ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Çурлан уйăх циклĕ çĕнĕ уйăхран пуçланать, çавăнпа малтанхи виçĕ кун сывлăха упрамалла, апатлану йĕркине пăхăнмалла. Тулса пыракан уйăх тапхăрĕнче куллен уçăлса çÿрени тата тулта виçеллĕ вăй хурса ĕçлени сывлăха чылай çирĕплетме пулăшать. Уйăхăн иккĕмĕш çурри гимнастика валли тата вăрах чирсенчен сипленме меллĕ.
Сурăх /Овен/
Сурăхсен çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурринче биохăват ÿссе пырать. Анчах аппетит вăйланни, пылакпа ытлашши иртĕхни япаласен ылмашăнăвне пăсма, самăрлатма пултарать.