Тарифсем пысăкланаççĕ. Субсиди хушăнать-и?
Кÿкеçри Кутузов урамĕнчи 15-мĕш çуртри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан Мария Михайлова коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн укçа кирлĕ чухлĕ куçарма кашни уйăхра республика хыснинчен субсиди илет.
Çăмăллăхпа усă курать
— Эпĕ аптекăра ĕçлесе тупăш сахал илетĕп, — терĕ Мария Юрьевна. — Çавăнпа патшалăх мана тата виçĕ ачана укçа-тенкĕ çителĕксĕр ĕçлесе илекен çемьесен йышне кĕртсе регистрациленĕ. Коммуналлă пулăшу кÿнĕшĕн хĕлле кашни уйăхра 5600 тенкĕ тÿлерĕм. Анчах çемье субсидие тивĕçнине кура çав укçан пысăкрах пайне пире тепĕр уйăх пуçламăшĕнче тавăрчĕç. Ачасен ашшĕ, манăн хваттерте пропискăра тăраканскер, хăйĕн пайне тÿлерĕ. Хамăн кĕсьерен кĕмĕл нумай тухмарĕ. Субсиди çемьешĕн — пысăк пулăшу. Уншăн республика ертÿçисене тавах.
— Ăна хăçантанпа илетĕр? — ыйтрăм кăсăклансах.
— Икĕ çула яхăн. Унччен коммуналлă хуçалăх умĕнче 10000 тенкĕ парăм пухăнчĕ. Унпа татăлманшăн мана суд тенкелĕ çине лартрĕç. Тупăш сахал илекен çемьесен йышне кĕме документсем пухса панă, пуçласа субсиди илнĕ хыççăн кăна вăл манран хăпрĕ, пирĕн пурнăç кăштах çăмăлланчĕ.
— Пысăк хваттерте пурăнатăр. Мĕнле илтĕр?
— Патшалăх пулăшрĕ. Çамрăк çемьесем валли пурăнмалли вырăн тумалли /туянмалли/ программăпа килĕшÿллĕн уйăракан укçапа туянтăмăр. Патшалăх 623520 тенкĕ пачĕ. Тавах ăна! Хамăр кредит 900000 тенкĕ ытла илтĕмĕр. Ăна кашни уйăхра тÿлетĕп, парăма татасси пирки иккĕленместĕп.
— Сире патшалăх аванах пулăшнă. Ăмсаннине пытармастăп.
— Çапла. Виççĕмĕш ача çуралсан амăшĕн капиталне тивĕçрĕм. Ăна хваттер туянма ятăм. Патшалăха каллех тав тăватăп. Шупашкар район администрацийĕ дача тума виçĕ çул каялла 12 сотка çĕр тÿлевсĕрех уйăрчĕ. Унта пахчаçимĕç çитĕнтеретпĕр. Ача садне çÿрекен кĕçĕн ачашăн апат укçи 30 процент çеç тÿлеттереççĕ, аслăраххисене шкулта тÿлевсĕрех апатлантараççĕ.
Хыснаран ытларах уйăрĕç
Республикăн ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу тарифĕсем ÿснĕ май патшалăх тупăш сахал илекен çемьесене кÿрекен пулăшу виçи те пысăкланать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта унпа 313800 çын усă курнă, коммуналлă пулăшу тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарма бюджетран 747,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку — чăннипех те пысăк пулăшу. Çав шутран тупăш сахал илекен 17663 çемьене /53842 çынна/ хÿтте илме — 138,9, федерацин 112900 çăмăллăхçи /инваличĕ, çапăçусене хутшăннă ветеран, радиацие пула шар курнă çын/ тата çапăçусенче пуç хунисен çывăх çыннисем коммуналлă пулăшушăн куçаракан укçан 50 тата 60 процентне саплаштарма хыснара 201,8 миллион тенкĕ пăхнă.
406,8 миллион тенкĕ регионăн 147100 çăмăллăхçин /120500 ĕç ветеранĕн тата репрессисенче шар курнин/, 17400 ял специалисчĕн, нумай ачаллă 9200 çемьен асăннă тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарма каять.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тупăш сахал илекен кашни çемьене вăтамран 1301 тенкĕ те 60 пус панă. Çак укçа пĕлтĕрхи çур çулхинчен 16 процент пысăкрах. 2015 çулхи 6 уйăхра субсидипе 16378 çемье — кăçалхи асăннă хушăринчен 7,8 процент сахалрах — усă курнă. Ун чухне кашни çемьене тивекен субсиди вăтамран 1118 тенкĕ те 39 пуспа танлашнă.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ку çăмăллăха ытларах Шупашкарта /7213 çемье/ тата Çĕнĕ Шупашкарта /2035/ илнĕ. Патăрьел районĕнче /572/, Етĕрне тăрăхĕнче /502/, Шăмăршă таврашĕнче /395/ сахалрах. Чи пĕчĕк йыш — Çĕмĕрле /141/, Красноармейски /144/, Елчĕк /145/ районĕсенче.
Коммуналлă пулăшу тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен кăçал 246,5 миллион тенкĕ — 2015 çулхинчен 20 процент нумайрах — уйăрма пăхнă. Патшалăх çÿлте палăртнă категорисене ÿлĕм те çăмăллăх кÿрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас