Вĕсем концлагерьсенче пуç хунă
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнисем Республикăн «Астăвăм» кĕнекинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем çинчен Раççей шырав юхăмĕн Мари Элри уйрăмĕн председателĕпе Дмитрий Яковлевич ШИПУНОВПА /Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă/ калаçрăмăр.
Вăл тупма пулăшать
— Паллă ĕнтĕ, хаяр çапăçусем пынă чухне Хĕрлĕ Çар штабĕсенче хĕрлĕ армеецсене хăш концлагере илсе кайнине палăртас тĕлĕшпе ĕçлеме пултарайман. Çапах та Аслă Çĕнтерÿ хыççăн вĕсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем пăшăрханса ан пурăнччăр тесе пĕлтерме пултарнă.
— Çапла. «Астăвăма» кĕртнĕ хыпарсăр çухалнисен пысăк пайĕ — нимĕçсен тыткăнне лекнисем. Оборона министерствипе НКВД фашистсен концентраци лагерĕсем çинчен 1945-1947 çулсенчех информаци пухнă. Вĕсенчен юлнă документсенчен çар ретне Чăваш АССРĕнчен тăнисен пысăк йышне хăш лагере ăсатнине, ăçта пытарнине лайăх пĕлнĕ. Анчах çемьесене хыпарламан.
— Мĕншĕн?
— Пилĕк миллион ытла салтакпа командир тăшман тыткăнĕнче пулнă. Партипе правительство вĕсене икĕ хутчен сутнă. Малтан — вăрçăра. «Нимĕçсен тыткăнĕнче пирĕн салтаксемпе командирсем çук, унта лекнисем Тăван çĕршыва сутнă!» — тенĕ. Влаç вĕсене Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та сутăнчăксен йышĕнчех тытнă, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе çапăçусене кĕнине манăçа кăларнă. Çынсем тата Оборона министерстви пĕр-пĕрин хушшинче çыру нумай çул çÿретнĕ. «Эсир ыйтакан салтак шăпи çинчен нимĕн те пĕлместпĕр. Вăл хыпарсăр çухалнă тесе шутламалла», — хурав панă асăннă министерствăран. Халĕ те, çĕршывра информаци технологийĕ вăйлă аталаннă чухне, аслашшĕ-кукашшĕн, ыттисен пурнăçĕ хăш лагерьте вĕçленнине пĕлмен çемьесем йышлă. Патшалăхăн вĕсене тĕрĕссине шыраса тупма пулăшмаллах.
— Пĕлтĕр Мари Элра эсир пухса хатĕрленĕ «Из плена не вернулись…» кĕнеке кун çути курнă. Унта пирĕн «Астăвăм» кĕнекере «хыпарсăр çухалнă» тесе палăртнă, нимĕçсен тыткăнĕнче пуç хунă 1000 ытла ентеш шăпине уçăмлатнă.
— Кĕнекере вĕсем тыткăна лекнĕ датăна, хăш концлагере илсе кайнине, хăш кун тата çул вилнине, ăçта пытарнине, ытти информацие палăртнă. Хăшĕ-пĕрин лагерь карточки çинче сăнÿкерчĕк пур. Эпĕ документсен копине çухалнисен çывăх çыннисене, тăванĕсене электрон почтăпа ярса паратăп. Манпа çыхăнмалли адрес: 425200, Мари Эл, Медведево поселокĕ, а/я 28. Тел. номерĕ: 8/8362/ 44-07-00, электрон почта адресĕ: poisk@demos-mari.ru. Иртнĕ çул кĕнекене Шупашкарта презентациленĕ чухне кашни хула-района çитерме 270 экземпляр парса хăвартăм. Çакăн хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи 20 çемье манран кописем ыйтса илчĕ.
Вĕсене асаплантарса вĕлернĕ
— Анне çуралнă ялтан — Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнчен — унта икĕ салтак хушамачĕ: Вячеслав Александрович Акчурин тата Аркадий Иванович Лукиянов. 1942 çулхи утă уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă кукаçин хушамачĕ çук. Анне ашшĕ ăçта вилнине пĕлмесĕрех çĕре кĕчĕ. Лагерьсенче хĕрлĕ армеецсен пурнăçĕ мĕнле вĕçленнĕ-ши?
— Орел хулин тĕрминче хĕнесе асаплантарнисен хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă: Яков Андреевич Беляев, 1904 çулхи, Муркаш районĕ, Калайкасси ялĕ, вар чирне пула 1942 çулхи юпа уйăхĕнче вилнĕ; Петр Тимофеевич Кузьмин, 1922 çулхи, Хĕрлĕ Чутай районĕ, 1941 çулхи раштав уйăхĕнче пуç хунă; Леонтий Андреевич Кулагин, 1910 çулхи, Элĕк районĕнчи Яккушкăнь, дизентерие пула чире кайнăран 1942 çулхи авăн уйăхĕнче куçĕсем хупăннă; Николай Тимофеевич Мельников, 1911 çулхи, Етĕрне районĕ, 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче пурнăçĕ татăлнă; Иван Владимирович Павлов, 1914 çулхи, Çĕрпÿ районĕнчи Елаш, 1942 çулхи çу уйăхĕнче чĕри тапма чарăннă; Илья Матвеевич Скворцов, 1911 çулхи, Етĕрне районĕ, кахексие пула 1942 çулхи юпа уйăхĕнче вилнĕ. Ку списокрах — Иван Михайлович Горбунов, Всеволод Алексеевич Леонтьев, Семен Петрович Шаварин.
Вăрçă хыççăн Н.Бурденко академик кунта 3 пин çынна выçăхтарса е персе вĕлернине çирĕплетнĕ.
— Лагерьсенчи тискерлĕх çинчен мĕн калатăр?
— Тыткăнри хĕрлĕ армеецсен карточкисенче палăртнă 11 концлагерь çинчен пĕлме май килчĕ. ССăн Бухенвальдри лагерьне 1941 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче пуçласа командирсемпе политĕçченсене /300-ĕн/ илсе килнĕ, пурне те персе вĕлернĕ. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче унăн хапхинчен Витцендорфри 310-мĕш «ХД» шталагран /тĕп лагерьтен/ турттарса килнĕ 3 пин хĕрлĕ армееца хăваласа кĕртнĕ. Вĕсене çĕнĕ бараксем тутарнă, йĕплĕ пралуксем картарнă.
— Чăвашсем кашни лагерьтех пулнă-ши?
— Ку ыйтăва хуравлаймастăп. Чылайăшĕнчен документсем хăварман. Вĕсенче тĕрлĕ наци çыннисене хупса усранă. 1819-мĕш лагерьте шар курнă Клаус Тросторфф /кайран — Бухенвальдри музей директорĕ/ çапла аса илнĕ: «Цайтхайнри 304-мĕш «IV Н» тата Мюльбергри «IV В» шталагсенчен 1941-1942 çулсенче кунта 1000 яхăн хĕрлĕ армееца куçарнă, «кирлĕ мар элементсен ушкăнне» кĕртсе 8483 çынна пуç купташкинчен тĕллесе персе вĕлернĕ, пурне те крематорире кĕллентернĕ. 1941 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Бухенвальда Батхорнри тата Падерборнри шталагсенчен совет салтакĕсемпе офицерĕсене /шучĕ паллă мар/ илсе килнĕ.
Харăсах — 500 офицер
— Йывăр чирлекенсене медпулăшу пама уйрăм уçнă-ши?
— 7-мĕш баракра санчаç пулнă. А.С.Асташкин санитар 1945 çул хыççăн унта туберкулеза пула, хĕнесе сусăрлатнăран, выçăхса 200-ĕн вилнине çирĕплетнĕ. 1941 çул вĕçĕнче лагерьте 1903 çын тытнă, леш тĕнчене ăсаннисен хушамачĕсене çырса пыман. Асташкин 1942 çул пуçламăшĕнчен тыткăнрисене 7-мĕш баракра фенолпа укол туса вĕлернине çирĕплетнĕ.
— Пирĕн çар ирĕке кăларасса кĕтнисенчен кам та пулин чĕрĕ юлнă-ши?
— 1942 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче кунта Мосбургри «VII А» шталагран 188 хĕрлĕ армееца илсе килнĕ, 68-шне «кирлĕ мар элементсен» йышне кĕртсе персе вĕлернĕ, ĕçлеттерме кирлĕ тесе 120-шне чĕрĕ хăварнă. Çак ушкăнран хăшĕ-пĕри вилĕме çĕнтерсен ирĕке тухнă. 1942 çултан пуçласа Бухенвальдра «совет влаçне майлă агитацилекенсемпе лагерьтен тарма пултаракансене» пухнă. Официаллă органсем шутланă тăрăх — кунта 8483 совет çынни пуç хунă.
— Лагерьсенче малтан командирсене пĕтерме тăрăшнă тени тĕрĕс-и?
— Тыткăнра, хăйсене Хĕвеланăç Европăна илсе кайнă чухне, салтаксемпе каварлашса хурала час-часах тапăннине лагерьсен администрацийĕ лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа пирвай вĕсене, политĕçченсене, коммунистсене пĕтерме тăрăшнă. Сăмахран, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче ССăн Дахаури лагерьне илсе пырса 500 яхăн офицера хупнă, Хебертсхаузенри полигонра автоматсенчен персе вĕлернĕ. Каярахпа Дахаурисен 10 процентне яхăн ĕçлеттерме чĕрĕ хăварнă. Çапах выçлăха, чире пула начарланнăскерсене персе е бензинпа укол туса вĕлернĕ. Фашистсен медикĕсем лагерьте 1941-1942 çулсенче 500 эксперимент ирттернĕ. Вилесене çĕре чавса чикнĕ, отчет хăварман.
— Лагерьсем пулнă мемориал-музейсен архивĕпе паллашса чуралăхра пурнăçран кайнисен списокне тунă-и?
— Маргарита Борисовна Котиковская Дахаура персе вĕлернисене палăртассишĕн нумай çул вăй хунă. Вăл тупса палăртнă çынсен хушамачĕсене мемориал чулĕсем çине çырнă. Кунта 7 пин ытла салтакпа офицера персе пăрахнă.
Лозунгсемпе илĕртнĕ
— Газ камерисенче те пĕтернĕ-и?
— Тĕслĕхрен, Маутхаузен лагерĕнчи 16-мĕш баракра гузен-1 газпа харăсах 164 хĕрлĕ армеец пурнăçне татни паллă. 1941 çулхи кĕркуннехи акцире «кирлĕ мар тата шанчăксăр» 3135 çын пуçне çинĕ. 1943 çулта тепĕр пысăк барак тутарнă, ăна «вилĕм блокĕ» тенĕ. СС отрячĕсем кунта çын вĕлермешкĕн хăнăхнă. Каярахпа тыткăнрисене кашни баракрах леш тĕнчене ăсатма ирĕк панă. Маутхаузен тамăкне 335 пин çын лекнĕ. Çакăнтан 122 пин, вăл шутра 32 пин совет çынни вилнĕ. Д.Карбышев генерала шартлама сивĕре шывпа сапа-сапа шăнтса пурнăçран уйăрнă.
— Пуç купташкинчен /çын хыçĕнчен/ персе вĕлермелли «йĕркене» тата ăçта «ĕçе кĕртнĕ»?
— Кашни лагерьтех. Пуля пуçа кĕрсе ватсан этем туххăмрах вилет, тапкаланса выртмасть. Тыткăнрисене, уйрăмах тарма, хурала хирĕç тăма хăтланакансене ытларах пĕтерме хушнă. Вăрçă пуçлансанах Нойенгаммери лагерьте 400 яхăн хĕрлĕ армеецран пĕрремĕш пайне шăпах çав меслетпе, теприне газпа вĕлернĕ. Хĕвелтухăç фронтĕнчен лагерьсене темиçе миллион çынна ăсатнă, анăçра хупса усрама вырăн çитмен. Çавăнпа лагерьсене пушатса тăрассишĕн тăрăшнă. Нойенгаммери вилесене Гревесмюлен хули патĕнче чавса чикнĕ. Ăçтине тĕп-тĕрĕс пĕлмеççĕ. Мемориал архивĕнче 652-шĕн хушаматне палăртнă.
— Тĕрлĕ наци çыннисене лагерьсенче мĕншĕн уйрăм пухнă?
— Гитлер идеологĕсем вĕсене агитацилесе Германи майлă çавăрма, Хĕрлĕ Çара хирĕç тăратма тăрăшнă. Сăмахран, Латвири Саласпилс лагерьне маларах совет органĕсенче, медсестрара, вĕрентекенре, ытти специальноçпа ĕçленĕ вырăссене хупнă, вырăс национализмĕн ялавĕ айĕнче пĕрлештерсе совет влаçне хирĕç тăратма хăтланнă. Çавăн пекех грузинсене, азербайджансене, эрменсене, дагестанецсене, украинецсене, казаксене, тутарсене, чăвашсене, ытти наци çыннисене уйрăм лагерьсене пухса, суя лозунгсемпе илĕртсе Хĕрлĕ Çарпа тата партизансемпе çапăçма явăçтарнă. Çавăн пек ушкăнсем йышлă пулман.
— Документсем тата ăçта упранаççĕ?
— Флоссенбург, Витцендорф, Берген-Бельзен, Торунь лагерĕсенче, ытти вуншар лагерьте чăвашсем вилме пултарнă тесе шухăшлатпăр. Мемориал-музейсем пире пысăк пулăшу кÿрессе, ку ĕçе шыравçăсем хастар хутшăнасса шанатăп.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă