«Капкăн» журналăн кăçалхи 1-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

22 Янв, 2016

Хуплашкана Николай Никифоровăн «Мĕнле вĕренетĕн-ха, ывăлăм?» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата капкăнçă курса илтнĕ кулăш ярăмĕ.

Кăларăмра интереслĕ рубрикăсем чылай: "Пĕчĕккисен сăмси шĕвĕр", "Пулать вĕт", "Çÿпçипе хупăлчи", Кулăшпи тухтăр канашĕсем"...

"Те кулмалла, те йĕмелле" ярăм вулакана тăван чĕлхене хисеплеме чĕнет. «Тăван чĕлхе, Турă пекех, пăтăрмаха лексен тÿрех аса илетпĕр, ахаль чухне вара манса каятпăр», - тени пирĕн пурнăçра час-часах тĕл пулать.

"Ан та кала", "Йĕплĕ йĕркесем", "Ĕçкĕ çулĕ шуçлак" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта Л. Саринен "Ырă чунлă арçын" калавне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.