Комментировать

31 Мая, 2016

Форумăн пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Чăвашпотребсоюз канашĕ тата ЧР Чăвашпотребкоопераци ĕçченĕсен профсоюзĕ йĕркеленипе "Салют" лагерьте çамрăксен форумне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш хут йĕркеленчĕ.

Хальхинче унта республикăри суту-илÿ тытăмĕнче вăй хуракан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çеç мар, Чулхула тата Киров облаçĕсенчи потребсоюзра ĕçлекен çамрăксем те хутшăнчĕç.

Уява Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов уçрĕ. Çавăн пекех мероприятие ЧР Патшалăх канашĕн председателĕн заместителĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ыттисем хутшăнчĕç.

Форумра Чăвашпотребсоюз потребкоопераци çамрăкĕсем валли çирĕплетнĕ "Прорыв" премийĕн лауреачĕсене чысларĕç. "ПРОинноваци" номинацире "Коопторгцентр" менеджерĕ Татьяна Сергеева, "ПРОфесси" енĕпе Етĕрне райповĕн бухгалтерĕ Светлана Андреева, "ПРОспорт" номинацире Пăрачкав райпо универмагĕн ĕç тăвакан директорĕ Ксения Дугаева, "ПРОсемья" номинацире Сергейпе Майя Кирилловсем /Етĕрне райповĕ\ çĕнтерчĕç.

Мероприятие çăлтăрпа ирттернĕ зарядка тăсрĕ. Ăна республикăри фитнес- аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина ертсе пычĕ. Унсăр пуçне тренингсем, ăсталăх класĕсем, конкурссем иртрĕç.

Уяв яланхиллех тÿпене хăмпăсем вĕçтернипе вĕçленчĕ. Форум çулран-çул аталанса пынине кăçал ытти облаçри çамрăксем килни çирĕплетрĕ. Кунашкал мероприятие халĕ районсенче те йĕркелеме тытăннă. Эппин, ырă пуçарăвăн витĕмĕ курăмлă.

Любовь ПЕТРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.