Комментировать

3 Авг, 2016

Йыша мĕнле ĕрчетмелле?

Шупашкар шыв управĕ пулă хуçалăхĕн тĕллевĕллĕ, чи пысăк категориллĕ шыв-шур объекчĕсен шутне кĕрет. Çакна РФ Пулă ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлекен агентствин 2009 çулхи «Пулă хуçалăхĕн тĕллевĕллĕ шыв объекчĕсен категорийĕсене çирĕплетесси çинчен» хушăвĕнче палăртнă.

1980 çулта Шупашкар ГЭСне тума Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕнче Атăл юххине пÿлнĕрен управ шывпа тулнă. Проектпа килĕшÿллĕн унăн тарăнăшне 68 метр шайĕнче тытса тăмалла. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл халĕ те 63 метрпа çеç танлашать. Унăн республика тулашĕнчи таппи тата гидрологи тытăмĕ пахалăхĕпе шыв управĕллĕ, аслă пĕвеллĕ объекта аса илтереççĕ, биологи ресурсĕсене тата вĕсем пурăнакан вырăна начар витĕм кÿреççĕ.

Управсен шыв тытăмĕ хăйсен паллисемпе юханшывсенчен нумай уйрăлса тăрать. Кăткăс гидросооруженисем юханшывсене пÿлеççĕ. РФ Шыв кодексĕн 45-мĕш статйинче хайхи объектсене шыв управĕсемпе усă курмалли йĕркепе килĕшÿллĕн пăхса тăраççĕ тенĕ. Шупашкар управне РСФСР Мелиораци тата шыв хуçалăхĕн министерствин 1982 çулхи «Шупашкар шыв управĕпе усă курмалли тĕп правилăсем» хушăвĕпе килĕштермелле. Вĕсенче пулă хуçалăхĕсене шыв ресурсĕпе тивĕçтерсе биопуянлăха тивĕçтерекен тытăм туса хурасси çинчен те йĕркесем пулмалла.

Пулă вăлча сапнă чухне пирĕн управра шыв шайĕ çуллен анать. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Атăл юпписене тÿрлетнĕрен гидрологи улшăнăвĕсем пулса иртнĕ: шыв вăрах юхать, çавна пула вăл тасалса ĕлкĕреймест, юшкăн хулăн ларнăран юхлăх ăшăх, фитопланктон хунанă, управ тĕпне курăк хупăрласа илнĕ, биоген элеменчĕсем пуçтарăннă. Управа этем пысăк сиен кÿрет. Республикăри промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсем шĕвек каяша тасатса çитермесĕрех унта юхтараççĕ. Ăна Сăр, Ветлуга, Ока, ытти çĕр-çĕр юханшыв хĕрринче вырнаçнă хула-ял варалать. Управра органика нумайлансах пырать.

Атăла пĕвеличчен шыв илекен лаптăксенчи вăрмана чылай çĕрте касса ĕлкĕреймен. Йывăçсем халĕ те çĕрсе шывăн гидрохими тытăмне пăсаççĕ, çавăнпа кислород сахалланать, тĕлĕ-тĕлĕпе наркăмăш пуçтарăнать. Чĕрĕлĕхшĕн ку — вилĕм. Пулăсем пурăнаймаççĕ. ГЭС умĕнче тата хыçĕнче гидрохими пахалăхĕ начар. Шăрăхра кăвак-симĕс курăк йÿлеки нумайланать. Шыв улшăнса тăман ăшăх лаптăксенче пулăсем вилсе шыв çине тухса выртаççĕ.

Кÿлĕ-юханшывра ĕрчетекен пулă хуçалăхĕн патшалăх-тĕпчев институчĕн Чулхулари лабораторийĕ 2009 çулта управри шыв пахалăхне тĕпченĕ, ăна 3-4 классене /вăтам таса мар тата таса мар/ кĕртнĕ. Унăн гидрологи пахалăхĕ ГЭС ĕçлеме пуçласанах улшăннă. Çапах та чĕрĕлĕх унăн витĕмне пăхмасăрах ĕрчерĕ. Промышленноç мелĕпе пулă сахалрах тыттарчĕç — производство чакрĕ. Пĕр вырăнта тĕпленекен, инçете куçса çÿремен пулăсем йышланчĕç. Хисепĕ промышленноç мелĕпе тытма май пачĕ. 1990 çулта пĕтĕмпе тытнинчен хĕрлĕ куç /плотва/ — 41%, çупах /лещ/ — 20%, çăрттан /щука/ 18,6% кĕнĕ. 1991 çултан пуçласа сахалрах тытнă, каярахпа икĕ хут сахалрах лекнĕ. Сăлтавне 1990 çулсенчи экономика кризисĕпе çеç мар, çÿлте палăртнă экологи инкекĕпе те çыхăнтармалла. Хаклă пулăсен тĕсĕсем сахалланчĕç. Вĕсене чир нумай пĕтерчĕ. Уйрăмах çĕкĕ /стерлядь/, шăла пулă /судак/ шар курчĕç — йышĕ темиçе 10 хут чакрĕ. Çăрттан, çуйăн /сом/, шампа /налим/, шĕрĕх /жерех/, кусар пулă /чехонь/ саппасĕ чухăнланнă. Управра çĕкĕ упранса юлтăр тесе ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ — вăлтана лексен те шыва ямалла. Ăна хамăр шыв-шурта сайра тĕл пулатпăр. Çавăнпа РФ Ял хуçалăх министерствин 2014 çулхи хушăвĕпе управра тытма чарчĕç.

1980 çулччен Атăлта /республика территорийĕнче/ ĕрченĕ хаклă пулăсен вырăнĕнче 36 çул хушшинче пахалăхĕпе начартараххисем сарăлчĕç. Маларах асăннă лаборатори пĕтĕмлетнĕ тăрăх — халĕ управра ытларах хĕрлĕ куç /36,7%/, çупах /32,3%/.

Карап-пăрахута Атăл тăрăх лайăхрах çÿретме май тăвас тĕллевпе Чулхула облаçĕнче пĕчĕк пусăмлă гидроузел тăвасшăн. Вăл хута кайсан пулă хуçалăхне мĕнле сиен кÿме пултарать-ха? Атăла е ытти юханшыва пĕвелени мĕн патне илсе çитернине хамăр куçпа куртăмăр. ГЭСсем шыва тытса тăраççĕ. Çуркунне управсенчи шыва юхтарса кăларнăран вăлчалăхсем шывран тухаççĕ. Гидроузелăн аялти бьефĕ пулăсемшĕн ăнăçлă шай мар. Пулăсем гидроузел витĕр иртеймĕç. Вăл пулăсене ăнăçлă хĕл каçмалли вырăн шырама чăрмантарать. Ăна ĕçе кĕртсен Чулхула облаçĕнче çеç мар, Шупашкар управĕнчи экотытăм пушшех пăсăлĕ.

Пулăсене кÿрекен тăкакăн пĕр пайне саплаштарма республикăра хаклă пулăсем ĕрчетмелли комплекс хута ямалла. Биоресурссен йышне ÿстерме пулать. Мĕнле? Хула-ялтан тасатса çитермен шĕвĕ каяша управа юхтарма чарăнмалла, ГЭС шывне çуркунне, пулăсем вăлча сапнă чухне, пĕр шайра тытса тăмалла, управра хаклă йышши пулăсем ĕрчетме комплексран лăкăсем ямалла. Шыв пахалăхне лайăхлатма унта фитопланктонпа, вĕтĕ çулçăллă курăкпа тăранса пурăнакан пулăсене ĕрчетмелле.

Анатолий МАКСИМОВ,

«Средневолжрыбвод» ФПБУ республикăри филиалĕн

тĕп ихтиологĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.