Пыл хурчĕ пек ĕçчен Пчелкинсем

23 Янв, 2016

Етĕрне районĕнчи Пчелкинсен йăхĕ хăйĕн йышĕпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Вĕсем сакăр сыпăкри тăванĕсене асра тытаççĕ. Çак йăх историйĕ XVI ĕмĕрте Калкаманран çырăнма пуçланă. «Пурнăç йывăçĕ» çулсерен паркаланса пыни куçкĕрет. Йăх тăсăмĕсем 600-е яхăн тăвана тупса палăртма пултарнă. Ку ĕçе аслă çултисем те, çамрăксем те ăс-тăн хушнипе, чун ыйтнипе пурнăçласа пыраççĕ. Йăх-несĕл ячĕсене 4 метр сарлакăш хут çине çырнă. Ĕлĕк-авал çемьесен списокне чиркÿре çырса пыни те çăмăллатнă вĕсен ĕçне. Халĕ çак документ Кăкшăм шкул музейĕнче упранать. Арçынсен ячĕсене - чи малтан, хĕрарăмсенне уйрăм çырса палăртни хальхи пурнăçпа килĕшсе тăмасть паллах. Паян арçын та, хĕрарăм та пĕр тан праваллă! Çакă йăлтах - историе юлнă аваллăх.

Пăчанарсем хатĕрленĕ «Астăвăм кĕнекинче» Пчелкинсен йăхĕпе паллаштарни те пысăк вырăн йышăнать.

Пуçламăшĕ

«1961 çулта Иван Пчелкинăн килĕнче йăх йывăçне куртăм. Ашшĕ каланине хĕрĕ Валентина çырса пыратчĕ», - палăртса хăварнă Анатолий Петров. Дзержинскран тăван тăрăха отпуска килмессерен çак ĕçе малалла тăснă вăл. Çав вăхăтрах ыттисене те кăсăклантарма май тупнă. Инженер-химикра вăй хунăскер çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Анчах унăн сăнарĕ чĕррисен асĕнче. Хăй вăхăтĕнче «Пурнăç йывăçĕн» схемине 100 ытла экземпляр пичетлесе килнĕ вăл. Пурне те тăванĕсене валеçсе панă.

Федор Иванович Палтай прихутĕнче чиркÿ старостинче ĕçленĕ. Вĕлле хурчĕ тытаканскер хăнасене яланах пылпа кĕтсе илнĕ. Çакă килен-каяна хисеп тунине пĕлтернĕ. Çавăнпах Пчелкин хушамат çыпăçнă ун çумне. Пыл хурчĕ пекех ĕçчен çак йăх çыннисем. Вĕсен йышĕнче вĕрентекенсем те, тухтăрсем те, инженер-программистсем те, менеджерсем те, бухгалтерсем те... пур. Вĕрентекенсен ĕç стажĕ, тĕслĕхрен, 100 ытла çулпа танлашать.

Ялта пурăнакан Пчелкинсен йăхĕ халĕ те вĕлле хурчĕ тытать. Çаплипех ял-йыша чĕресри пылпа хăналаççĕ вĕсем. Йăх-несĕлĕ çăка тункатин хăвăлĕнче хурт-хăмăр тытнине те ас тăвать аслă ăру. Пылĕ, чăнах, сиплĕ!

Иерусалима çити

Пчелкинсене тăванлăх туйăмĕ çыхăнтарнине кирек кам та тÿрех ăнланса илĕ. Мана Пăчанарта тата Кăкшăмра пурăнакан Виталий Ивановичпа унăн мăшăрĕ Людмила Александровна, Ираида Николаевна, Вера Васильевна, Маргарита Анатольевна çак йăх вăйне, хăватне туйса илме пулăшрĕç.

Йăх йывăçĕ çинче 11-мĕш çырăннă Иустиния, Леонтийăн хĕрĕ, XVIII ĕмĕрте Турра ĕненекенсемпе пĕрле Иерусалима çуран кайса килнĕ. Унтан чечек вăрри илсе таврăннă вăл. Ăна çыран хĕррине акнă. Кăвак çеçкеллĕскерне ял халăхĕ Иустини курăкĕ ят панă. Вăхăт иртнĕçемĕн ÿсен-тăран сарăлса кăна пырать.

Чи хисепли

Мария Захаровна - халь пурăнакансенчен чи асли. Тукас хĕрарăмĕ кăçал 100 çул тултарать. Унăн мăшăрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. 3 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине кăлармашкăн, паллах, çăмăл пулман пĕччен хĕрарăма. Вăрăм ĕмĕрлĕскер халĕ кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать.

Тыл ĕçченĕ ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Шăпах Мария Захаровна пек хĕрарăмсен тăрăшулăхне пула ырă ят çĕнсе илнĕ те «Ленинская искра» хуçалăх.

Новосибирск хăни

1940 çулта Пăчанарти 4 çемье Новосибирска куçса кайнă. Малтанах çуралнă тăрăха татăш килсе çÿренĕ-ха вĕсем. Çулсем иртнĕçемĕн, шел те, тăванлăх çыхăнăвĕ вăйсăрланса пынă.

Пĕлтĕр çулла вара Алексей Холод çемйипех Новосибирскран Чăваш Республикине тăванĕсене шыраса килсе тухнă. Унăн арăмĕн йăх тымарĕсем те пирĕн тăрăхранах. Пĕрре уяв кĕрекинче чăвашсемпе пĕрле хăналаннă чухне Пчелкинсем пирки сăмах пуçарнă вăл. Çийĕнчех çак йăх çыннисене пĕлекен те тупăннă.

Йăх-несĕл çулне Чăваш Енри тăванĕсемпе пĕрле йĕрлеме пуçланă Алексей Григорьевич. «Пурнăç йывăçне» хатĕрлемен тĕк тăванĕсем çинчен каласа кăтартмашкăн пĕрре те çăмăл пулмĕччĕ Пăчанарсене.

Тĕлпулу саманчĕсем сăнÿкерчĕксенче сăнланса юлнă. Тăванĕсен хушшинче Алексей Холод хăйне хăтлă туять. Малашне те çакăнта кĕтнине пĕлсе хаваспах инçе çула тухĕ вăл.

Федор Ивановичăн юппи

Пурин çинчен те каласа кăтартма май çук. Çавăнпах Федор Ивановичăн юппине илес терĕм. Вăл 1862 çулта çут тĕнчене килнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 8 ача çуратнă. Тенкĕ çумне пус хушма тăрăшакан унăн çемйине кулак йышне кĕртнĕ. Тарçă тытман вĕсем. Те лайăх пурăнасшăн ăнтăлни килĕшмен хăшне-пĕрне? Федор Ивановичăн тĕп килне туртса илнĕ, çак вырăнта шкул уçнă. Кĕлечĕсене пăснă.

Нимсĕр юлнăскерсем çĕр пÿртре выртса тăнă. Пчелкинсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çак вырăн сыхланса юлнине те палăртса хăварас килет.

Пĕр ывăлне - Иван Федоровича - Архангельск облаçĕнчи тĕрмене хупнă. 1944 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнма ирĕк ыйтнă вăл. Йĕрке сыхлавçисем хирĕçлемен. Анчах «халăх тăшманĕ» ят илтнĕскертен вăрçăра та куç вĕçертмен. Пĕр çапăçура ăна пуçран амантнă. Суран ÿт илсен хирурги куçса çÿрекен госпитальне çыруçа çирĕплетнĕ Иван Федоровича. Апат-çимĕç ыйтăвне татса парас енĕпе те ĕçленĕ, санитарсене те пулăшнă хастар салтак. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн» тата ытти медале тивĕçнĕ вăл. Тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăннă. Колхоза кĕнĕ. Малтан бригадирта, унтан чăх, сурăх фермисен пуçлăхĕнче тăрăшнă.

Йăх йывăçне хатĕрлемешкĕн ăна пиччĕшĕсем Григорипе Василий нумай пулăшнă. Григорий Федорович - шăпах Вера Васильевнăн аслашшĕ. Вăл пулас кинне хăй суйланă теççĕ. Пурнăç тути-масине астивнĕскер ĕçе юратаканнине, тирпейлине шыранă. Унăн мăшăрĕ те чăтăмлă, ăслă пулнă. «Кĕркури арăмне вĕрен явсассăн та каялла вĕçертсе ярсан каллех хамăн кинех пулать», - ахальтен мар кинĕ пирки çапла каланă Федор Иванович.

Вера Пчелкинăн ашшĕ Василий Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан бухгалтерта ĕçленĕ. Яваплăхĕшĕн хисепленĕ ăна ял-йыш. Вăрçă ветеранĕ хăйĕн пурнăçĕ, колхоз, çĕршыв аталанăвĕ çинчен кĕнеке те çырнă. Ку та хальхи ăрушăн пысăк тупра.

Ĕлĕк Пчелкинсем те 10-12-шерĕн пĕрле пурăннă. Пĕр ывăлĕн çемйи уйрăлса тухма пуçтарăнсан пысăк йышпах ĕçе пуçăннă. «Çынсем çывăрса тăриччен вăрмана кайса йывăç тиесе килеççĕ», - тенĕ вăр-вар та çаврăнăçуллă Пчелкинсем пирки кÿршисем.

Нумаях пулмасть Пчелкинсен йăхĕнчи Маргарита Кольцовăна Кăкшăм ял администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетрĕç. Ют çĕршыв ялхуçалăхĕн опычĕпе усă куракан хĕрарăм çинчен хамăр хаçатра çырнăччĕ. Çак çемьен килте те выльăх-чĕрлĕх нумай. Çĕр ĕçне те юратаççĕ вĕсем.

Пчелкинсем хăйсен йăхĕ çинчен хулăн кĕнеке кăларасшăн. Асаилÿсене пуçтарма пуçланă ĕнтĕ. Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем те кирлĕ пулĕç. Телее, хальхисем кăна мар, ĕлĕкхи те нумай вĕсен. Ку кĕнеке Пчелкинсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те кăсăклă пуласси иккĕлентермест. Çак çынсен шăпи, кун-çулĕ урлă çĕршыв историйĕ çырăнать-çке.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.