Ремонтантлa хурaн çырли

3 Мар, 2016

Ремонтантлă хурăн çырли çу тăршшĕпех чечекре, çимĕç парать. Нумай сортăн çырлисем хĕрлĕ, çутă-сарă тĕслĕ пулаканнисем те пур. Ремонтантлă хурăн çырлине вăрăран ĕрчетеççĕ.

Мартăн пĕрремĕш çурри - вăрлăх акмалли чи лайăх вăхăт. Ăна валли çĕрĕк тăпри, торфпа хăйăр хутăшĕ /2:1:1/ илсе çĕр хатĕрлемелле, лайăх кăпкалатмалла. Акнă хыççăн ещĕке кантăкпа хупламалла. Вăрлăха шăтса тухма 18-22 градус ăшă кирлĕ. Пĕрремĕш парка çулçи йĕркеленсен калчасене куçара-куçара лартмалла, вĕсен хушши 2 сантиметртан кая пулмалла мар. Тымар вĕçне кăштах татса илмелле, капла тымар тытăмĕ çирĕпрех пулать. 4-6 çулçă çитĕнсен хурăн çырлине теплицăна е уçă тÿпе айне малтанах хатĕрленĕ йăрансем çине кăларса лартмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.