Комментировать

28 Мая, 2016

Энĕшпуçсем клуб çĕклесшĕн

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç тăрăхĕ хитре, çыннисем кăмăллă, çавăнпах чун туртать унта. «Ял администраци пуçлăхĕ Олег Иванов нихăш ĕçрен те пăрăнмасть. Çыпăçуллă çи-пуçне ĕç тумтирĕпе улăштарса ял-йышпа пĕрле тавралăха та тасатать, хăтлăлатать», — теççĕ хăпартланса хĕрарăмсем. Шăрăхра шыв сикки патĕнче мĕнле уçă! Тус-юлташпа чун каниччен калаçас килет.

Ял тăрăхĕн специалисчĕсем Валентина Муллина, Татьяна тата Нина Ивановасем хăнасене яланах хапăл. Хальхинче çĕнĕ клуб тавра сăмах пуçартăм вĕсемпе. Тата лайăхрах пурăнма культура вырăнĕ кăна çитмест ял халăхне. Тĕрĕссипе, кунти çынсем аптăрасах тăмаççĕ, уяв мероприятийĕсене хĕлĕн-çăвĕн уçă сывлăшрах йĕркелеме хăнăхса çитнĕ. Биатлон, авторалли, тĕслĕхрен, çакăнта пурăнакансене кăна мар, ытти район халăхне те илĕртет. Çаврăнăçуллă хĕрарăмсем вĕрен те туртаççĕ, кире пуканĕ те йăтаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене курма-хутшăнма çĕр-çĕр çын пуçтарăнать. Ял специалисчĕсем каланă тăрăх, Энĕшпуçĕнче клуб хăпартма хыснаран укçа уйăрнă. Кĕçех ял администраци çуртĕнчен инçех мар хĕрÿ ĕç пуçланĕ. Апла тăк Энĕшпуçсен ĕмĕчĕ пурнăçланĕ.

Специалистсем теплицăри чечек калчисене пăхса-шăварса тăраççĕ. Вĕсене кĕç-вĕç урамсене куçарса лартĕç.

Нумай ачаллă çемьесене çурт хăпартса пани пирки хамăр хаçатра тăтăш çыратпăр. Çак тăрăхри Васильевсем, Ивановсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Кĕçех Сарапаевсене те хăтлă кил-çурт çавăрса парĕç. Кивĕ пÿртре пурăнакансене çĕнĕ çĕре куçарас тĕлĕшпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Кирилловсене, сăмахран, Вăрмарта хваттерпе тивĕçтернĕ. Тепĕр 6 çемье черет çитессе кĕтет. Икĕ çул хушшинче вĕсем валли те укçа уйăрĕç.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмне Галина Федоровăна пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн сертификат панă. Ĕмĕрĕ вăрăм, ватлăхĕ канлĕ пултăр унăн.

Амăшĕн капиталĕпе çурт туянакансене те асăнса хăварас килет. Çак йышра — Марковсем, Сродниковсем...

Халĕ пурте ял уявне ха­тĕрленеççĕ. Çимĕке аякран килекенсене каллех пĕр-пĕр çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтересшĕн ял-йыш.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.