Юсаса çĕнетнĕ шкулта пĕлÿ илме кăмăллă

3 Çурла, 2016

Республикăри вĕренÿ учреждениийĕсенче юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрÿ пырать. Çак кунсенче районсемпе хуласенчи шкулсемпе садиксем вĕренÿ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме тытăнчĕç. Организацисене йышăнакан комиссисем 1000 организацири лару-тăрăва тĕрĕслĕç.

Çĕнни хăпартлантарать

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова каланă тăрăх, кăçал республикăри пилĕк шкулта тĕплĕ юсав ирттерме палăртнă, «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» программăпа килĕшÿллĕн 8 учрежденире хевтесĕр ачасем валли кирлĕ условисем йĕркелеççĕ.

«Вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕ» программăра санитари-гигиена пÿлĕмĕсем хутса ăшăтакан çуртра пулмаллине палăртнă. Ыйту чăннипех те ачасен сывлăхĕпе тачă çыхăннине кура тивĕçлĕ органсем юлашки вăхăтра ку ыйтăва куçран вĕçертмеççĕ. Светлана Владимировна лару-тăрăва уçăмлатса республикăри 64 шкулта ку яхăнта ăшă туалетсем тунине, умывальниксемпе душ пÿлĕмĕ вырнаçтарнине асăнчĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 60 миллион тенкĕ уйăрнă.

Пĕлÿпе воспитани паракан учрежденисенчи спортзалсене юсассипе çыхăннă ыйту та — çивĕч. Юлашки çулсенче ялсенче вырнаçнă чылай шкулта ку енĕпе ырă улшăну пулчĕ. Çапах условийĕсем хальхи вăхăтпа килĕшсе тăман спортзалсем çав-çавах пур-ха. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче, чăн та, çĕнетнĕ залсен шучĕ тата 28 таран ÿсĕ.

Çĕнни яланах чуна хăпартлантарать. Ку енĕпе кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Комсомоль-ски тăрăхĕнчи Элпуçсене ăмсанмалăх пур: вĕсем тата ку хутлăхра вырнаçнă хăшпĕр ял ачисем çĕнĕ шкул алăкне уçĕç.

Пĕлÿ кунĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Шкулсенче юсав-тирпей ĕçĕсем еплерех пынине вырăна çитсе курас тĕллевпе республикăри Вĕренÿ министерствин тата массăллă информа-ци хатĕрĕсен ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ рейда тухрĕ.

Татах çуралĕç-ха «çăлтăрсем»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл вăтам шкулĕ спорт çитĕнĕвĕсемпе яланах палăрса тăнă. Ырă йăлана тăсса Шуршăлсем малашне тата пысăкрах кăтартусемпе савăнтарасса шанма май пур: çак кунсенче кунта спортзала юсаса пĕтерĕç. Минхайдар Галялтдинов ертсе пыракан ушкăн строительство ĕçĕсене типтерлĕ, саккасçă ыйтнă пек пурнăçлать. Сĕннĕ ĕçе асăннă предприниматель аукционра 220 пин тенкĕ таран йÿнетме килĕшни Шуршăлсене санитари пÿлĕмĕсене те кăçалах юсаса çĕнетме май парĕ. Тĕрĕссипе, мĕн пур ĕç 1 эрнерен ытла тăсăлмĕ тесе сăмах пачĕç строительсем.

— Çак шкултах пĕлÿ илнĕ, вăтăр ытла çул вăй хуратăп — çĕнетнĕ кашни кĕтес кăмăла çĕклет. Çур ĕмĕр каялла хăтланă шкулта, паллах, юхăнаканни тупăнатех. Спортзала çĕнетесси яла аталантармалли программăпа çыхăннă, унта хутшăнма май тупнăшăн хĕпĕртетпĕр. Тĕллевлĕн куçаракан 888 пин тенкĕрен перекетлесе тата пысăк тепĕр «шăтăка» сапланăшăн — туалетсемпе душ пÿлĕмне юсанăшăн — пушшех савăнатпăр, — терĕ шкул ертÿçи Елена Егорова.

Урхас Кушкă шкулне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хута янă. Проектпа килĕшÿллĕн çуртра санитари-техника пÿлĕмĕсем пулнă-ха, анчах пăрăхсем кивелсе юрăхсăра тухнăран вĕсемпе хĕрĕх çула яхăн усă курман. Цивилизаци ырлăхне çывхаракан вĕренÿ çулĕнчен тытăнса тепĕр хут туйма пуçлĕç Урхас Кушкăсем. «Посад» пĕрлĕх ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ: çĕнĕ сантехника, пуриншĕн те усă курма меллĕ оборудовани вырнаçтарнă пÿлĕмсем йăлтăртатса çеç тăраççĕ.

Тăван шкулĕшĕн — чунне парса

Октябрьски вăтам шкулĕнче пирĕн ĕçлĕ ушкăна виççĕн кĕтсе илчĕç: пĕлÿ çурчĕн директорĕпе икĕ каччă. «Ывăлĕсем-ши?» — ăнланмасăртарах пăхрăмăр пĕр-пĕрин çине ĕçтешсемпе.

— Паллашăр, пирĕн маттур подрядчиксем — Абрамовсем. Конкурсра пирĕн объектпа ĕçлеме шăпах вĕсем ирĕк илнĕшĕн шутсăр савăнтăмăр — хамăрăн выпускниксем-çке, — терĕ Вера Николаева çамрăк ентешĕсем çине кăмăллăн пăхса.

Шкул ертÿçин хĕпĕртĕвне ăнланма пулатех: пĕлекен çынран, пушшех те — хăвăн вĕренекенÿнтен — çирĕп ыйтма çăмăлрах. Телее, Андрейпа Родионшăн ĕçе типтерлĕ те па-халахлă пурнăçласси — тĕп ăнтăлу. Çамрăксем тăван шкулĕшĕн вăй-халне шеллеменни куçкĕрет. Хăйсем хăтланă санитари-гигиена пÿлĕмĕсемпе паллаштарнă май хăшпĕр ма-териала урăх регионтан кÿрсе килнине, ĕçсен кашни тапхăрне фотоаппаратпа ÿкерсе пынине каларĕç — вăхăтпа тан утнине çирĕплетмест-и çакă?

Сĕнтĕрвăрри районĕпе сывпуллашнă хыççăн Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Тавăшкасси вăтам шкулне çитсе куртăмăр. Кунта спортзала юсама çĕртме уйăхĕнчех тытăннă. Ĕçе ыттисенчен чылай маларах пуçăннăран зала юсама кăна мар, унта илемлĕ, спорта юратма чĕнсе калакан баннер вырнаçтарма та, спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ. Мечĕксем, палаткăсем, кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли йĕлтĕрсем, кире пуканĕсем... — пурĕ 97 пин тенкĕлĕх. Шкул ертÿçин Анатолий Кудряшовăн малашлăх тĕллевĕсенчен пĕри — стадиона тĕпрен юсасси. Ахăртнех, ку тăрăхалла çитес вăхăтра çулçÿреве тухма хистекен сăлтавсенчен пĕри пулĕ вăл.

Ирина ПУШКИНА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.