Пуянсем велосипедпа çул çÿреме юратаççĕ
Халĕ хăй тĕллĕн педаль çавăрайман ачан та велосипедпа ярăнма май пур: ăна çывăх çынни хыçалтан тĕксе пырать. Кайран, вăй илсен, пĕчĕк «урхамахпа» хаваспах туслашĕ вăл. Пĕчĕкскерсем те велосипед утланса çил ачипе ăмăртаççĕ. Эх, хаваслă та унпа урамра.
Шкула велосипедпа çÿрекен те йышлă. Ялта та, хулара та пĕлÿ çурчĕ патне шăкăрин лартса тултараççĕ транспорт çак хатĕрне. Аслă ăру çыннисене те кирлĕ çĕре туххăмрах çитме пулăшать вăл. Тĕрлĕ организаци умĕнче велосипед хăвармалли ятарлă вырăн уйăрнине те ырламалла çеç.
Шкулта вĕреннĕ чухне питĕ туслăччĕ пирĕн класс. Каникул вăхăтĕнче пуйăспа та, метеорпа та, автобуспа та çула тухаттăмăр, инçетри хуласене çитсе килеттĕмĕр. Пĕррехинче пире, Ирçе çамрăкĕсене, физкультура учителĕ вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа велопоход йĕркелеме сĕнчĕ. Пурте хаваспах килĕшрĕмĕр. Икĕ кунра Етĕрне районĕнчи пур яла та çитме ĕлкĕртĕмĕр, паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Мĕнешкел усăллă пулчĕ пирĕншĕн çак велопоход! Унтанпа çирĕм çул та иртрĕ, çапах çак çулçÿреве тăтăшах аса илетпĕр.
Тухтăрсем палăртнă тăрăх, спортăн çак тĕсĕ чĕре тата юн тытăмне, ытти органсене ырă витĕм кÿрет, тĕртĕмсене, иммунитета çирĕплетет, ытлашши килограмсенчен хăтăлма пулăшать. Апла тăк сывлăха çирĕплетекен çак транспортпа тăтăшрах усă курмалла.
Тухтăрсем хăйсем те тĕслĕх кăтартаççĕ. «Ĕç вырăнĕнчи сывлăх. Хăвăнтан пуçла!» программăна пурнăçа кĕртнĕ май республикăри психиатри больницин специалисчĕсем Етĕрне шоссе çумĕнчи ятарлă çул çине велосипедпа ярăнма тухнă. Çакă канăва усăллă ирттерме пулăшнине, коллектива туслаштарнине, ĕçлес туртăма вăйлатнине çирĕплетеççĕ шурă халатлисем. Сăмах май, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем юратаççĕ çак вырăна. Пĕчченшерĕн е çемйипех велосипедпа ярăннине сăнама, паллах, кăмăллă.
Пĕлетĕр-и, Аслă Британире пысăк укçа ĕçлесе илекенсем çăмăл машинăпа мар, шăпах велосипедпа çул çÿреме юратаççĕ. Чухăнраххисем вара общество транспортне ытларах килĕштереççĕ.
Фрайбургри Фаубан тăрăхĕнче автомобильпе çÿреме чарнă. Çак уйрăмлăхпа палăрнă та ку вырăн. Ахальтен мар унта пурăнма куçакан, курма килекен йышлă. Района кĕриччен çынсем машинăна пысăк гаража хăвараççĕ. Хăйсем çуран утаççĕ е велосипед рулĕ умне лараççĕ.
Çамрăксемпе аслă ÿсĕмрисем кăна мар, ача садĕнчи шăпăрлансем те велосипедпа ярăнаççĕ. Вĕсен те тĕрлĕ ăмăртура хăйсене кăтартма май пур. Кам пĕлет, тен, вăхăт иртнĕçемĕн хăшĕ те пулсан тĕнче рекордне çĕнетĕ? Хальлĕхе Фред Ромпелберга çитекенни пулман. 50 çулти арçын велосипедпа пĕр сехетре 268 километр хыçа хăварнă.
Америка спортсменĕ Майкл Сикрест вара велосипедпа пĕр талăкра 1958 километр кайма вăй çитернĕ. Ку та — рекордсен кĕнекинчи кăтарту.
Германири Мерседес-Бенц заводĕнче ĕçлекенсене ăмсанмалли çеç юлать. Вĕсене заводра велосипедпа çÿреме ирĕк панă. Кашни пайăн — хăйне ятăн, тĕрлĕ тĕслĕ.
Тĕнчере çулталăкне 50 ытла миллион велосипед, 20 ытла миллион машинăпа мотоцикл кăлараççĕ. Çак тарана çитиччен миллиард тĕрлĕ велосипед шухăшласа тупнă.
Анлă сарăлнă çак транспорта куç хывакансенчен асăрханмалла. Ас тăвăр, велосипед вăррисем юнашарах çÿреме пултараççĕ. Çанталăк ăшăтсанах ку хатĕре йăкăртнă тĕслĕх нумайланать. Чăваш Республикинчи ШĔМ ĕçченĕсем ăна хваттере, гаража е путвала лартма сĕнеççĕ. Общество вырăнĕнче хăварас тăк — шанчăклă çăрапа питĕрмелле. Çавнашкалах наклейкăпа е сигнализаципе усă курма май пур.
Комментировать