Архив - Мая 2016

мая 28th

28 Мая, 2016

Иккĕн - иккĕнех

— Петя ман хыçран икĕ çул чупрĕ. 40 çухрăмри Чукала хăçан мĕнле: юланутпа та, колхоз машинипе те, çуран та, йĕлтĕрпе те — вĕçтерсе çитетчĕ. Шалкăм çумăр çусан та, урамра вĕçсĕр-хĕрсĕр çил-тăман тустарсан та мана хапха умĕнче кĕтсе тăратчĕ. Вĕçертмерĕ, хăй майлă çавăрчех. 20 çулта качча тухма килĕшрĕм.

28 Мая, 2016

Ешерет чечек пахчи

Патăрьел районĕнчи Тĕ­рĕньельте пурăнакан Лариса Суркова йышлă çемьере çитĕннĕ. Сак тулли сакăр хĕр çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ. Екатерина Степановна вĕсене пурне те ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

28 Мая, 2016

Энĕшпуçсем клуб çĕклесшĕн

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç тăрăхĕ хитре, çыннисем кăмăллă, çавăнпах чун туртать унта. «Ял администраци пуçлăхĕ Олег Иванов нихăш ĕçрен те пăрăнмасть. Çыпăçуллă çи-пуçне ĕç тумтирĕпе улăштарса ял-йышпа пĕрле тавралăха та тасатать, хăтлăлатать», — теççĕ хăпартланса хĕрарăмсем. Шăрăхра шыв сикки патĕнче мĕнле уçă!

28 Мая, 2016

Пулăхлă тăпрана - тарăн шăтăка

"Çав шăтăка выльăх-чĕрлĕх кĕрсе ÿксен — тухаймĕ," — теççĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн инспекторĕсем, нумаях пулмасть Куславкка район администрацийĕн çырăвĕ тăрăх вырăна çитсе килнĕскерсем. Пăрмас ял тăрăхĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче 1,2 метр тарăнăш траншея чавса тухнă. 500 метра тăсăлаканскерĕн сарлакăшĕ те пĕчĕк мар — 1 метр. Темиçе çул каялла чавни куç кĕрет — хĕррисем йăтăнса анса пĕтнĕ.

28 Мая, 2016

Пуянсем велосипедпа çул çÿреме юратаççĕ

Халĕ хăй тĕллĕн педаль çавăрайман ачан та велосипедпа ярăнма май пур: ăна çывăх çынни хыçалтан тĕксе пырать. Кайран, вăй илсен, пĕчĕк «урхамахпа» хаваспах туслашĕ вăл. Пĕчĕкскерсем те велосипед утланса çил ачипе ăмăртаççĕ. Эх, хаваслă та унпа урамра.

Шкула велосипедпа çÿрекен те йышлă. Ялта та, хулара та пĕлÿ çурчĕ патне шăкăрин лартса тултараççĕ транспорт çак хатĕрне. Аслă ăру çыннисене те кирлĕ çĕре туххăмрах çитме пулăшать вăл. Тĕрлĕ организаци умĕнче велосипед хăвармалли ятарлă вырăн уйăрнине те ырламалла çеç.

28 Мая, 2016

Шупашкарта лайăх иртнине хăнăхнă

Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çулленех пресс-конференцирен пуçланать. Вăйă фильмĕсен конкурсĕн жюри председателĕ Вадим Абдрашитов пирĕн республикăн архивĕсенче 30 пин ытла кинопленка упраннинчен тĕлĕннĕ. Вĕсем 500 çул хăйсен пахалăхне çухатмаççĕ.

28 Мая, 2016

Парăмри таркăнсем

Республикăра паянхи куна ачисен умĕнче парăмра — 8170 çын. Вĕсенчен 800 ĕçне амăшĕсем алимент тÿлеменнипе пуçарнă. Хĕрарăмсенчен шыраса илмелли парăм — 168 млн тенкĕ. Пепкисене кун çути парнеленĕ, анчах вĕсене ÿстерес тивĕçне пурнăçламаннисем çамрăксен йышĕнче те, аслисен хушшинче те пур. Чи çамрăк анне-парăмçă 1995 çулта çуралнă. Çĕмĕрле районĕнче пурăнать вăл. Тĕпренчĕкĕ умĕнчи парăм — 51 пин тенкĕ. Чи асли вара 1959 çулта кун çути курнă. Вăл та пĕр пепкине пулăшмасть, çавăнпах унăн алимент виçи 262 пин тенкĕпе танлашнă. Паллах, кашни тĕслĕх — пайăр. Кашни хĕрарăмăн — уйрăм шăпа.

28 Мая, 2016

Хырăм выçнăран

Тăвай район прокурорĕ Тăвай районĕнчи пĕр шкулта вĕренекен 17-ри çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе РФ УК 158-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе — ют çын пурлăхне вăрланăшăн — ĕç пуçарнă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх çакă паллă: кăçалхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирхине çул çитмен ача автовокзалăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă суту-илÿ павильонне кĕнĕ. Сутуçă çуккипе усă курса кассăран 2 пин тенкĕ вăрланă.

Хĕрарăм укçа çуккине тепĕр кун ирхине çеç асăрханă. Видеосăнава тишкернĕ хыççăн вăл касса çывăхне çамрăк пынине асăрханă. Унпа усă курса полици ĕçченĕсем вăрра çав кунах тытнă.

28 Мая, 2016

Хуняма вырăнне - кин

Пĕрлешсен мăшăрпа ялтах тĕплентĕмĕр эпир. Ун чухне çамрăксем хальхи пек хулана туртăнмастчĕç, чылайăшĕ тăван тăрăхрах йăва çавăратчĕ. Колхозсем те ура çинче çирĕп тăратчĕç.

Çапла упăшкам вырăнти хуçалăхра шоферта тăрăшрĕ. Мана, çамрăк кине, вулавăша вырнаçтарчĕç. Ку яла урăх тăрăхран качча килнĕччĕ эпĕ. Çавăнпах малтанах никама та палламастăм. 30 яхăн çул пурăнса халĕ ĕнтĕ палламан йытă та çук.

Страницы