Сунар хуçалăхĕсен тĕллевĕсем пурнăçа кĕреççĕ

3 Авг, 2016

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн заместителĕ Владимир Николаевич КУЗЮКОВ хуравлать.

— Министерство кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче иртнĕ çулсенчи пекех кашни кайăкçă пăшалпа, йытăпа кĕрсе çÿреме пултаракан, патшалăх арендаторсене тара панă угодисенчи тата çут çанталăкăн федераци тата республика шайĕнчи уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсенчи /ÇÇУСЛ/ сунар пуянлăхне — сĕтпе тăрантаракан чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене — шутлаттарчĕ. Ку ĕç пĕтĕмлетĕвĕ çинчен паянчченех хыпар пулмарĕ. Хаçат тусĕсене мĕн пĕлтеретĕр?

— Министерствăн чĕрчун тĕнчипе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене сыхлас, вĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ĕçлекен дирекци инспекторĕсем, федераци шайĕнчи ÇÇУСЛсен сотрудникĕсем, сунарçăсем пăши — 1035, хир сысни — 1278, хир качаки — 286, кашкăр — 19, пакша — 4900, тилĕ — 1670, сăсар — 920, шурă мулкач — 4530, хир мулкачĕ — 2330, карăк — 1140, ăсан — 34000, пăчăр — 7070, сăрă хир чăххи 16888 шута илнĕ.

— Чылай тĕс йыша ÿстерни мана чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. 2015 çулхи пĕтĕмлетÿсем министерство сайтĕнче çуккине шута илсе эсир редакцие ярса панă цифрăсене 2014 çулхипе танлаштартăм. Хĕллехи шутлавра пăши — 791, хир сысни — 1302, хир качаки — 85, пакша — 2269, тилĕ — 1724, сăсар — 612, шурă мулкач — 3569, хир мулкачĕ — 1337, ăсан — 10264, карăк — 785, пăчăр — 4607, сăрă хир чăххи 4977 пулнă.

Хир качаки 3,3 хут хушăннинчен тĕлĕнсе ĕç пÿлĕмĕнчи хыçлă пукан çине лап! лартăм. Çавăн чухлĕ совет тапхăрĕнче те ĕрчемен. Пăши — 23,6%, пакша — 53,7%, сăсар — 33,5%, шурă мулкач — 21,3%, хир мулкачĕ — 42,8%, ăсан — 69,8%, пăчăр — 34,8%, сăрă хир чăххи 70,6% хушăннă! Чĕрчун тĕнчин тусĕсем кун пек ÿсĕм çинчен тахçантанпах пĕлмеççĕ. Сăлтавне ăнлантарса памăр-и?

— Пĕлтĕр çанталăк чĕрчунсене ĕрчеме пулăшса çеç пычĕ. Дирекци инспекторĕсем, сунар угодийĕсене тара илнĕ хуçалăхсем вĕсене хĕлĕпех апатлантарчĕç — сивĕсенче выçăпа аптрамарĕç, вăйсăрланмарĕç. Сунар объекчĕн ытти тĕсĕн шучĕ пĕлтĕрхи чухлех.

— Кăçал пĕр сунар лаптăкне те пулин арендаторсене нумай çула тара панă-и?

— Хальлĕхе паман. Министерство тăваттăшне çирĕплетсе пама пăхнă. Ку ыйтупа кăçалхи çурла уйăхĕн 31 тата авăн уйăхĕн 7-мĕшĕсенче аукционсем иртĕç. Паянхи кун тĕлне республикăра тара панă сунар лаптăкĕ — 37. Вĕсем пурĕ 1035,853 пин гектар е пĕтĕм сунар угодийĕн 65 процентне йышăнаççĕ.

— Вĕсемсĕр пуçне кашни сунарçа ухатара çÿреме май паракан территори мĕн чухлĕ?

— 31 лаптăк е 560,5 пин гектар.

— Министерство тата нумай çула тара илнĕ лаптăксен хуçисем пĕр-пĕрин тивĕçĕсемпе тĕллевĕсене ки­лĕшÿре çирĕплетнине, арендаторсем чĕрчунсене ĕрчетме шантарнине пĕлетĕп. Вĕсен ĕç кăтартăвĕ мĕнле?

— Сунар угодийĕсемпе чĕрĕлĕхе хураллама инспекторсен штатне турĕç. Хир сыснисене хĕлле çитерме вăрмана апат турттарчĕç, чĕрчунсене шутларĕç. Çуркунне чĕрнеллĕ чĕрчунсемпе мулкачсем валли чăтлăхра тĕлĕ-тĕлĕпе суланча хучĕç, сунар ресурсĕ шутланакан кайăксем валли йăвасем /галечник/ çакрĕç, министерство инспекторĕсемпе пĕрле сунар пуянлăхне сыхларĕç.

— Сунарçăсем ăçта канма пултараççĕ?

— Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн сунар хуçалăхĕ аван. Унти вольерте республикăра чи малтан паха пăлан /олень благородный/ ĕрчетме тытăннă. Амине — 6, аçине 1 илсе килнĕ. Пĕлтĕр 5 пăру çитĕннĕ. Пăлан ĕнисем кăçал та пăруланă. Республикăри сунарçăсемпе пулăçсен сунар хуçалăхĕн «Кожевенное», «Калиновка», «Лебединский», «Козий остров» хуçалăхĕсем акарçăсене сунар йĕркелеме тата канма май туса параççĕ. Сунар лаптăкне тара илнĕ ытти арендатор та вĕсене килти пек йышăнма тĕллев лартнă. Паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хăна çурчĕсем тăвасшăн. Вĕсен ĕмĕчĕ çитессе шанас килет.

— Хуçалăхсен штатĕнче миçе çын? Кашни уйăхри шалăвĕ мĕн чухлĕ?

— Вĕсене реестра кĕртнĕ информаци тăрăх 63-ĕн — ертÿçĕ, охотовед, егерь, ытти специалист — вăй хураççĕ. Чылайăшĕн ĕç укçи пысăк мар. Çапах та хăшĕ-пĕринче кашни уйăхра 15-шер пин тенкĕ илеççĕ.

— Хуçалăхсем, сунарçăсем укçа куçарса хыснана еплерех пуянлатаççĕ?

— Пĕлтĕр кашни акарçă пăшалпа, йытăпа кĕрсе сунар ирттерме пултаракан лаптăксенче чĕрчун тытма ирĕк 9613 хутчен панă, кайăкçăсем уншăн патшалăх пошлини 6248 пин тенкĕ тÿленĕ. Кăçалхи çур çулта ирĕк 2465 хутчен илнĕшĕн 1602 пин тенкĕ хывнă.

— Ку укçа нумай мар-иç. Пошлина ытларах тÿлеттерме сĕнес килет. Чĕрчун тĕнчи тĕлĕшпе министерство хăйĕн умне мĕнле тĕллевсем лартать?

— Тара пама плана кĕртнĕ сунар лаптăкĕсене аукционсем ирттерсе çирĕплетесси, сунар пуянлăхне лайăхрах хÿтĕлесси, сунар ресурсĕ шутланакан чĕрчунсен йышне ÿстересси, акарçăсен ытларах пайне сунара çÿреме май туса парасси.

— Республикăра чĕрчун тĕнчин миçе сунар объекчĕ?

— Иртнĕ çул 82 тĕсчĕ, кăçал та çавăн чухлех.

— ÇÇУСЛ миçе?

— Республика тата вырăнти муниципалитет шайĕнчи — 29-шар. Федерацин – 2: «Сăрçум» заповедник /Улатăр, Патăрьел, Елчĕк/ тата «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ /Шăмăршă/. Регион пĕлтерĕшлисене дирекци инспекторĕсем хÿтĕлеççĕ. Лаптăксенче çут çанталăк пуянлăхне, вăл шутра чĕрчунсене хÿтĕлесси çинчен калакан саккунсене пăхăнаççĕ.

— Министерство пуçарнипе кăçалхи ака уйăхĕнче республика шайĕнчи ÇÇУСЛсем тăвас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Тĕлпулăва хутшăннă тĕпчевçĕсем çĕнĕрен йĕркелеме сĕнчĕç. Унтанпа 4 уйăх иртрĕ — çĕнĕлĕх пур-и?

— Министерство çу уйăхĕнче ÇÇУСЛсен концепцине хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеме комисси турĕ. Ку йыша министерствăн должноçри çыннисене, унăн çумĕнчи Общество канашĕн членĕсене, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, «Сăрçум», Чăваш наци музейĕн, Раççей Академи Наукисен ботаникăн тĕп сачĕн Шупашкарти филиалĕн сотрудникĕсене кĕртнĕ. Комиссин çĕртме уйăхĕнчи ларăвĕнче республика тата район-хула шайĕнчи ÇÇУСЛсене мĕне пăхса йĕркелемеллине тишкертĕмĕр. Патшалăх сыхламан вăл е ку лаптăка хÿтлĕхе илесси çинчен йышăну кăлариччен пĕрлехи экологи тĕпчевĕ ирттермелле. Бюджет укçине перекетлес тĕллевпе кăçал регион шайĕнче темиçе кластер вырăнĕллĕ ÇÇУСЛ иккĕрен сахал мар йĕркелеме шухăшлатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.