Архив - Мая 2016

мая 31st

31 Мая, 2016

Патриотлăх – пирĕн тĕп пахалăх

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулари шкулсен шырав отрячĕсен членĕсемпе — Пĕтĕм Раççейри "Астăвăм вахти — 2016" акцие хутшăннă ачасемпе — тĕл пулчĕ.

31 Мая, 2016

Пирус тата ăнăçулăх пĕр тĕвĕре мар…

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ — табак туртассипе кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Табак туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Ахальтен мар ăна эпидемипе танлаштараççĕ. Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх — сиенлĕ йăлана пула тĕнчере кашни 6 çеккунтра пĕр çын вилет, çуллен — 5 миллион, Раççейре — 500 пине яхăн. Йытă çименскерĕн сиенĕ çинчен паянхи кăларăмра Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова каласа парать.

31 Мая, 2016

Чăваш медикĕсен ĕçĕ курăмлă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Перинаталь медицинин тата халăхăн репродуктивлă сывлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине уçма хутшăннă.

31 Мая, 2016

Яла савăнтаракан «Кĕмĕл çăлкуç»

Анат Кама хулинче чăваша сайра тĕл пулатăн теме çук. Кашни виççĕмĕшĕ — «хамăр ял». Анат Кама районĕнче, тĕрĕссипе, тап-таса чăваш ялĕ çук тесен те юрать. Акă, сăмахран, Анат Уратьма ялнех илер. Унта мĕн ĕлĕкрен чăвашпа тутар килĕштерсе пурăннă. Паянхи кун та çакă сыхланса юлнă.

31 Мая, 2016

Вĕсем концлагерьсенче пуç хунă

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнисем Республикăн «Астăвăм» кĕнекинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем çинчен Раççей шырав юхăмĕн Мари Элри уйрăмĕн председателĕпе Дмитрий Яковлевич ШИПУНОВПА /Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă/ калаçрăмăр.

31 Мая, 2016

Ача ачаш чунлă, ăна тимлĕх кирлĕ

Ял çынни нихăçан та ахаль ларма хăнăхман. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Европăри пенсионерсем пек çулçÿревсене каймаççĕ. Ара, ялта ĕç тупăнсах тăрать, килти хуçалăх пулсан пушшех те. Тăрăшуллисем çĕнĕ ĕç пуçарма та ÿркенмеççĕ. Акă Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче пурăнакан Ираида Григорьева юратнă ĕçĕнчен кайсан усламçăна пуçăннă.

31 Мая, 2016

Хаваслă çу кунĕсенче инкек ан хурлантартăр

Çу уйăхĕн вĕçĕнче шкул ÿсĕмĕнчи ача пÿрне хутлатса тата миçе кун вĕренмеллине шутлани — чылай çемьешĕн хăнăхнă ÿкерчĕк. Ара, чи вăрăм каникула кĕтмесĕр! Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче, çанталăк урамалла кăчăк туртнă вăхăтра кĕнеке-тетрадь тытса пуç çĕклемесĕр ларма тивет-çке. Чĕрĕк вĕçĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсем, тепĕр класа куçма ирĕк паракан аттестаци, тăваттăмĕш классен — Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсем... Кун пек чухне лăштах сывласа ярасса ачапа пĕрле ашшĕ-амăшĕ те тем пек кĕтет. Çу пуçлансанах лăпкă та ирĕклĕ тапхăр çитет тейĕн.

31 Мая, 2016

Кĕнеке ячĕпе - пысăк уяв

Раççейри библиотекăсен кунне пуçласа 1995 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тунăччĕ. Çак кун Раççейре 200 çул каялла патшалăх тытса тăракан пĕрремĕш вулавăш уçăлнă.

31 Мая, 2016

Людмила ШИКАРЕВА: Кĕнеке вулас юхăм тепĕр хут вăй илессĕн туйăнать

Ача чухне эпир кашни эрнере библиотекăна утаттăмăр: çĕнĕ кĕнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслĕ журналăн çĕнĕ номерĕ çитнĕ? Ун чухне вулав çуртĕнчен çын татăлмастчĕ: ачи-пăчи, ватти-çамрăкки, вăйпитти çынсем — нумайăшĕ библиотекăна çÿренĕ. Анчах самана улшăнăвĕсем халăха кĕнеке-хаçатран пăрма тытăнчĕç.

31 Мая, 2016

Форумăн пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Чăвашпотребсоюз канашĕ тата ЧР Чăвашпотребкоопераци ĕçченĕсен профсоюзĕ йĕркеленипе "Салют" лагерьте çамрăксен форумне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш хут йĕркеленчĕ.

Страницы