиксемех çухалма пултараççĕ. Раççей санкцисенчен часах хăпса пĕтеймĕ. Качака çулталăкĕнче хирĕç-тăру ытларах спектакле аса илтерчĕ тĕк халĕ выляса кăна мар, чăнласах çапăçĕç. Ĕç-пуç суда та çитме пултарать.

Çапах та хăраса ÿкме кирлĕ мар. Çак мăшăртан лайăххине те кĕтсе илме пулать. Истори те çавнах çирĕплетет. Калăпăр, 1921 çулта НЭП пирĕн çĕршыва граждан вăрçин тата çар коммунизмĕн аркатăвĕнчен сыхласа хăварнă. Кĕтменлĕх япăххи кăна мар, лайăххи те пулма пултарать-çке. Тĕрĕсрех, шăпах кĕтменни йăтăнса анма пултарать. Лайăххине шанатăн - усал хыпар илтетĕн, усаллине хатĕрленетĕн - шăпа ыррипе савăнтарать.

Чи кăткăс тапхăр пуш /9 тата 23-мĕшĕнче/ тата авăн /1 тата 16-мĕшĕнче/ уйăхĕсенче пулма пултарать - шăпах çак кунсенче хĕвелпе уйăх хупланаççĕ. Кун пек чухне вара мĕн те пулин сиксе тухасса кĕтсех тăр. Шăпах çакăн пек кунсенче Тунгусс метеоричĕ ÿкнĕ тата 2004 çулта çĕр питне шыв хупланă.

Раççей историйĕнчи çакăн пек кунсем уйрăммăн çырăннă - 1917 тата 1991 çулсенче. Ун чухне мĕн пулса иртнине вулакан ас тăвать-тĕр.

2016 çулта отпуска лайăх планламалла, мĕншĕн тесессĕн авăн уйăхĕ ыррине шантармасть. Çак уйăхран маларах е каярах кансан аванрах. Лăпкă океан тăрăхĕнче, Хĕвелтухăç Çĕпĕрте, Индире, Китай кăнтăр пайĕнче çутçанталăк инкекĕсем пулма пултараççĕ. Халĕ Бали тата Хайнань утравĕсем модăна кĕчĕç - анчах та авăн уйăхĕнче унта кайма тăхтамалла. Европа е Кариб тăрăхне суйлани хăрушсăртарах. Раççей вăтам тăрăхне, Европа çурçĕр пайне пĕр шиксĕрех çула тухма юрать. Евро тата доллар курсĕ ÿссех пынине шута илсен пĕрремĕшĕ меллĕрех те пек.

Валюта тенĕрен, унран та темĕн те кĕтсе илме пулать. Тин кăна тĕнче пĕтнĕ пек туйăнать, пăхатăн та - хĕвел кулса ярать. Пурăнатпăр-ха апла, йăлтах япăхах та мар иккен. Валюта енĕпе такам пысăк тупăш курассишĕн вылять - çавă кăна.

Пурăнмалли çурт-йĕр, чаплисен - пушшех те, хакĕ тĕлĕнмелле хăвăрт чакать. Рублевкăра çуррине яхăн тенĕ пек çурчĕсене сутассине пĕлтернĕ. Тем пысăкăш çурта тытса тăма, унта ĕçлекенсене тÿлеме йывăрлансах пырать. Анчах та сутакансем ыйтакан хакпа туянас текенех çук. Хаксем вара пĕр вырăнта тăма хăнăхман, майĕпен пулин те аялаллах шăваççĕ. Упăте нумай хваттерлĕ çуртсенче те хуçаланать. Пысăк лаптăклисен хакĕ чакасси, ЖКХ тарифĕсем вара ÿсесси куçкĕрет. Пĕчĕк хваттерсем кăна хуçаланĕç пасарта.

2016 çул Тухăç гороскопĕн уйрăм паллисем валли мĕн илсе килĕ? Çакна çитес номерте тишкерĕпĕр.

/«7 Дней»/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.