Людмила ШИКАРЕВА: Кĕнеке вулас юхăм тепĕр хут вăй илессĕн туйăнать

31 Мая, 2016

Ача чухне эпир кашни эрнере библиотекăна утаттăмăр: çĕнĕ кĕнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслĕ журналăн çĕнĕ номерĕ çитнĕ? Ун чухне вулав çуртĕнчен çын татăлмастчĕ: ачи-пăчи, ватти-çамрăкки, вăйпитти çынсем — нумайăшĕ библиотекăна çÿренĕ. Анчах самана улшăнăвĕсем халăха кĕнеке-хаçатран пăрма тытăнчĕç. Компьютер, интернет тапхăрĕ вăй илме пуçласан вулакансен йышĕ самаях чакрĕ, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç библиотека çулне такăрлатма пăрахрĕ. Мĕнле пурăнать-ха паянхи вулавăш? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнчи библиотекăна çитсе куртăм. Унта пĕр улшăнми 35 çул ĕçлекен Людмила Шикаревăпа курса калаçрăм.

Çынсем кĕнеке парнелеççĕ

— Шел те, юлашки вăхăтра библиотекăсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç. Вулакан сахалланчĕ, çĕнĕ кĕнекесем сайра хутра кăна килеççĕ, хаçат-журнал çырăнса илме те укçа-тенкĕ çитми пулчĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн патра республикăри кăларăмсем çукпа пĕрех. Район хаçачĕ килсе тăрать. Унччен 70-80 ят пулнă. Халĕ çулталăкне 30-40 кĕнеке ярса параççĕ. Ытларах — Чăваш кĕнеке издательстви кăларнисем. Çавăнпа вĕсене вулакан нумай. Вырăслисем килменпе пĕрех. Патшалăх кĕнеке туянма ятарласа укçа уйăрса паратчĕ. Çав кĕмĕлпе Шупашкарти лавккасенчен илеттĕмĕр. Халĕ ун пек ырлăх çук. Юлашки вăхăтра библиотека çынсем парнеленĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Пысăккисенчен темиçе томлă Раççей тата православи энциклопедийĕсем килсе тăраççĕ. Фондра — 10 пин кĕнеке. Хаçат-журнала илес пулсан, «Чăваш хĕрарăмне», «Саманта», «Тăван Атăла» юрататчĕ халăх. Фантастика хайлавĕсене, юрату романĕсене илсе вулаççĕ. Юлашки вăхăтра çынсем пахчаçимĕç /тĕслĕхрен, иçĕм çырлипе çĕрулми ÿстермелли/ кăларăмсемпе кăсăкланма пуçларĕç. Чылай çул каялла тухнă вырăс кĕнекисене тепĕр хут вулама тытăнчĕç: В.Астафьев, М.Алексеев... Пирĕн тăрăхра 12 ял валли пĕр библиотека. Çулла çын сахал, каникул вăхăтĕнче ялта пурăнакан хула ачисем ытларах çÿреççĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен аслăраххисем те килме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра аслисен хушшинче компьютерпа ĕçлеме вĕренекенсем те пур, анчах Интернет çук, — пăшăрханса пĕлтерчĕ Людмила Валериановна.

Библиотекарьсем ĕçлемесĕр лармаççĕ, вун-вун мероприяти ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр К.Иванов тата Литература çулталăкĕпе çыхăннă уяв нумай йĕркеленĕ. «Чи пысăккисенчен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Елена Митрофановăпа пĕрле шкул ачисен хушшинче ирттернĕ вулакансен конкурсне палăртмалла. Унта Полинăпа Анфиса Тургановасем мала тухрĕç. «Пултарулăх арчи» уява та классика халалларăмăр. Ялти хастар çынсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç. Ял ачисемпе кĕркунне «Сухан кунне» йĕркелерĕмĕр. Хамăр тăрăхри Людмила ятлă хĕрарăмсен каçне ирттересси йăлана кĕчĕ», — каласа пачĕ библиотекарь. Сăмах май, иртнĕ çул Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Людмила Шикарева шкулти учительсемпе пĕрле К.Ивановăн тăван тăрăхне — Слакпуçне — кайса курнă.

— 35 çулта библиотека ĕçĕ-хĕлĕнче нумай улшăну пулчĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче политика сĕмĕллĕ мероприяти ытларах ирттерме хушатчĕç. Калăпăр, съезд иртнĕ. Ун пирки халăха пухса ăнлантармаллаччĕ, курав йĕркелемеллеччĕ, çар листовкисем кăларасси йăлараччĕ. Ĕççи вăхăтĕнче бригадăсем патне çÿремеллеччĕ, «хĕрлĕ кĕтессем» тăваттăмăр, хастар ĕçлекенсем çинчен материал хатĕрлеттĕмĕр. Халĕ ку енĕпе ирĕклĕрех, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Людмила Валериановна. — Ĕлĕк библиотека ача-пăча сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Хупă чухне те алăк умĕнче кĕшĕлтететчĕç. Уроксем вĕçленнĕ-вĕçленмен пирĕн пата васкатчĕç вĕсем. Шел те, халĕ ача йышĕ те питĕ пĕчĕк. Юнашар ялсенчен килекенскерсем урок хыççăн автобуспа киле васкаççĕ. Çапах тĕп вулавçăсем вĕсемех. Шкул программипе çыхăннă кĕнекесене ытларах илеççĕ. Чи нумай вулаканни — 10-мĕш класра вĕренекен Анфиса Турганова. Вăл питĕ пултаруллă хĕрача, спортпа та туслă, юрлама-ташлама та ăста. 2-мĕш класри Нелли Васильева йăмăкне те çавăтса килет. Аслă ÿсĕмрисенчен Алевтина Александровна Ямуковăна палăртмалла. 70 çула çывхаракан хĕрарăм нумай çул воспитательте ĕçленĕ. Чăваш кĕнекисене юратса вулать, вырăс классикĕсен хайлавĕсене шĕкĕлчет. Хаçат-журналпа вара Юрий Кабачев уйрăмах интересленет, Владимир Батманов вăрçă темине килĕштерет.

Тĕрлĕ мероприятире пуçлăхсем отчет тăваççĕ, клуб ĕçченĕсем концерт кăтартаççĕ пулсан вулавăш ĕçченĕсем çынсене çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллаштараççĕ, куравсем йĕркелеççĕ. Пĕчĕк вулакансене, библиотекăна пĕрремĕш хут килекенсене, хăю кассах йышăннассине те ырă йăлана кĕртнĕ.

Музей — ял пуянлăхĕ

Библиотека çумĕнче тавра-пĕлÿçĕсен клубĕ тата музей ĕçлет. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче кашни библиотека уйрăм направленипе ĕçленĕ. Эпир музей тата таврапĕлÿ ĕçне суйларăмăр. Çавăн чухнех музей йĕркелеме тĕллев лартрăмăр. 1985 çулта музей валли япаласем пуçтарма пуçларăмăр. Чи малтан музей Мария Ивановна Шикаревăн, манăн хуняман, япалисемпе пуянланчĕ. Акчура ялĕнче пурăнакан ватăсем пире авалхи кĕписене пачĕç. Ялсем тăрăх тĕрлĕ савăт-сапа, хатĕр-хĕтĕр пуçтарса çÿреттĕмĕр. Хăйсем илсе килекенсем те пулнă. Çапла майĕпен-майĕпен эпир музее «çĕклерĕмĕр». Халĕ кунта чылай çын килсе çÿрет, хăнасене те тарават эпир», — музейпе паллаштарнă май кăмăлĕ уçăлчĕ Людмила Валериановнăн. Кунта çак тăрăхран тухнă паллă çынсем валли те вырăн тупнă. Калăпăр, чăваш чĕлхи тĕпчевçин Василий Егоровăн алçырăвĕсене те тытса вулама пулать. Петр Осиповăн кĕтесĕ те Кутемер ачин ятне упрать.

Таврапĕлÿçĕсен клубне вара ытларах ачасем çÿреççĕ. Çамрăксем валли те унта кăсăкли самаях. «Юлашки вăхăтра Кутемерти авалхи юман çинчен материалсем пухрăмăр, унăн кун-çулне тĕпчерĕмĕр. Ку юман пирки Петр Осипов та нумай çырнă. Çав вырăнта çĕнĕ йывăçсем лартма палăртаççĕ çыравçăсем. Унччен маларах Энтри Пасар тата Шăмалăх ялĕсенчи çăлсене тĕпченĕччĕ. Пирĕн таврара ÿсекен курăксене сăнасах тăратпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ клуб ертÿçи Л.Шикарева.

Ял кун-çулне тĕпчет

Мĕн хавхалантарать-ха ăна ĕçлеме? «Ĕмĕрĕпе кĕнекепе юнашар. Кĕнекесĕр пурнăç та пурнăç мар пек. Отпускра та кĕнекесĕр тунсăхлатăп. Килте нумай пулин те. Ачаран вулама юрататăп. Ун чухне кĕнеки те сахал пулнă. Улмалуйри пуçламăш шкулта вĕренме пуçласан алла пĕрремĕш хут кĕнеке тытрăм. Унтах пĕчĕк библиотека пурччĕ. Пурне те вуланă-и, вуламан-и — сумка тулли кĕнеке йăтса çÿреттĕм. Руфина Васильевна Галкина вĕрентекене ырăпа аса илетĕп. Вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулас тĕллевпе пединститута вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах ăнмарĕ. Вара Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытрăм. Паллах, çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Мĕншĕн тесен ачасемпе ĕçлеме çăмăл мар, хальхи вăхăтра уйрăмах. Эпĕ хама учитель пекех туятăп. Вĕсене те çĕнĕ пĕлÿ паратăп, кĕнекене юратма вĕрентетĕп. Паянхи ачасем питĕ пултаруллă, хастар, хăюллă, темĕн те пĕлеççĕ. Анчах кĕнеке вулама юратманни питĕ тĕлĕнтерет. Вĕсем халĕ электронлă кĕнекесене килĕштереççĕ. Çапах хутлă кĕнекене çитеймест вăл. Çĕнĕ самана хăйĕннех ыйтать çав — хам та ав компьютерпа ĕçлеме хăнăхрăм. Тĕрлĕ темăллă кĕнекесене вулатăп. Вырăс классикĕсем уйрăмах чуна çывăх. Вĕсене эпĕ темиçе хут та вуланă», — каласа кăтартрĕ кашни кĕнекерех хăйĕн валли кăсăкли тупакан библиотекарь.

«Кĕнеке вулакан çырма та вĕренет», — теççĕ. Людмила Валериановна çинченех ку сăмах. Район хаçатĕнче унăн статйисем пичетленсех тăраççĕ. Вырăсла та, чăвашла та çырать вăл. Таврапĕлÿпе интересленет. Хальхи вăхăтра тăван кĕтесĕн — Аялти Улмалуй ялĕн — кун-çулне тĕпчет. «Атте Валерьян Васильевич Галкин 3 çул килĕрен киле çÿресе ял çыннисем çинчен ыйтса пĕлсе çырса хăварнă блокнот маншăн чи пысăк пуянлăх. Ăна куç пек упратăп, пичетлес ĕмĕтпе пурăнатăп», — чунне ирĕке ячĕ хĕрарăм. Тĕллевĕсем пысăк унăн. Вăрçă ветеранĕсене асра тытса ялта асăну хăми çакас шухăш пур. Вăрçă ачисене пухса мероприяти ирттересшĕн, музейре сентресем вырнаçтарма ĕмĕтленет.

— Килтисем вулаççĕ-и сирĕн? — ыйтрăм эпĕ. «Çамрăксем шкулта вĕреннĕ чух нумай вулатчĕç, халĕ вĕсен аллине кĕнеке тыттараяс çук. Мăшăрăм вара ытларах хаçат-журнала шĕкĕлчет. Тĕп вулакан пирĕн — пĕчĕк мăнук. Пире кашни кун кĕнеке вулаттарать. Кĕрÿ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекăна васкать», — пĕлтерчĕ Л.Шикарева.

Людмила Валериановна — общество ĕçĕн хастарĕ те. Ялти хĕрарăмсен канашне нумай çул ертсе пынă. Вĕсен пурнăçне лайăхлатас, савăнăçпа пуянлатас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти сахал мар ирттернĕ çак тапхăрта. Хăйĕн ĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ăна 2009 çулта ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. РФ культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Тав çырăвне те тивĕçнĕ вăл. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин Крета Валицкаян аллинчен Хисеп хучĕ те илнĕ.

Тĕслĕхли тĕслĕх кăтартать

Энтри Пасар ялĕнче вулав çурчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн ĕçлеме пуçланă. Чи малтан унта Николай Алексеев вăй хунă. 1950-1951 çулсенче вулавăш пуçлăхĕн тилхепине Шăмалăх хĕрĕ Елизавета Александрова /1926/ тытса пынă. «Кĕнекесен йышĕ — 1 пин экземпляр. Вулакансем ытларах — шкул ачисем. Çитĕннисен хушшинче Петр Тимофеев, Михаил Семенов, П.Никифоров вулама юратаççĕ», — çырнă Елизавета Александровна. 1954 çулта кĕнеке фондне Кармал ялне куçарса кайнă, 1965 çулта — Çÿлти Улмалуй ялне. 1968 çулта Энтри Пасар ялĕнче çĕнĕ библиотека уçăлнă. Унта 7 пин ытла кĕнеке пулнă. Тĕрлĕ çулта культура учрежденийĕнче Антонина Апполонова, Галина Аникина, Мария Турганова, Петр Кашаев, Клара Пучкова ĕçленĕ. 1970 çулта вулавăш ĕçне Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă Николай Петров пуçăннă. Кунта вăл нумай çул /2007/ вăй хунă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. 1980 çулта библиотекăна Людмила Шикарева килнĕ. Юлашки виçĕ çул вăл Кармал хĕрĕпе Ольга Павловăпа килĕштерсе ĕçлет. Шкул библиотекипе /ертÿçи — Алена Турганова/ çыхăну тытаççĕ.

1989 çулта çĕнĕ çурта куçнă вулавăш Андриян Николаев космонавт ячĕпе хисепленет. 2005 çулта ялта тĕслĕх библиотека уçăлнă. Ун чухнех ăна çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ.

«Сирĕн шухăшпа библиотекăн пуласлăхĕ пур-и?» — кăсăклантăм эпĕ. «Паллах. Малашне вулас юхăм тепĕр хут вăй илессĕн туйăнать. Раççее вулакансен çĕршывĕ тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Кĕнеке авалах пулнă, халĕ те пур, малашне те пулĕ», — калаçăва пĕтĕмлетрĕ библиотекарь.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.