Надежда КИРИЛЛОВА

3 Çурла, 2016

Атте çулĕпе - Брест крепоçне

2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Беларуçри «Буг» санаторире кантăм, Брест крепоçне çитсе куртăм. Тĕрĕссипе, ăна курма ятарласа кайрăм. Крепоç музейĕнче пултăмăр, хÿтĕлев тăрăхĕсене кăтартса çÿрерĕç, çапăçусем çинчен каласа пачĕç.