Хăех фортепиано калама вĕренет

3 Мар, 2016

Юрă-кĕвĕ тĕнчине путнă çынсемпе калаçнă май вĕсем музыкăсăр пурăнайманнине ăнланатăн. Ал ăсти тĕрлемесĕр, çыхмасăр лараймасть. Музыка та магнит евĕр хăйĕн патне туртать. Çын пурнăç тăршшĕпех юрăпа пĕрле. Ахальтен мар-им: «Музыкăна юратакан çын пурнăçра çухалмасть», - теççĕ. Юрă пуçра çĕнĕ шухăшсем çуратать, ырă ĕçсем тума хавхалантарать. Вăл Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пурăнакан Марина Шлимаковăна та тĕнчене лайăхрах пĕлме пулăшать.

Утма çеç вĕреннĕ вăл, анчах ун чухнех хăйĕн чĕлхипе чĕвĕлтетсе юрăсем шăрантарнă. Кăшт ÿссен вырăсла-чăвашла юрлама тытăннă. Малтанах микрофон вырăнне телевизор пульчĕ тытса çырлахнă. Марина юрлама юратнине кура вокал енĕпе аталанма тĕллев лартнă. Пĕр вăхăт юрă шăрантарма пăрахнă вăл, кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне спорта парăннă. Тусĕпе бассейна кайнăскере пĕр тренер асăрханă. Ăна хĕрачан ишес техники килĕшнĕ. Маринăна шывра чăмпăлтатма ашшĕ вĕрентнĕ.16 çулти пике, тен, спортсменка пулса тĕрлĕ ăмăртăва çÿрĕччĕ... 11 çулта чухне вăл Кÿкеçри лицей çумĕнче юрă кружокĕ уçассине пĕлнĕ.

Çав вăхăтрах районти культура çуртĕнче вокал студийĕ ĕçлеме тытăннă. Çапла Марина Олеся Саксонская педагог пулăшнипе ăсталăхне аталантарма пуçланă. Олеся Владимировна хĕрачан пултарулăхне кура ăна тĕрлĕ конкурса хутшăнтарнă. Пĕррехинче «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивальте пулнă вăл. Хĕрачан пултарулăхне унта тÿрех асăрханă: Марина лауреат ятне илтнĕ. Фестивалĕн гала-концертĕнче куракансене юрăпа савăнтармашкăн тивĕç пулнă вăл. «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс йĕркелÿçисенчен пĕри Сергей Бреус предприниматель Маринăна Мускавра иртнĕ «Чунга-Чанга» фестивале хутшăнмашкăн суйланă.

- Çĕршывăн тĕп хулине виççĕн кайрăмăр. 5 çул каялла пулнине халĕ те ăшшăн аса илетпĕр. Унти сцена çине тухни куç умĕнчех. Залра паллă çынсем, вăл шутра - мультфильмсем валли çĕр-çĕр юрă çырнă Юрий Энтин та, лараççĕ. Эпĕ унăн «Песня Мальвины» тата «Учкудук» юррисене шăрантартăм. Мускаври пысăк мероприятие хутшăнни çĕнĕ юлташсем тупма пулăшрĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çеç мар, ют çĕршыври ачасемпе те паллашрăмăр, - иртнине савăк кăмăлпа аса илчĕ 1-мĕш курс студентки.

Вокал студине çÿренĕ Марина юлташĕсемпе «Феерия» ушкăнра юрланă. Шел те, хăшĕ-пĕри юрлама пăрахăçланă хыççăн саланнă вăл. Çапах пике районти культура çуртĕнче иртекен концертсене час-часах хутшăнать. Лицейра 9 класс вĕреннĕ хыççăн Марина пурнăçне музыкăпа çыхăнтарма шухăшланă. Эстрада юрăçи пулас тĕллевпе вăл Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Анчах унта вĕренмешкĕн укçа сахал мар кирлĕ, çавăнпа Марина тĕп хулари механикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен вăл реклама енĕпе ĕçлĕ. Аслă шкулта та ăс пухасшăн вăл, журналист пулас тĕллевпе пурăнать.

Пачах урăх енпе вĕренет пулин те Марина юрлама пăрахмасть. Колледжа килсенех ăна Олеся Козлова преподаватель асăрханă. Пике уçă сассипе юрă янăраттарни унăн кăмăлне кайнă, вĕренÿ заведенийĕнче иртнĕ мероприятие тÿрех хутшăнтарнă. Марина ун чухне хумханнине пытармарĕ, юлташĕсем ун пултарулăхне хаклани питĕ хавхалантарнă ăна. Чăннипе, вăл пĕлĕшĕсен умĕнче юрă шăрантарма вăтанать. Ку мĕнпе çыхăннине хăй те пĕлмест. Сцена çине тухакан кирек мĕнле артист та пăшăрханать-çке. Тăванĕсем пĕрле пухăнсан Маринăна юрласа пама ыйтаççĕ.

Музыка инструменчĕсемпе те туслă пике. 11 çулта чухне ашшĕ ăна гитара калама вĕрентнĕ. Малтанах пÿрнисем еплерех ыратнă унăн! Ашшĕ çирĕп каланă: «Хăнăхмалла». Паллах, тăрăшмасан шывра чăмпăлтатакан пулла та кăлараймастăн. Халĕ Марина хăй тĕллĕн фортепиано калама вĕренет. Çак инструмента ăна музыка шкулне çÿренĕ иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ парнеленĕ. Хăш чухне вăл Маринăпа урок ирттерет. Пике сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Нумаях пулмасть вăл ГТО нормативне пурнăçланă, уншăн ятарлă палла тивĕçнĕ. Ашшĕпе амăшĕн унпа мухтанаççĕ. Тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăнса вун-вун хисеп хутне тивĕçнĕ вăл. Колледжра та Маринăн амăшне пултаруллă хĕр çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Тĕпренчĕкĕ маттур та пултаруллă пулни çывăх çыннисене пуринчен ытла савăнтарать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.