Комментари хушас

3 Çурла, 2016

Атте çулĕпе - Брест крепоçне

2015 çулхи çĕртме уйăхĕнче Беларуçри «Буг» санаторире кантăм, Брест крепоçне çитсе куртăм. Тĕрĕссипе, ăна курма ятарласа кайрăм. Крепоç музейĕнче пултăмăр, хÿтĕлев тăрăхĕсене кăтартса çÿрерĕç, çапăçусем çинчен каласа пачĕç. Халĕ музей вырнаçнă çурта нимĕçсем чăл-пар аркатнă. 1956 çулта ăна çĕнĕрен хăпартнă. Ишĕлчĕк айĕнчен кăларнă экспонатсем, тĕрлĕ документ 4 пине яхăн. Музее хамăн «Щепкин шкулĕ. Пĕрремĕш чăваш студийĕ» кĕнекене парнелерĕм. Хуплашкине уçса çапла çыртăм: «Ман атте Степанов Мефодий Степанович Брест крепоçне хÿтĕленĕ. Эпĕ — унăн хĕрачи, актриса. Çак кĕнекере ун çинчен хам мĕн пĕлме пултарнине çырса кăтартнă».

Чăвашсем те хÿтĕленĕ

Музейре сăнÿкерчĕк чылай. Тăван ялта — Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкассинче — çуралса ÿснĕ, Бреста хÿтĕлесе паттăррăн вилнĕ Александр Лазаревич Лазаревăн /1911 çулхи/ та пур. Вăл 1930 çулсенче Чăваш рабфакĕнчен, Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче ĕçленĕ. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, Бреста лекнĕ. Юлашки çырăвне яла 1941 çулхи çу уйăхĕнче янă. Ашшĕ ун çинчен нимĕн те пĕлмен. Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнчен тăшмана хăваласа кайсан ăна шыраттарма çар комиссариатне çыру янă. Унтан А.Лазарев 1941 çулхи чÿк уйăхĕнче хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. Анчах вăл крепоçа хÿтĕлесе вилни çинчен тыткăнран тарнă Илья Алексеевич Алексеев /Елчĕк районĕ, Тăрмăш ялĕ/ 1950 çулсенче каласа панă. Иккĕшĕ Брестри полк шкулĕнче вĕреннĕ, кĕçĕн командир пулма хатĕрленнĕ. 1970 çулсенче Чăрăшкассинче Лазарева асăнса парк уçнă.

Крепоç лаптăкĕ пысăк. Буг тата Мухавец юханшывĕсем ăна темиçе пая уйăраççĕ. Пирĕн экскурси тĕп утрав çинчи Цитадельте иртрĕ. Хăшпĕр çурта вăрçă хыççăн юсанă, пысăк пайĕн ишĕлчĕкне çаплипех хăварнă. Вĕсен умĕнче чарăнса тăратпăр. Истори палăкĕсем çине хăпарса çÿреме юраманнине аса илтерекен хăмасем пур. Крепоçа Çурçĕр енчен пилĕк çăлтăрлă хапхаран кĕреççĕ. Ю.Левитан диктор сасси илтĕнсе каять. Вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн «Священная война» юрă янăрать. Экскурсовод вăрçăн пуçламăш кунĕсем çинчен каласа панипех чунра сÿ! те сÿ! тăвать. Буг хĕррине шыв ăсма каскăпа пынă салтак скульптурине лартнă. Ĕçмелли шыв памалли пăрăхсене, оборудование нимĕçсем малтанхи сехетсенчех бомбăсем пăрахса сывлăша сирпĕтнĕ.

Шурă двореца артиллери-минометран персе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче аркатнă. Вăрçă хыççăн путвалĕнче салтаксен, хĕрарăмсемпе ачасен виллине нумай тупнă, вĕсене паттăрсен аллейине пытарнă. Цитадель варринче — Хĕç-обелиск. Аякранах курăнать, çÿллĕшĕ 32 метр. 1022 çын вилтăпри çинче — гранит плитасем. Вĕсене 1971 çулта вырнаçтарнă, умĕнче кунĕн-çĕрĕн çулăм ялкăшать. Крепоçа тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕ хÿтĕленĕ. Чăвашсем те йышлăн çапăçнă. Чылайăшĕн хушаматне палăртман. Плита çинче А.Лазарев хушаматне тупрăм. Вĕçĕмсĕр хĕмленекен çулăм патне чечек хунă хыççăн Холмск хÿми еннелле утатпăр. Пирĕннисем пĕрремĕш контратакăна çĕкленсе нимĕçсен штурмлакан ушкăнне аркатнă. Вĕсене полк комиссарĕ Ефим Моисеевич Фомин ертсе кайнă. Нимĕçсем ăна персе пăрахнă. Кашни ишĕлчĕк патнех çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа кулленхи çапăçусем çинчен çырса çапнă.

333-мĕш полк казарми

Унăн ишĕлчĕкне шыратăп. Карттă çинче ăна 28-мĕш номерпе палăртнă. Çветтуй Николай чиркĕвĕ патне çывхартăм. Хыçĕнче гвардеецсен 333-мĕш полкĕн казарми пулнă, путвалĕ упранса юлнă. Унта çапла çырнă: «Руины казармы 333 стрелкового полка. В июне-июле 1941 года здание, подступы к нему и Тераспольским воротам защищали подразделения 333 и 44 стрелковых полков, пограничники 17 Краснознаменного пограничного отряда, группы бойцов 31 автотранспортного, 132 конвойного отдельных батальонов». Куçран куççуль пăчăртанса тухрĕ. Вăрçă пуçланнă кун çак çурт казарминче манăн атте Мефодий Степанович Степанов тата унăн пиччĕшĕ Хĕветĕр те пулнă.

22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре иртнĕ митинг-реквиема тата вăрçă реставрацине куртăм. Унта Беларуçран, Раççейрен, Эстонирен, Литваран, ытти çĕршывран килнисем хутшăнчĕç. Вăл 3-4 гектар çинче 2 сехет ытла тăсăлчĕ. Акă пĕрремĕш «бомбăсем» ÿксе çурăлчĕç, «нимĕçсем» тапăнса килчĕç, «хĕç-пăшал» кĕрр те кĕрр! кĕрлерĕ.

И.Матросовпа В.Бур­ми­стровăн 1984 çулта «В Бресте, в 1941-м…» кĕнеки пичетленнĕ. Унта çапла çырнă: «По свидетельству живущих ныне участников обороны, их в Брестскую крепость осенью 1939 года прибыло не менее 800 человек. Шестая рота 125-го стрелкового полка, например, почти вся состояла из уроженцев Чувашии. Немало их было в пятой, седьмой и восьмой ротах, а первая пулеметная /333 полк/ на 75 процентов состояла из чувашей». Çав çул ку кĕнекене мана театрăн труппа ертÿçи Анатолий Большаков кăтартрĕ. Вăл атте хушаматне асăрханă: «Интересно отметить, что среди известных нам бойцов 333-го полка чуть ли не треть — выходцы из Ибресинского района. Это Федор Авдеев, Иван Васильев, Борис Григорьев, Лазарь Данилов, Дмитрий Зиновьев, Алексей Евграфов, Алексей Краснов, Александр Лазарев, Иван Малышев, Илья Матвеев, Егор Максимов, Иван Мешков, Павел Попов, Константин Родионов, Федор Степанов, Иван Толстов и Мефодий Степанов».

Тăвансемех ÿпкеленĕ

Аттене кăштах çеç астăватăп. Эпĕ 7 çулта чухне вăл пурнăçран уйрăлчĕ. Шкул вĕрентекенĕччĕ, вăрăм тир плащпа çÿретчĕ, сăран атти пылчăклă çанталăкра та çап-çутăччĕ. Урока хатĕрленсе çырнă тетрачĕсем — куç умĕнчех. Краççын çутипе уроксем ирттерме хатĕрленсе ларатчĕ.

1965 çул. Анне ĕçре, аппасем шкулта. Атте мана тĕпсакайĕнчен улма илсе хăпарма хушрĕ. Хам хăратăп: унта — шăши, шапа!.. Атте аллипе тытса мана сакайне антарчĕ, калаçрĕ — ан хăратăр терĕ пулас. Икĕ алла пĕрер улма тытса çÿлелле çĕклерĕм. Атте тĕпсакайĕнчен кăларчĕ. Шапа та, шăши те алла лекмерĕ. Савăннăран чĕре часах лăпланчĕ. Иксĕмĕр апат пĕçерсе çирĕмĕр.

Тепрехинче çĕрле вăранса кайрăм. Аппасем, анне макăраççĕ. Атте тин çеç киле çитнĕ, чĕркеленнĕ питлĕ: юн юхать. Атте Брестра нимĕçсен тыткăнне лекнине эпĕ ун чухне пĕлмен. Мана никам та каламан. Атте çемйинче 2 хĕр Укашпа Елькка, 4 ывăл — Петĕр, Хĕветĕр, Иван, Мефодий — çитĕннĕ. Вăрçă тата тыткăн асапне тÿссе вĕсенчен атте çеç тăван килне таврăнайнă. Петĕр пиччĕшĕн ÿссе çитĕннĕ ачисем атте тыткăнран çăлăннине нумай çул иртсен те каçарма пултарайман…

С.Смирнов 1956 çулта Брест çинчен «Герои Брестской крепости» кĕнеке кăларнă. Унпа паллашса СССР Оборона министерстви 1956 çулта Мускавра крепоç паттăрĕсене асăнса тĕлпулу ирттернине пĕлтĕм. «После того, как летом и осенью 1956 года я выступил по Всесоюзному радио с рассказами о поисках героев Брестской крепости, на мое имя пришло большое количество писем со всех концов страны», — тенĕ автор.

«Сывалатăпах!..»

1961 çулта Шупашкар пульницинче сипленнĕ чухне атте анне патне çырнинчен: «Халĕ хама аванах туятăп. Малтан икĕ хутлă çурт картлашкине хăпараймиех пулнăччĕ. Температура 38-39 градусран чакмарĕ. Халĕ вăл кирлĕ чухлех, анчах вăйсăррипе сывлăш тухмасть. Ачасене курас килекен пулчĕ, анчах ним тума май çук. Надечка та пысăкланчĕ пуль, хăй чĕлхипе калаçать пуль текен шухăш пырса кĕрет. Эс маншăн ан хăра, эп тĕрмере мар, вăрçăра мар, сывалатăпах…»

Вăрçăн улттăмĕш кунĕнче тыткăна çакланнăскере юлташĕсемпе пĕрле Минск çывăхĕнчи лагере хăваласа пынă. Унтан каллех — урăх лагере. Темиçе хут тарма хăтланнăшăн ăна Австрири Маутхаузен лагерьне янă. Маларах асăннă кĕнекесем те, И.Алексеев та атте çулне йĕрлеме пулăшаççĕ. Елчĕк каччи 333-мĕш полк салтакĕ пулнă, тыткăна çакланнă, концлагере лекнĕ, унтан тарнă.

Австрири Линц хулинчен 25 çухрăмри Маутхаузен концлагерĕнче тыткăнран темиçе хутчен те тарнă совет салтакĕсене асаплантарнă. Вĕсене 20-мĕш блока вилмех хупнă. 1945 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çĕрле кунта таракансен ушкăнне йĕркеленĕ. 500-е яхăн совет салтакĕ: «Тăван çĕршывшăн! Малалла!» — тесе пăлхава çĕкленнĕ. Вышкăсенчи, ытти çĕрти нимĕçсене вĕлерсе, пулемет-автоматне туртса илсе лагерьтен 400-ĕн ирĕке тухнă. Ура çинче тăрайман 70 яхăн çын хăйĕн тумтирне таракансене парса выртса юлнă. 100-шĕ юр тăрăх инçете чупайман: хаяр йытăсем е пульăсем хăваласа çитнĕ. 300-шĕ темиçе ушкăна пайланса вăрман енне чупнă, нимĕçсенчен хресченсем пытанма пулăшасса шаннă. Шел, вĕсем нумайăшне фашистсене сутнă, вĕлернĕ е çурчĕсене кĕртмен. Лагерь командованийĕ тарнисене тытса крематорире çунтарма хушнă, вилесене шкул картишĕнче шаршанланă, кайран çунтарса янă. Анчах пурне те тытайман.

Вĕсем çăлăннă

400-шĕнчен 19-шĕ тарса ÿкме пултарнă! Австри хĕрарăмĕ килĕнче 2 таркăна 92 талăк пытарса пурăннă. Чуралăхран хăтăлнисенчен хăшĕ-пĕри паллă мар. Кĕнекере 7-шĕн хушамачĕ пур: В.Украинцев /Ростов облаçĕ/, И.Битюков /Луганск облаçĕ/, И.Бакланов /Курган облаçĕ/, В.Соседко /Краснодар/, А.Михеенков /Смоленск облаçĕ/, В.Шепетя /Полтава/, И.Сердюк /Донбасс/.

Атте Швейцари чикки еннелле чупнă. Тыткăнри салтаксене пулăшакансем Швейцарире те пулнă. Атте чĕрĕ юлнă. Тăван яла 1945 çулхи кĕркунне таврăннă. Тĕрĕслев витĕр тухсан, 1946 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнчен, Чăрăшкасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Лагерьте нуша нумай тÿснĕ пулин те çынлăхне çухатман. Учительте 33 çул вăй хунă. Нумай ачашăн юратнă вĕрентекен пулнă.

Надежда КИРИЛЛОВА

/СТЕПАНОВА/,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.