Архив - Мар 2016

март 4th

4 Мар, 2016

Çынсене çитменлĕх кулянтарать

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура çуртĕнче Шупашкар районĕн активĕ пуçтарăнчĕ. "Залра 1500 çын", - терĕç. Чăн та, пушă вырăн пĕрре те курăнмарĕ.

4 Мар, 2016

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ

«Юратаççĕ кăна мар, ăнăçлă ĕçлеме пĕлеççĕ. Районăн хăвачĕсем пĕчĕк мар. Ахальтен мар эсир иртнĕ çула тивĕçлĕ вĕçленĕ», - Муркаш районĕнче ĕçлесе пурăнакансене çапла пысăк хак панинчен пуçларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетессине тата 2016 çулхи тĕллевсене палăртассине халалланă анлă канашлăва.

4 Мар, 2016

Алена АРШИНОВА: «Чăваш ялĕнчи ача та Мускаврипе тан условисенче пĕлÿ илтĕр»

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн «Хыпар» тĕпелне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин чи чипер депутатне Алена АРШИНОВĂНА йыхравларăмăр. Унсăр пуçне вăл ĕнер пин-пин салам йышăнчĕ - хăйĕн 31-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ.

4 Мар, 2016

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм

Чăваш халăх артистки Августа Уляндина сцена çине тухсан унăн чунĕнчи хĕмленĕвĕ, хавхаланăвĕ, пит-куçĕнчи илĕртÿллĕ кулли залра ларакансене те куçать тейĕн. Куракан, итлекен хăй сисмесĕрех юрăçпа пĕрле савăнма, киленме пуçлать. Паянхи эстрада юрăçисенчен хăшĕ-пĕри пек: «Аллăрсем ăçта?

4 Мар, 2016

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет

"Эсир мана хăвăрăн уçă тÿпе айĕнчи музей çинчен кăларнă буклета ярса паман пулсан эпĕ Чăваш çĕршывĕнче çакăн пек тĕлĕнтермĕш пуррине пĕлмесĕрех юлаттăмччĕ пуль", - çырнăччĕ икĕ çул каялла ман ятпа янă çырăвĕнче "Культура" телеканалра "Россия - любовь моя" кăларăма йĕркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырăсланнă француз журналисчĕ, М

4 Мар, 2016

Александр Хван

Киноискусствăра ăста режиссер, сценарист пек палăрнă Александр Хван Чăваш Енре çуралса ÿснине пĕлтĕм. Унăн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

И.КИРИЛЛОВА.

Тăвай районĕ.

март 3rd

3 Мар, 2016

Хăех фортепиано калама вĕренет

Юрă-кĕвĕ тĕнчине путнă çынсемпе калаçнă май вĕсем музыкăсăр пурăнайманнине ăнланатăн. Ал ăсти тĕрлемесĕр, çыхмасăр лараймасть. Музыка та магнит евĕр хăйĕн патне туртать. Çын пурнăç тăршшĕпех юрăпа пĕрле.

3 Мар, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 8 /857/ №, 3.03.2016

3 Мар, 2016

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /пуш уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 14-17
Купăста 18-20
Сухан 25
Кишĕр 30-35
Ыхра 200-250
Хăяр 80-150
Хĕрлĕ кăшман 25
Помидор 80-150
Пылак пăрăç 120-250
Тăварланă хăяр 100-120
Йÿçĕтнĕ купăста 100
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 55-120
Иçĕм çырли 75-130
Апельсин 75-100
Лимон 110-140
Банан 55-65
Мандарин 80-120

3 Мар, 2016

Ремонтантлa хурaн çырли

Ремонтантлă хурăн çырли çу тăршшĕпех чечекре, çимĕç парать. Нумай сортăн çырлисем хĕрлĕ, çутă-сарă тĕслĕ пулаканнисем те пур. Ремонтантлă хурăн çырлине вăрăран ĕрчетеççĕ.

Страницы