Тытман студент - вăрă мар...

23 Янв, 2016

Студентсен хĕрÿ тапхăр пырать: сесси. Хăшĕ-пĕриншĕн пĕрремĕш вăл, теприсем зачет-экзамен тытмалли йĕркепе, вăрттăнлăхсемпе паллашса çитнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те кашниех шпаргалка хатĕрлет: пĕри - вĕреннине çирĕплетес тĕллевпе, тепри - экзаменра усă курмашкăн.

«Пĕрремĕш курсри пĕрремĕш экзамен. Яваплăха туйса кашни билетах вĕреннĕччĕ, шпаргалка пач хатĕрлеменччĕ. Билетри икĕ ыйтăва та çыртăм. Тахăш самантра преподаватель аудиторирен тухрĕ те, пурте сĕтел айĕнче чăштăртаттарма пикенчĕç. Çав шутра - ман хыçра ларакан тусăм та. Тен, мĕн те пулин аса илмесĕр сиктерсе хăвартăм пулĕ тесе унран мана лекнĕ ыйту хуравне илтĕм. Нимĕн çĕнни те çукчĕ унта, анчах шпаргалкăна пытарма ĕлкĕреймерĕм - преподаватель каялла кĕчĕ те ретсем хушшипе иртрĕ. Алă айне хунă хута асăрхарĕ - çавăншăнах «4» палла çеç тивĕçрĕм. Çакăн хыççăн хама текех нихăçан та шпаргалка çырмăп та, унпа усă та курмăп тесе сăмах патăм.

Пурне те вĕренме ĕлкĕрейменрен тепĕр чухне экзамена хатĕрленмесĕр кайни те пулнă. Кун пек чухне хам пĕлменнине вĕрентекене уççăн калама хăраман. «Кăмăл пуррисене тÿрех «3» лартатăп. Кам килĕшет?» - терĕ аслă курсра ăс пухнă чухне пĕр преподаватель. Алă çĕклекенсем иккĕн пултăмăр. Анчах ман пĕлĕве кун пек хакласшăн пулмарĕ хайхи. «Пĕлместĕп-ха та...» - тетĕп ăна. Вăл мана каялла ларма хушрĕ. Ыттисем хуравласа пĕтеричченех тытрĕ. Шпаргалкăпа усă курма хăтланманнишĕн хисеплерĕ-ши - «4» лартса пачĕ. «Нимĕн те пĕлмен çын хăй пĕлменнине нихăçан та йышăнмасть», - йăл кулчĕ хăй.

Шпаргалка çырман тесе суеçтеретĕп-ха. Патшалăх экзаменне тытнă чухне хатĕрленĕччĕ ăна, пиншак айне кĕсье çĕлесех чикнĕччĕ, усă та курнăччĕ», - каласа кăтартать пĕр çывăх пĕлĕшĕм.

Шпаргалка хатĕрлемелле-и? Экзаменра пĕлмен ыйту лексен мĕн тумалла-ха? Çак ыйтусемпе ĕнерхи студентсене чăрмантартăмăр.

Олег ДМИТРИЕВ, РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи:

- Кашни экзаменах вĕренсе кайма тăрăшнă, хатĕрленнĕ чухне мĕн вулани-çырнине логика тĕлĕшĕнчен ăнланса ас туса юлма ăнтăлнă. Шпаргалкăсем те тăтăшах çырнă, анчах та вĕсемпе нихăçан та усă курман. Хам пултарайманран мар, кирлĕ мартан. Вĕсене çырнă май информаци пуçа кĕретех, мĕн вĕренни те аса килетех. Çавăнпах шпаргалка çырнинче нимĕн япăххи те курмастăп, çырмалла та, анчах хуравланă чухне пуçа çавăрттармалла.

Пăтăрмаха та çакланса курнăччĕ. Пĕррехинче çапла экзамена маларах кайрăмăр. Кĕрсе ларсан ăнлантăмăр: эпир пĕлтĕрхи ыйтусемпе хатĕрленнĕ, шпаргалкăсем те вĕсемпех çырнă. Экзаменра вара пачах çĕнĕ билетсем. Çаврăнăçуллă пулма тиврĕ. Пуçри мĕнпур шухăша пуçтарса политикăпа право вĕренĕвĕн историйĕпе те экзамен тытрăм. Ку предмет философие те, патшалăх правин теорине те, Раççей тата ют çĕршыв правин историне пĕрлештерет. Тĕрлĕ курсра мĕн вĕреннине аса илме тиврĕ.

Экзаменра пĕлмен-хатĕрленмен, шпаргалка çырман ыйту çаклансан тÿрĕ чунлă пулмалла - кун пирки уççăн пĕлтерсе экзамена тепĕр хутчен хатĕрленсе килмелле. Унсăрăн эпир начар специалистсем пулăпăр.

Алена МОРОЗОВА, Шупашкар хула администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ:

- Шпаргалка хатĕрлемен студент çуках ĕнтĕ. Эпĕ те çаплах. 2-мĕш курсчен алăпа çыраттăм вĕсене. Виççĕмĕш курсран пуçласа вĕсене пичетлесе хатĕрлеме пуçларăм. Хăшне-пĕрне Интернетра тупаттăм, теприне хамах пичетлеттĕм - кун пек шпаргалка тăвас вăхăт сахалрах илет.

Хатĕрленĕ кăна мар, вĕсемпе хушăран усă та курнă. Вăрттăн пăхас тесе парта айне пуçа пĕксе те ларман. Кирлĕ хута çанă ăшĕнче шыраса тупаттăм та билет айне сĕтел çинех кăларса хураттăм. Çырса илессишĕн хыçалти рете те вырнаçман, малтинех ларнă. Преподавательсем çакна, тен, курнă та пулĕ, анчах нихăçан та каламан, асăрхаттарман, алăран ярса тытман. Пĕррехинче çеç, хамăрăн куратор экзамен тыттарнă чухне, сăмах лекрĕ. Эпĕ иккĕмĕш ретре ларатăп. «Пурте шпаргалкăпа усă куратăр-çке. Алена, эсĕ те», - терĕ. «Çук-çке», - икĕ алла çÿлелле çĕклерĕм. Шпаргалка вара билет айĕнчехчĕ.

Паллах, пĕлмен-хатĕрленмен ыйту та лекнĕ. Кун пек чухне чи кирли - çухалса каймалла мар, пуçа çавăрттарсан мĕн те пулин шухăшласа кăларма пулатех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.