Картлашка меллĕ-и?

3 Пуш, 2016

Кирек мĕнле картлашка тăвас тесен те - тÿрĕ е авăнчăк, йывăçран е тимĕртен, пÿртре е пÿрт тулашĕнче - чи кирли ăна йĕркене пĕлсе, тĕрĕс виçепе ăсталамалла. Картлашка меллĕ пулсан унпа хăпарма-анма та çăмăл.

Сĕвеклĕх 14 градусран ытларах пулсан картлашка тумалла. Сĕвеклĕх пĕчĕкрех пулсан утма çул çуммипе алăпа тытăнса улăхмашкăн карлăк туни те çителĕклĕ. 4 картлаçран ытларах картлашка тумалла пулсан юнашар карлăк пулмалла. Пĕр ярăмра /лестничный марш/ 20-рен ытла пусмаллă картлашка пулни те илемсĕр. Пусмасен шучĕ 9-14 пулмалла. Пÿртри картлашкана ытлашши сарлака тума кирлĕ мар. Стройматериала тата усăллă лаптăка пĕтерни çеç.

Иккĕмĕш хута хăпармалли пÿртри картлашка сарлакăшĕ вăтамран пĕр метр пулмалла. Ун çуммипе икĕ енчен карлăк /перила/ çирĕплетмелле. Картлашкан пĕр енĕ стена хĕррипе пырать-тĕк çав енне карлăк тумасан та юрать. Карлăк çÿллĕшĕ 0,9 м, хÿтлĕх туййисен /балясины/ хушши 15 см пулмалла. Килте пĕчĕк ачасем пулсан хÿтлĕх туясен хушшине 10 см çеç хăвармалла. Картлашкапа карлăка çирĕп материалтан, лайăх тытăнтарса тумалла. Картлашка выртакан материал вара уйрăмах çирĕп кирлĕ.

Çурта ăшăтмалли приборсем çумĕнче е яланах нÿрĕк тăракан вырăнта йывăç картлашка туни вырăнсăр. Нÿрĕкпе те, вĕрипе те йывăç хăвăрт пĕтет. Вĕри çĕрте йывăç хăрушлăх кăларса тăратать.

Картлашкан пусмисене çак виçесемпе тăваççĕ: пусма анлăшĕ 27-30 см, икĕ пусма хушши - 15-18 см. Ытлашши çÿллĕ пусмасемпе картлашка чăнкă пулать - хăпарма йывăр.

Пÿртри картлашка айĕнчи вырăна усă курма пулать. Стена çумĕпе иртекен картлашка айĕнче гардероб е кĕнеке шкапĕ, кладовка ăсталаççĕ. Картлашка хăйнеевĕрлĕ тата усăллă пулса тăрĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.